Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăвашла блог ертсе пырать

Чăвашла блог ертсе пырать

Пултаруллă çынсем ял пурнăçне интереслĕрех, çутăрах тăваççĕ. Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Наталья Муллина ачасене те, аслисене те савăнăç кỹрет: ялти клубра культура йĕркелỹçи пулса ĕçлекенскер пĕчĕкскерсене юрлама, ташлама вĕрентет, социаллă сетьре блог тытса пырса ялти пурнăçа сăнлать. Пуçаруллăскере паянхи кун округ шайĕнче çеç мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ.

Ачаранах — ĕçре

Наталья Патреккел ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ — Леонидпа Вера Филимоновсем — 12 ачана кун çути парнеленĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ. «Тем каласассăн та, нумай ача пăхса ỹстересси пĕрре те çăмăл мар. Анне ĕлкĕрейменни те пулнă. Вара пире аслисем пăхатчĕç, аппасем уроксене тума пулăшатчĕç, кирлине вĕрентетчĕç. Эпир пĕчĕкренех ĕçлесе ỹснĕ. Кашни хăйĕн тивĕçне пĕлнĕ: пĕрисем шыв йăтнă, теприсем вутă хатĕрленĕ, виççĕмĕшĕсем савăт-сапа, урай çунă. Манăн тĕп ĕç — качака сăвассиччĕ. Асаннерен юлнăскер питĕ усалччĕ, çынна пыртармастчĕ, манпа вара ачашланатчĕ, итлетчĕ. Эп килте çук вăхăтра ăна виççĕн сума тивнĕ: пĕри мăйракинчен тытса тăнă, тепри — хыçалти урисенчен, виççĕмĕшĕ — сунă», — ăшă кулăпа пуçларĕ калаçăва хĕрарăм.
Шкул хыççăн ачасем кил-çуртра тăрмашнă, çуллахи каникулсене колхозра ирттернĕ, пайсене çумланă, пахча çимĕç пухса кĕртнĕ, утта çỹренĕ…

«Кĕреçе-сенĕк тытса колхоза çул тытаттăмăр. Хамăр ĕçлесе илнĕ укçана талонпа паратчĕç, ăна алла илме вăрăм черете те савăнса тăраттăмăр. Анне пасара кайса япала илсе паратчĕ. Кунĕпе хĕвел айĕнче пиçĕхнĕскерсем каçхине çеç таврăннă ĕçрен, анне тутлă апатпа кĕтсе илнĕ, мунча хутса хунă. Уйрăмах кăпăшка капăртмана астăватăп. Ăшăскере сĕтпе çиеттĕмĕр, чун апачĕччĕ. Халĕ хăш чухне çак çимĕçе ỹкерттерсе соцсетьсене лартатăп, çынсем вара: «Ачалăха тавăратăн», — тесе çыраççĕ. Ку çав тери савăнтарать.

Кил-çуртра та яланах типрей хуçаланнă. Анне йĕркене юратнăран кашнинех таса çỹретме тăрăшнă, хамăр тумтире пĕчĕкрен çума вĕрентнĕ. Арçын ачасем пиртен те чыслăрахчĕ, нускийĕсене утюгпа якатса хуратчĕç. Çемьере 12 ача пулсан та пĕр кĕтесре те çỹп курман, сĕтел-пукан çи виттисем юр пек шап-шурă тăнă. Тата çакă аса килет: анне — апат пĕçерет-и, кил-çурта тирпейлет-и — яланах юрă шăрантаратчĕ. Çывăх çыннăмăн сасси лăпкăлăх кỹретчĕ», — куç умне кăларчĕ ачалăхри вăхăтсене Наталья.

Хĕр ача шкулта та хастар пулнă, лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, штанга, кире пуканĕ йăтнă, конькипе ярăннă, спортăн çак тĕсĕсемпе малти вырăна çĕнсе илсе районта палăрнă. Çак çитĕнỹсене тума хавхалантарнă Борис Демьянович Клементьева ырă сăмахпа аса илет вăл.

