Округ администрацийĕн ларусен залĕнче пулас çĕнĕ энциклопеди ыйтăвĕпе черетлĕ канашлу иртнĕ.
Тĕл пулăва ертсе пынă округ пуçлăхĕ Леонард Левый малтанах материалсем пухма хутшăннисене пысăк та пархатарлă ĕçшĕн тав тунă, çав вăхăтрах август уйăхĕн вĕçне ку тапхăра вĕçлессине палăртнă. Малалла пухăннă пĕтĕм информацие редакцилесси пулĕ.
Аса илтеретпĕр: пулас энциклопедине 2027 çулхи сентябрь уйăхĕччен, районăн 100 çулхи юбилейĕччен, кăларма тĕллев лартнă.

