Новосибирскра иртнĕ кире пуканĕ йăтакансен çĕршыври чемпионатĕнчен Чăваш Ен представителĕсем 3 медальпе таврăннă.
Йыш пысăк: 43 регионтан 200 ытла атлет вăй виçнĕ. Таяпа Энтри каччи, Раççей спорт мастерĕ Анатолий Узюкин 68 килограма çитичченхи спортсменсем хушшинче кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă. Вăл 32 кг кире пуканне 115 хутчен тĕртнĕ.
Чемпионатра палăрнисем çывăх вăхăтра Индире иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнĕç.

