Юрламасть сар кайăк,
Авăтмасть куккук.
Чунăмра ман тунсăх,
Савăнăç тек çук.
Хăвăрт шуса иртрĕç,
Яшлăхри кунсем.
Ас илỹ хăварчĕç,
Ытарми кунсем.
Тĕл пулу шыратпăр,
Хамăр туссемпе.
Шăнкăрав яратпăр
Пĕлĕш-тĕрĕше.
Сассине илтсессĕн
Хĕпĕртет ман чун.
«Вăл тек çук», — тесессĕн
Тĕксĕмленчĕ кун.
Çухалса пыратпăр
Çĕр çинчен куллен.
Малалла утатпăр
Пур пĕрех хуллен.
Зинаида ПОРТНОВА.

