Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Колорадо нăррине пула

Колорадо нăррине пула

Республикăра пурăнакан пĕр хĕрарăм çĕр улми анине колорадо нăрринчен тасатмалли препарат сирпĕтнĕ.

Анчах вăл хỹтĕленỹ мерисем çинчен шухăшламан — пĕрле перчетке те, респиратор та, хỹтĕлев тумĕ те пулман унăн. Наркăмăшлă препарата пула хĕрарăмăн вăйĕ чакнă, ăшĕ пăтраннă, ура çинче тăма тата сывлама йывăрланнă. Васкавлă пулăшу машини килсен медиксем тăрăшнипе вăл хăйне çăмăлрах туйма пуçланă.

Инсектицидсемпе наркăмăшлансан малтанхи сехетрех çын йывăррăн сывлама пуçлать, унăн чĕре таппи улшăнать. Ун пек чухне тỹрех медицина пулăшăвĕ кирлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code