пирки сăмах хускатас тетĕп. Вăл тинĕс шайĕпе шутласан 680 метр çỹллĕшĕнче вырнаçнă Орджоникидзе (халĕ Владикавказ) хулинче пуçланать. Çак хулари Ной Буагидзе, Орджоникидзе тата Тбилиси урамĕсем пĕрлешнĕ вырăнта пуçланать те ĕнтĕ тĕнчипе паллă Çар çулĕ.

Орджоникидзе хулинче пуçланса çул Терек юхан шывĕ хĕррипе Тĕп Кавказ тăвĕн Гудуар перевалĕ çине хăпарса каять, кайран унтан анса Арагви шывĕ хĕррипе Мцхета хулине, ун хыççăн Кура шывĕ хĕррипе Тбилисине çитет. Вăл Çурçĕр Кавказа Кавказ леш енĕпе пĕрлештерекен пĕртен-пĕр çул шутланса тăрать. Грузин Çар çулĕ юрпа тата пăрпа витĕннĕ ту тăррисем, вĕсен шутĕнче Казбек тăвĕ (унăн çỹллĕшĕ — 5033 метр), питĕ вăйлă ахăрса та шавласа юхакан шывсем, шыв сиккисем, питĕ тăвăр Дарьял ту хушши çумĕсемпе, çул хĕррипе ешерекен айлăмсемпе садсен, авалхи крепоçсемпе мăнастирсен çумĕсемпе авкаланса иртет.
Çул пирки А.Чехов, А.Пушкин, М.Лермонтов, А.Грибоедов, М.Горький тĕлĕнсе те мухтаса çырса хăварнă. Çавăн пекех çак çул çинчен Кавказ регионĕсенчи калем ăстисем те сахал мар çырнă. Вĕсен шутĕнче паллă Грузи поэчĕ И.Чавчавадзе те.
«Шуйттан кĕперĕ» патĕнче Çурçĕр Осети çĕрĕ вĕçленет, малалла Грузи территорийĕ пуçланать. Терек юхан шывĕн хĕррипе 800 метр çỹллĕш ту хысакĕсем çỹлелле кармашаççĕ, питĕ хăвăрт юхакан Терек шывĕ кĕрлени илтĕнсе тăрать. Çак паллă вырăн пирки географсемпе историксем чылай çырса хăварнă пулнă.
9-12-мĕш ĕмĕрсенче Çурçĕр Кавказпа Кавказ леш енчи патшалăхсем хушшинчи суту-илỹ питĕ вăйлă аталанса пынă май çулăн пĕлтерĕшĕ тата та ỹснĕ, çакă экономикăпа политика хутшăнăвĕсене те çирĕплетнĕ. 1801 çулта Грузи Раççейпе пĕрлешсен пĕлтерĕшлĕ Грузи Çар çулне пăхса тăрассине пирĕн çĕршыв хăй çине илнĕ. Кĕçех кунта çĕнĕ объектсем çĕкленме пуçланă, кĕперсемпе тоннельсем хута кайнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Гитлерăн планĕнче çак çула тытса илсе пирĕн çарсене хĕç-пăшалпа тивĕçтерессине чарса лартасси пулнă. Çавна май тăшман ку вырăнсене питĕ нумай çар тата хĕç-пăшал уйăрнă. 1942 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 12-мĕшĕччен Кавказшăн хаяр çапăçусем пулса иртнĕ. Пирĕн çарсем çирĕп тăнăран фашист хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пултарайман. Çухатусем икĕ енчен те пысăк пулнă. Орджоникидзе хулинчен 7 километр шаларах Грузин Çар çулĕ çывăхĕнче тăванлă масар пур, унтах пирĕн салтаксене асăнса палăк та вырнаçтарнă.
Вăрçă хыççăн ку вырăна тата та çĕнетнĕ, çула юсанă.
Хальхи вăхăтра Грузи Çар çулĕ (тăршшĕ 208 км) пĕтĕм тĕнчипе паллă «Турист маршручĕ» шутланса тăрать.
Н.АЛЕКСАНДРОВ.
Çĕнĕ Арланкасси ялĕ.

