2024 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕ. Елена 3-мĕш ачипе йывăр çын. Паян-ыран çăмăлланмаллискер аптранă, Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи мăшăрĕ патне смс çырнă май вăл хăйне çăмăлах маррине хыпарлать.

— Лена, тỹсмелле. Эс вĕт çуратса курнă, 2 ачана çут тĕнче парнеленĕ. Хальхинче те йăлт йĕркеллĕ пулĕ, — çапла хуравлать Дима.
Мăшăр телефонпа куллен калаçсах тăрать, калаçма май çук чух — çырăнать.
«Эпĕ тепĕр хут малти позицине куçиччен çуралсан питĕ аван пулмалла. Малти ретре алăра телефон пулмĕ», — çапла ĕмĕтленекен салтак шухăшĕпе, чун-чĕрипе ачисен амăшĕпе пĕрлех пулнă. Ноябрĕн 30-мĕшĕнче Мартемьяновсен çемйи пысăкланать — тĕнчене тепĕр ывăл килет. Ашшĕ-амăшĕ ятне маларахах шыраса хунă.
— Ывăл валли эпир малтан урăх ят тупнăччĕ. Димăн çывăх тусне халалласа ун ятне парăпăр тенĕччĕ. Шел пулин те, ача çуралас умĕн Никита вăрçăра йывăр аманса пурнăçран уйрăлчĕ. Вилнĕ çын ячĕпе хурар мар терĕмĕр, — аса илет Елена Олеговна. — Михаил ят килĕшнĕ май ывăла çак ята хутăмăр.
Лена çăмăллансан Дима ытти тăванĕсемпе пĕрле мĕн тери савăнни каламасăрах паллă.
«Виçĕ ывăл халь пирĕн. Хĕр те çуратăпăр», — çапларах саламланă вăл тин анчах çăмăлланнă мăшăрне. — Çĕнĕ çула киле отпуска таврăнăп — санăн тата аннен çуралнă кунăр тĕлне».

Çутă ĕмĕтсем, телейлĕ туйăмсем, пысăк савăнăç. Елена декабрĕн 31-мĕшĕнче, Димăн амăшĕ Вера аппа январĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Сăмах май, Вера Сергеевна ывăлĕшĕн вăл 2022 çулхи октябрь уйăхĕнче мобилизаци йĕркипе çар ретне тăнăранпах талăкĕпех кĕл тунă тесен те йăнăш пулас çук, çĕрле вăрансан та амăшĕ Дима ятне каласа Турăран уншăн çăмăллăх ыйтнă. Пăянамăшĕпе кинĕ ачисене çавăтса час-часах чиркĕве те çỹренĕ.
«Дима черетлĕ хут малти рете кĕрессе эпĕ пĕлнĕ. Çак шухăш тата ачана çуралсан корнавирус чирĕ лекни мана халсăрлантарчĕ. Ача та халсăрланса кайрĕ, йывăррăн сывлама пуçларĕ. Мишăна, вăйсăрскере, манран уйăрса реанимаци уйрăмне илсе кайрĕç. Декабрĕн 2-мĕшĕнче Дима малти позицине куçнă. Анчах мĕн амакĕ? Декабрĕн 4-мĕшĕнче пĕлĕшсем мана социаллă тетĕлсенче: «Сирĕнпе пĕрле хурланатпăр», — тесе çырма тапратрĕç. Мĕншĕн хурланмалла? Ман чĕре ырă мара сисрĕ пулсан та начарри пирки пуçа шухăш та кĕртмерĕм. Шăп çак кун ача та çăмăлланчĕ, ăна ирпе ман алла пачĕç. Вăл сывлăх тĕлĕшĕнчен лайăхланни хавхалантарчĕ, пурнăç илемлĕрех пулса кайрĕ. Эпĕ кайран анчах пĕлтĕм: Дима вăл вăхăт тĕлне ку тĕнчерен уйрăлса кайнă пулнă ĕнтĕ. Халĕ çапла шутлатăп: ырă вырăна çитсе ачана хал илме пулăшса ячĕ пулинех ашшĕ. Пĕлĕтри ангел ĕнтĕ Дима халĕ пирĕншĕн. Ача вăй илнĕ кун умĕн — декабрĕн 3-мĕшĕнче — Димăпа унăн Виталий юлташĕн пурнăçĕсем дрона пула татăлнă. Вĕсем иккĕшĕ те блиндажра пулнă. Дима вилни пирки декабрĕн 8-мĕшĕччен пуçа шухăш та кĕртмерĕм. Вăл малти ретрен 7-мĕш числора тухмаллине пĕлнĕ май çак кун унăн шăнкăравне нихçанхинчен вăйлă кĕтрĕм. Хам та шăнкăравларăм. Тытмарĕ. Димăн чунĕ сиснĕ-ши каялла тухаймасса? Вăл черетлĕ хут малти рете куçас умĕн мана хăйĕн командирĕн номерне çырса пĕлтернĕччĕ. Çак номерпе те шăнкăравларăм, çыртăм — хуравне кĕтсе илеймерĕм. Çак каç тĕлĕк те куртăм. Дима аманнă, костыльсемпе хăй. «Эс мана кун пек йышăнăн-ши, Лена?» — тет. «Йышăнатăп, паллах, пирĕн иксĕмĕрĕн ачасем пур вĕт, вĕсене иксĕмĕрĕнех ура çине тăратмалла», — тетĕп.