Вĕреннипе ĕçленисĕр пуçне савăнма та манман. 12 пĕр тăван темĕнле вăйă та шухăшласа тупнă. «Эпир кулма юрататтăмăрччĕ. Çемйипех ахăлтататтăмăр, вара йывăрлăхсем те, хуйхи-суйхи те иртсе каятчĕç. Кулнă чух вăй кĕрет, пурнăç çав тери лайăх пек туйăнать. Пирĕн пысăк çемьере яланах интереслĕ пулăмсем пулса иртетчĕç. Акă, пĕрне каласа парам. Çĕнĕ çулта зал варрине мачча çỹллĕш чăрăш лартаттăмăр, алăсенчен тытăнса ун тавра çаврăнаттăмăр, юрлаттăмăр. Пĕр ачан ури гирляндăпа тăлланса ларчĕ те йывăçпа пĕрлех кĕрслеттерсе ỹкрĕ», — сỹтрĕ сăмах çăмхине Наталья.

Ĕлĕкхи йăлапа качча тухнă

Шкул хыççăн Наталья строительство техникумĕнче ăс пухнă.

«Пирĕн вăхăтра интернет пулман та вĕренỹре мĕнле ен суйламаллине пĕлмен. Сĕнỹ-канаш паракансем те пулман. Нумай çемьере ỹснипе атте-аннене хамăр чăрмавсемпе аптратас темен пуль. Малтан иккĕмĕш сыпăкри аппапа повар-кондитере вĕренме каяс шухăшлăччĕ, унта укçа тỹлеме тивнĕрен каймарăмăр», — каласа парать хĕрарăм.

4 çул вĕренсе тухнă хыççăн хĕр ĕçе вырнаçнă. Пурăна киле пулас мăшăрĕпе Вениамин Муллинпа паллашнă. Пĕрне-пĕри пĕрре курса кăмăлланă çамрăксем 2011 çулта çемье çавăрнă.

«Пĕр çулталăка яхăн çỹренĕ хыççăн Веня авланас терĕ. Ĕлĕкхи йăлапа. Пĕр кун волейбол вылянине пăхма йыхравларĕ. Кĕçĕн Таяпа ахаль те спортпа туслă ял. Вырăна çитсессĕн Веня шкула кĕрсе тухрĕ те сахал çын пухăннине, килĕ умне кайса килмеллине пĕлтерчĕ. Ун чухне акă мĕн асăрхарăм, кассипе çутă çукпа пĕрех, савнин çуртĕнче вара хĕвел пăхнăн туйăнать — мĕн пур чỹречинчен çутă курăнать. «Эпир тĕттĕмре ларма юратмастпăр» — терĕ Веня шỹтлесе. Каярах авланма вăхăт çитнине пĕлтерчĕ. «Паян авланатăн-и?» — терĕм ăнланмасăр. Çав вăхăтра хапха умне амăшĕ çăкăр-тăварпа тухса тăчĕ. Мана пỹрте илсе кĕчĕç, сĕтел хушшине лартрĕç, апат-çимĕçпе сăйларĕç. Веньăн хăюлăхĕ кăмăла кайрĕ. Çапла мăшăрлантăмăр. Упăшка тăватă ачаран кĕçĕнни пулнăран тĕп килте пурăнма пуçларăмăр.

Улталамастăп, малтанлăха çăмăлах пулмарĕ, ют килте хăнăхма пĕрре те ансат мар. Пĕрремĕш кунсенче мĕн тумаллине пĕлмерĕм. Пăятампа пăянам пулăшрĕç, мана тăван хĕрĕ вырăнне хурса хакларĕç. Вĕсене аттепе анне тесе чĕнтĕм. Хамăннисене «мама» тата «папа» тенĕрен хăнăхма йывăр пулмарĕ. Уйрăмах «аттепе» туслашрăмăр. Шỹтлеттĕмĕр, калаçаттăмăр, мĕн те пулин юсамалли, пулăшмалли пулсан тỹрех ун патне чупаттăм. Пăянам пушă мар чухне ачана астума та ыйтнă. Пĕрре те «çук» тесе курман. Пăянампа та пĕр чĕлхе тупрăмăр. Паянхи кун та анне пек тутлă капăртма пĕçерсе çитерет, ĕçрен килнĕ çĕре апат хатĕрлет», — чунне уçса калаçрĕ хĕрарăм.

