Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуçарулăх тивлечĕпе

Пуçарулăх тивлечĕпе

Июлĕн 15-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа Чăваш Республикин юстици ĕçĕсен Патшалăх службин ертỹçи Дмитрий Сержантов Кĕçĕн Таяпари культура çуртĕнче территори пайĕнчи активпа тĕл пулнă.

Вĕсем, вырăнта «Ниме — халăх бюджечĕ» проектпа килĕшỹллĕн пурнăçланакан объектпа паллашнă хыççăн (сăн ỹкерчĕкре), асăннă ыйту тавра калаçнă.

Халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ проект 2017 çултанпа ĕçлет. Пĕтĕмпе çав тапхăртанпа округра 389 проект (298,8 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртнĕ пулсан, çав шутран 2025 çулта — 88,8 млн тенкĕлĕх 109 проект. Кăçал палăртнă ĕçсен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан чылай сахалрах (51) пулин те, объектсем калăпăшĕпе те, пĕлтерĕшĕпе те чылай уйрăлса тăраççĕ. Ялсенче шыв пăрăхĕсене улăштарассине хăюллăнах пуçăнни çавăн çинчен калать те. Ку тĕлĕшпе пăрăхсене Шăмалак, Яманчỹрел, Лаш Таяпа, Тăрăм, Кипеç ялĕсенче пĕтĕмпе 9,46 çухрăм тăршшĕ хывмалла.

Пушар хăрушсăрлăхне тимлĕх уйăрасси те тĕп вырăнта. 2026 çулта пуçласа модульлĕ пушар деповĕсем хăпартассипе çыхăннă проектсем (Аслă Пăла Тимеш, Вăрăмхăва) пур. Курнавăш ялĕнче пушар хуралĕн çуртне юсама палăртнă. Хăш-пĕр территори пайĕнче çывăх вăхăтра пушар резервуарĕсем тума пикенĕç.

«Ниме — халăх бюджечĕ» проект вĕренỹ организацийĕсене те хăйĕн çимĕçĕсене парать. Çак кунсенче Елчĕкри «Солнышко» ача сачĕн территорине (1,2 миллион тенкĕлĕх) брусчаткăсем сарассине вĕçленĕ. Андрей Мисяков уйрăм предприниматель бригади палăртнă ĕçе контрактпа килĕшỹллĕн пăхнă срокра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланине ятарлă комисси те çирĕплетнĕ. Çапла майпа ачасен хăрушсăрлăх ыйтăвне те татса панă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта та хĕрỹ ĕç пырать: кунта çурт çи виттине (5,6 миллион тенкĕлĕх) тĕпрен юсаççĕ.

Ертỹлĕх ял çыннисене пăшăрхантаракан ыйтусем çине те хуравланă.

Малалла вĕсем ЗАГС уйрăмĕнче килĕшỹре пурăнакан, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чыслама хутшăннă. Вĕсен йышĕнче: Аслă Елчĕкри Николай Петровичпа Александра Ивановна Молоствовсем, Çуткỹлĕнчи Виктор Ильичпа Зоя Аркадьевна Степановсем, Çĕнĕ Эйпеçри Геннадий Тимофеевичпа Елена Никитична Тумановсем.

Дмитрий Сержантовпа Леонард Левый уйрăм граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

(Хамăр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code