Çу вĕçленет. Чечексем кушăхаççĕ.
Лартăм салхуллăн садри сак çине.
Ура айĕнче çулçăсем калаçаççĕ,
Эп итлетĕп вĕсен сăмахне:
«Нумай та пулмасть эпир симĕсленнĕ
Шăрăх кунсен ăшшипе савăнса,
Ак часах кĕрхи кун сивĕсем илсе килĕ,
Ырă кунсем вара юлĕç хыçа.
Хĕлле пире сивĕпе ан хăраттăр —
Телейлĕ эпир паянхи ăшăпа.
Пурнăç вĕçне ытларах-çке хаклатпăр
Йăпанса юлашки самантпа.
Йывăçсем ылтăнпа, калăн, сăрланнă,
Юлашки хут çиçеç чечексем.
Вăрман хыçĕнче, мухтавлă ăсатнăн,
Ывăтать хĕвел анăç хĕлхем.
Хĕл шартлама сиввисем иртсе кайĕç,
Юрсем выртмĕç ялан шуралса.
Вăранĕ тĕнче… пире вăратаймĕç
Çурхи ăшă çилсем лăпкаса.
Тем мар, сивĕ хĕл пире ытамлатăр
Çут хĕвел ăшшинчен уйăрса.
Телейлĕ эпир — хĕвелпе ăшăнатпăр
Юлашки майсемпе ыр курса.
Ан васкат-ха, вилĕм!
Парнеле тепĕр кун киленме…
…Тен çак вăхăтра ахăр çил хăвачĕ
Вĕрсе антарĕ пире çĕр çине.
Çăка айĕнче выртатпăр сап-саррăн…
Пирĕншĕн эс чунтан хумханан.
Анчах та кайран, сакран уйрăлсассăн
Пире урупа ним шелсĕр таптан».
Владислав ПИНЕР.