Культура йĕркелỹçи, воспитатель, блогер…

15 çул хушшинче кил-çурт тата та пысăкланнă, ăна юсанă, иккĕмĕш хутне хăпартнă. Çемье те тулнă, Веньăпа Наташăн икĕ хĕр çуралнă. Халĕ асли, Камилла, Елчĕк шкулĕнче кадет класĕнче вĕренет, Каролина 3-мĕш класран вĕренсе тухрĕ. Иккĕшĕ те ашшĕ-амăшне лайăх паллăсемпе савăнтараççĕ, тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăнаççĕ.

«Качча киличчен пĕр хĕрарăмпа пасарта пушмак сутаттăмăр, çĕнĕ киле кĕрсен çак ĕçе пăрăхăçларăм. Веня культура çуртĕнче культура йĕркелỹçин должноçĕ пушă пулнине пĕлтерчĕ. Ун чухне клубра Глафира Германовна Григорьева тăрăшатчĕ, унпа калаçса ĕçе кĕтĕм. Малтанлăха, чăн та, ĕçе мĕнрен тытăнмаллине пĕлмерĕм. Аппаратура та, декорацисем те çукчĕ. Мăшăрăмран ноутбук илсе пама ыйтрăм. Унтан клуб ĕçченĕсемпе шкула каçрăмăр, классем тăрăх çỹресе ачасене клуба йыхравларăмăр. Нумайăшĕ савăнсах пычĕ. Интернетран ташă тупса вĕрентĕм, вара ачасене ташлама хăнăхтартăм. Каярах юрăсем çине куçрăмăр. «Хавхалану çăлкуçĕсем» конкурс валли концерт лартма планларăмăр. Анчах инкек сиксе тухрĕ, аппа йывăр аварие лекрĕ. Ĕçе пăрахса ăна пăхма каймалла пулчĕ. Çапла пулсан та концерта ирттермеллех. Йăмăкран Оксанăран пулăшу ыйтрăм. Вăл Патреккелти культура çурчĕ çумĕнчи кружока ташлама çỹретчĕ ун чухне. Йывăрлăхсене пăхмасăрах вăл пулăшнипе конкурс питĕ лайăх иртсе кайрĕ.

Çакăн хыççăн ачасем клуба пысăк ушкăнпа çỹреме пуçларĕç. Малтан вырăсла юрăсем шăрантарнă пулсан каярах чăвашлисем çине куçса пытăмăр. Хĕвел тухăç çĕршывĕсен ташшисене ташлама та вĕрентĕмĕр. Сценкăсем, юмахсем лартрăмăр. «Теремок» ушкăнпа Патреккел ялне кайрăмăр. Ачасем юмаха çав тери лайăх выляса кăтартрĕç: хам та тĕлĕнтĕм ун чухне. «Ăçтан тупнă эсĕ ку артистсене?» — савăнăçне палăртрĕç Патреккелсем. Çапла вара пĕрремĕш вырăн йышăнса район шайне тухрăмăр. Çитĕнỹ ачасене хавхалантарса çĕнĕ вăй хушрĕ. Тумĕсене ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ материалтан хăйсем ăсталанă: михĕсемпе, картонпа, хутпа усă курни те пулнă. Мĕн чухлĕ ырă сăмах илтнĕ ĕнтĕ эпир костюмсем пирки», — йăл кулса аса илет культура йĕркелỹçи.

