Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аваллăх «вăранать»

Аваллăх «вăранать»

Федераци пĕлтерĕшлĕ палăка — 10-14-мĕш ĕмĕрсенчи Таяпа хулашне археологсем пĕр çул мар тĕпченĕ, тĕпчеççĕ те.

Кăçалхи сентябрĕн ăшă кунĕсенче Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăсчахĕсем пирĕн округри тепĕр объектра шырав ĕçĕсем йĕркеленĕ. Вырăнĕ — Патреккел ялĕ çывăхĕнчи Кĕçĕн Пăла юхан шывĕнчен 400 метр çурçĕрелле, Хĕрлĕ çырмапа юнашар. 13-15-мĕш ĕмĕрсенче çырман пĕр енче 15 гектар лаптăк çинче пăлхар ялĕ вырнаçни, тепĕр енче — масар, унта арабографи çырăвĕллĕ вил тăпри чулĕсем пулни паллă.

1927 çулта асăннă вырăна П.П.Ефименко археолог тĕпченĕ, тăмран тунă çаврака савăт-сапа ванчăкĕсене тупнă. Мăсăльмансен масарĕ пулнине çирĕплетнĕ. 1950-1980 çулсенче чăвашсен паллă археологĕ В.Ф.Каховский ку вырăн пирки хăйĕн статйисенче çырса кăтартнă. Вăл экспедици тапхăрĕнче керамика ванчăкĕсем, кĕнчеле, тимĕр çурласем, пуртăсем, чĕр чунсен шăммисене тупнă.

2024 çулхи июлĕн 2-3-мĕшĕсенче институт ĕçченĕсем унта разведка ĕçĕсем йĕркеленĕ май пĕр шухăш патне килсе тухнă: тĕпчевсем ирттермеллех.

Е.П.Михайлов, Н.С.Мясников, Л.В.Сивова археологсем кăçалхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче ĕçе пикеннĕ. Тăпрара «чакаланма» хăнăхнă ĕнтĕ вĕсем. Ăна васкамасăр сийĕн-сийĕн сиреççĕ, черчен япаласене амантас пулмасть. Акă, вил тăпри тĕпнех çитрĕç. Пытарăва мăсăльмансен йăлине пăхăнса йĕркелени паллă. Вилнĕ çынна çĕр çине вырттарнă, пуçне кăнтăралла пăхтарнă, аллисене хуçлатнă. Ỹт-пĕвне пир пусмапа çавăрни паллă.

Малалла ученăйсем генетика анализĕ тăвĕç.

Петр КИРИЛЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code