Кăçалхи июнĕн 28-мĕшĕччен «Вĕрентỹ ĕçĕн чи лайăх практикисен конкурсне» хутшăнса ĕлкĕрме май пур. Ĕçсене кунта пилĕк номинаципе хаклаççĕ. Чи малтанах ĕç тухăçлăхне тата хăйне евĕрлĕхне шута илĕç, вĕрентỹ практики ытти организацисемшĕн тĕслĕх пулмалла. Чи кирли — проекта хатĕрленĕ чух вĕрентỹ тухăçлăхне тата кăткăслăхне уçса памалла, мĕнле çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртнине палăртмалла.