Палăртма кăмăллă, Кĕçĕн Таяпара клуб тулашĕнче те, шалта та тирпейлĕх, капăрлăх хуçаланать. Клуб ĕçченĕсем чунне парса тăрăшни кашни кĕтесре курăнать. «Халĕ Светлана Понкратьевăпа килĕштерсе ĕçлетпĕр. Çурта илемлетсе пыма тăрăшатпăр, стендсене улăштарсах тăратпăр. Кашни çулах хамăр клуб условийĕсене лайăхлатма пулăшакан ятарлă проектсен конкурсне хутшăнатпăр, икĕ хут гранта тивĕçрĕмĕр, çавна май кивĕ чỹречесемпе алăксене улăштартăмăр, кирлĕ строительство материалĕсене туянтăмăр, костюмсене çĕнетрĕмĕр. Пушкин карттине хута яни те сахал мар пулăшу парать. Халĕ умра тепĕр пысăк тĕллев — урайсене çĕнетесси. Светлана Васильевна документсене хатĕрлессипе пысăк ĕç тăвать. Кунта çакна та палăртмалла — раствор туса алăк аяккисене сĕрес, сăрлас ĕçсене хамăрах пурнăçлатпăр. Кунта мана малтанхи професси те самай пулăшать — строительствăпа отделка ĕçĕсен мастерĕн пĕлĕвне кура юсав тума çăмăлрах», — пĕлтерет клуб ĕçченĕ.

Наталья сценăна, пỹлĕмсене илемлетме те ăста. Чечексене хутран, пусмаран, лентăсенчен ăсталать. Фанерăран илемлĕ кĕлеткесем касса кăларса клуб пахчине илемлетет. Çакă укçа-тенке самай перекетлеме май парать. Кружок ертсе пырса ачасене те вĕрентет вăл ал ĕçне.

Наташăн мăшăрĕ Вениамин та клубра вăй хурать — газооператор, илемлĕх ертỹçи, гармонист пулса ĕçлет. Пултаруллă мăшăр юрлама ăста. Пĕрлехи юрăсене вĕсем ял клубĕнче анчах мар, округ шайĕнчи тата ун тулашĕнчи мероприятисенче те шăрантараççĕ. Мăшăр Иван Шурбин ертсе пыракан «Шуçăм» тата «Тускил» пултарулăх ушкăнĕсен хастар членĕ те. «Юрăсене пире ытларах Юрий Кашкăр çырса парать. Сцена çине тухасси «Пĕр шухăш» юрăрăран пуçланчĕ. Веньăпа яланах ăна шăрантаратпăр. Тĕрлĕ мероприятие хутшăнатпăр. Шупашкарти пысăк концерта пуçласа Петр Ермолаев юрăç чĕннĕччĕ: Трактор тăвакансен культура керменĕнче юрларăмăр ун чухне. Каярах — Светлана Григорьева йыхравларĕ. Сцена çине пĕчченшерĕн те тухатпăр», — уçать пултарулăх çỹпçине хĕрарăм.

Наталья пĕр кун та алă усса лармасть. Клубра ĕçленисĕр пуçне Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ колледжра воспитателе вĕренет, кĕçех диплом ĕçне хỹтĕлĕ вăл. Çав вăхăтрах тĕрлĕ мероприятие, конкурса хутшăнма та мехел çитерет. Клубра ĕçлеме тытăннăранпа 3 хутчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн стипендиачĕ пулнă вăл. Çав вăхăтрах социаллă çыхăнура тĕрлĕ канал тытса пырса çынсене илемлĕ сценкăсемпе савăнтарать, ялти пурнăçа сăнарлать.

«Канала чăвашла тытса пыма тăрăшатăп, тăван чĕлхе чуна çывăх» — вĕçлерĕ калаçăва Наталья.

Мĕн пур енĕпе пултаруллă пикене ăнăçу та çитĕнỹ, сывлăх та телей сунар!

Ирина ПЕТРОВА.

Наталья Муллина архивĕнчи сăн-ỹкерчĕксем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code