Шкул ачисен пурнăçĕнчи чи хаваслă тапхăр çывхарать — каникул. Унпа пĕрлех кану кампанийĕ те пуçланать.
Округри сакăр вĕренỹ учрежденийĕнче те яваплă тапхăра хатĕрленесси федераци тата республика саккунлăхĕпе, СанПиН требованийĕсемпе килĕшỹллĕн пулса пырать. Кашни лагерь территорийĕнче тăпрана, ĕçмелли шыва тĕрĕслессине санитарипе эпидемиологи экспертизи витĕр кăларнă — пĕтĕмпех гигиена нормативĕпе килĕшсе тăрать. Çавна май вĕренỹ учрежденийĕсем лагерьсене уçма ирĕк илнĕ.
Вĕсенче пĕтĕмпе 512 ача канĕ. Менюна СанПиН требованийĕсене çирĕп шута илсе йĕркеленĕ. Пĕр кунхи апат хакĕ 145 тенкĕпе танлашать. Апат-çимĕçпе тивĕçтерекенсем — шанчăклă партнерсем.
Майăн 27-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 20-мĕшĕччен пыракан сывлăха çирĕплетмелли кампани тапхăрĕн ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Мероприятисене, тĕпрен илсен, Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа йĕркелĕç. Çавăн пекех «Орлята России» проекта тĕпе хурса интереслĕ те усăллă ĕçсем, экологи акцийĕсем ирттерме палăртнă.
Пирĕн округри 36 ача хуласен çывăхĕсенчи лагерьсенче те канĕç, çав шутран 11-шĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисенчен, 12-шĕ — «Время побеждать» çарпа патриотла смена участникĕсем.
Çуллахи кану тапхăрне кашни ача усăллă ирттертĕр, чи кирли — хăрушсăрлăх.
«Республикăра çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасемпе 312 организаци ĕçлĕ. Çав шутра — хула тулашĕнчи 17 лагерь — вĕсенче çăвĕпе 15,4 пин ача канса сывлăхне çирĕплетĕ. 24 профиль смени йĕркелеме палăртнă. Йăлана кĕрсе пыракан йĕркепе кăçал та Запорожье облаçĕнчи Бердянск округĕнчен, Чăваш Ен шефа илнĕскертен, 300 ача канма килмелле.