Анчах та тепĕр кун унăн аппăшĕсем хурлăхлă хыпар пĕлтерчĕç. Мăшăр ку тĕнчере урăх çуккине илтсен ман умра çĕр ишĕлсе анчĕ тейĕнех. Пуçра тĕрлĕ шухăш çаврăнчĕ: «Çук, вилме пултарайман эсĕ, Дима. Пирĕн 3 ача. Кĕçĕнни тин анчах çут тĕнчене килчĕ. Эсĕ курса та ĕлкĕреймерĕн вĕт-ха ăна. Мĕнле пурăнмалла ман сансăр, ачасене епле ура çине тăратмалла?»
Пурнăçри çывăх юлташа, мăшăра, ырă та хаклă çынна çухатма çав тери йывăр пулчĕ мана. Эпир унпа вăл вăрçăра пулсан та яланах малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ, хирĕç тăру пĕтсен, вăл тăван тăрăха ырă-сывă таврăнсан пĕрлехи телейлĕ пурнăçа малалла тăсма ĕмĕтленнĕ…
Димăпа Лена тантăшĕ урлă паллашнă. Пăва районĕнчи Тутиел ялĕнче çуралса ỹснĕ хитре пикене Элекçей Тимеш каччи пĕрре курсах кăмăлланă. Хĕр те сăпайлă та ырă йĕкĕт çине юратуллă куçпа пăхнă. 2 çул туслă çỹренĕ хыççăн çамрăксем пĕрлешсе çемье çавăрнă. Иккĕшĕ те вĕсем йышлă çемьере çуралса ỹснĕ. Ленăн ашшĕ-амăшĕ — Олег Николаевичпа Татьяна Вячеславовна — 2 хĕрпе 2 ывăла кун çути парнеленĕ. Димăн ашшĕ-амăшĕ Петр Дмитриевичпа Вера Сергеевна вара 4 хĕр те 1 ывăл çуратса ỹстернĕ. Лена çемьене 2-мĕш ача пулса килнĕ, Дима чи кĕçĕнни пулнă.
Çамрăк кине Мартемьяновсем ăшшăн йышăннă. Пăянамăшĕпе пăятамăшĕ тăван хĕрĕ вырăнне, Димăн 4 аппăшĕ йăмăкĕ вырăнне хурса хакланă. Шел пулин те, Петр Дмитриевич 2020 çулта пурнăçран уйрăлнă.
Алексей, Илья, Михаил. Юмахри пек 3 ывăл Мартемьяновсен. Пĕтĕм çемйипе вĕсене ура çине тăратас, тивĕçлĕ воспитани парас тесе тăрăшать ратне. Вера Сергеевна тата Надя, Таня, Оля, Ирина хĕрĕсем май çитнĕ таран пулăшма ăнтăлаççĕ Ленăна. Шкула е ача садне леçмелле, аппăшĕсем яланах пулăшу аллине тăсаççĕ. Аслă ывăлне стипенди пани те кăшт пулăш çемье бюджетне.
— Атте унта халех каясшăн марччĕ, пурăнасшăнччĕ вĕт-ха, анне? — аслă ачисем çапла калани амăшĕн чĕрине ыраттарать.
Тỹсет хĕрарăм. Хурланнине тĕпренчĕкĕсене кăтартасшăн мар.
— Тĕлĕкре час-час куратăп мăшăра. Яланах ыттисемшĕн, тус-юлташĕсемшĕн пăшăрханатчĕ пурăннă чух та. Халĕ те çаплах. «Пире илсе тухрĕç, тусăма халĕ те илсе тухаймарĕç вĕт-ха ют вырăнтан» — тет вăл.
Дима 1994 çулта çуралнă, Элекçей Тимешри тĕп, Елчĕкри вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Вăтам шкула 2008 çулта пĕтернĕ хыççăн вăл Шупашкарти строительнăй техникумра вĕренсе строитель специальноçне алла илнĕ. 2009-2010 çулсенче Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче çар службинче тăнă. Çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн тăван ялне таврăннă, çемье çавăрнă, тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Дмитрий Мартемьянов ачаранах яваплăх туйăмĕ пысăк пулнипе палăрнă, шкул çулĕсенче автотехникăпа, моделированипе кăсăкланнă, спортпа туслă пулнă. Çăмăл атлетика енĕпе иртекен ăмăртусене хастар хутшăннă, час-часах малти вырăнсене йышăннă. Тăванĕсем, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе вĕрентекенсем, çарти тусĕсем ăна ырă кăмăлĕшĕн, сăпайлăхĕшĕн, пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитерме пултарнишĕн хисепленĕ. Кирек ăçта та вăл хăйне лайăх енчен анчах кăтартнă — тăрăшуллă та ĕçчен, тирпейлĕ пулнипе палăрнă. Амăшĕшĕн, мăшăрĕпе ачисемшĕн чăннипех те пысăк тĕрек пулнă. 2022 çулхи юпа уйăхĕнче мобилизаци йĕркипе çар ретне тăма ят тухсан пĕр иккĕленмесĕр Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма кăмăл тунă арçын… Элекçей Тимеш арĕн пурнăçĕ Запорожье облаçĕнче çар тивĕçне пурнăçласа 34 çултах татăлнă. Димăн ырă та çутă сăнарĕ çемйин анчах мар, халăх асĕнче ĕмĕрех упранĕ. Тăван çĕршывăн патриочĕ çар тивĕçне пурнăçланă чухнехи паттăрлăхпа хăюлăхшăн Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн Указĕпе Жуков медальне, штурм вăхăтĕнчи хăюлăхшăн «Крест штурмовой» паллăна тивĕçнĕ.
Çăмăл мар пулсан та салтак мăшăрĕ хуйха пусарма тăрăшать. «Халĕ манăн ачасене икĕ çыншăн пăхмалла, упрамалла, вĕсене ура çине тăратассишĕн пурнăçа юратмалла, вăй-халлă пулмалла», — тет Елена Мартемьянова.
Турă упраса пытăрах çемьене.
Елена ПЕТРОВА.

