Майăн 4-мĕшĕнче муниципалитетсен хушшинче пилĕк автобус маршручĕ уçăлнă.
Елчĕк-Патăрьел маршрутпа кунсерен кашни сехетрен 11 рейс палăртнă. Пĕрремĕш рейс Елчĕкрен 7 сехетре, Патăрьелтен 7.30 сехетре, юлашки Елчĕкрен 17 сехетре, Патăрьелтен 17.30 сехетре тухать. Билет хакĕ 116 тата 93 тенкĕ.

