Кавал ялĕнчи ятарлă çар операцине хутшăнакан Станислав Мазюкин вăтам пỹ-силлĕ, типшĕм сăн-питлĕ каччă.


Çапах асăннă паллăсем унăн кулленхи пурнăçĕнче пачах хирĕçле витĕмпе çирĕпленнĕ. Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулĕн 9 класне пĕтерсен Стас Çĕнĕ Шупашкарти технологи тата управлени академине вĕренме кĕрет. «Пушар хăрушсăрлăхĕ» специальноçа алла илме тĕв тытнăскере, ун чухне ăна физкультурăпа экзамен тытассинчен вуçех хăтараççĕ — турник çинче 15 хутчен туртăннăран. 35 абитуриентран унпа никам та танлашайман. Ку кăна та мар. «Кунашкалли пирĕн вĕренỹ заведенийĕн историйĕнче пулманччĕ-ха», — преподавательсен пĕтĕмлетĕвĕ ку.
«Типшĕм» çамрăкăн вăй-халлăхĕпе пĕрле патриотлăхĕ те пĕр тĕвĕре. Академире вĕренсе диплом илесси сакăр уйăх юлсан 18-ти йĕкĕт çар комиссариатĕнче çара кайма повестка пама ыйтать (халĕ онлайн мелĕпе вĕренет. — ред.).
Ĕнтĕ вăл Тольяттири Суворов, Жуков, Кутузов орденлĕ, Хĕрлĕ ялавлă 3-мĕш уйрăм гварди бригадин спецназĕнче. Чăваш ачин маттурлăхĕ çакăнта та курăнать: присяга тытичченех гварди сержанчĕ звани панă ăна, парашютпа 13 (!) хутчен сикнĕ, пĕр уйăх çитсенех Раççей Оборона министерствипе контракт çырнă.
Шкулта «4» тата «5» паллăсемпе вĕреннĕ вăл. Физкультурăна уйрăмах килĕштернĕ. Йăрăскере хăпăл-хапăл пỹрт тăррине е вăрăм шăчă çине хăпарса каясси те ним те мар пулнă. Хăраманлăх халĕ йывăрлăхсене çĕнтерме те пулăшать-тĕр çав.
Службăн çирĕм кунĕ хыçа юлсан амăшĕнчен çурални çинчен калакан свидетельствине ыйтса шăнкăравланă вăл. Документ мĕншĕн кирлине вара темиçе хутчен ыйтсан та каламан. «Кирлĕ», — çавă çеç.
Ывăлĕ сроклă службăна тăрсан ашшĕ, Степан Васильевич, мăшăрне çапла пĕлтерет: «Стас контракт çырас пулсан — эпĕ те юлмастăп».
Тольяттири пĕр уйăхлăх хатĕрленỹ хыççăн çамрăк салтаксене 2024 çулхи декабрь уйăхĕнче командировкăна яраççĕ. Вăрçă пыракан Донецк тăрăхне. Унти вĕренỹ те вăтăр кунпа танлашать.
Акă, 2025 çулхи январĕн 30-мĕшĕ. Çак кун ывăлĕ Тольяттирен, ашшĕ Кавал ялĕнчен СВОна тухса каяççĕ. Калаçса татăлнă, тейĕн. Унтанпа пĕр-пĕрне курман вĕсем, пĕр направленинче пулсан та. Телефонпа çыхăнса тăни çеç. Отпуск та пĕр вăхăта лекмест. (Сăмах май, Степан тетĕшĕ, Алексей, Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрăва хутшăннă).
Çĕршыв хỹтĕлевçисен амăшĕ тата мăшăрĕ, Людмила Владимировна, Шупашкарти пĕр ача садĕнче воспитатель пулăшуçи пулса ĕçлет. Хулара тĕпленнĕ халь. Иккĕмĕш ывăлĕ, Вадим, автомеханика, Милана хĕрĕ 1-мĕш класра вĕренеççĕ. 2016-2024 çулсенче Кавалти культура çурчĕн ертỹçинче ĕçленĕскер, мобилизаци тапхăрне вăл çапла аса илет:
— Территори пайĕн администрацийĕн хушăвĕпе манăн СВОна кайма çамрăксене повестка парса тухма тиврĕ. Унтан йывăр ĕç пулман пурнăçра. Епле ылханатчĕç мана: «Хăвăн ывăлна яр!», — тетчĕç. Эпĕ мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши? Кайран, никам курман чух, макăраттăм вара. Халĕ çемьерен иккĕн танах çапăçаççĕ ав…
Станислав Мазюкин — отделени командирĕ, разведчик. Канлĕх мĕнĕ çук. Çар ĕçĕн тĕрлĕ вăрттăнлăхне алла илмелле, хăйне пăхăнса тăракансене вĕрентмелле. Спецназовецсене требовани пушшех çирĕп — кашни кун спортпа çыхăннă нормативсене те çирĕплетес пулать.
«Халĕ дронсен вăрçи» теççĕ те, разведка пур пĕр хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Кĕçĕн командир чылай чухне задание хăй ертсе каять. Шырав-тĕпчев тапхăрĕнче тăшманпа çыхăннă пĕтĕм информацие штаба пĕлтерет — подразделенисен малаллахи планĕ вĕсен кăтартăвĕсенчен нумай килет. Çавăн пекех аманнисемпе вилнисене илсе тухасси те вĕсен ушкăнĕ çинче. 5-6 çухрăмран каялла тухасси йывăрлăхпа кăна мар, пысăк хăрушлăхпа çыхăнни те паллă.
Пĕринче рейда тухсан Станислав хул пуççирен аманать. Госпитальте пĕр уйăх сипленнĕ хыççăн — каллех строя. Черетлĕ заданире вара тепĕр енчи хул пуççирен тата ураран сусăрланать. Осколоксем шăмма лекмен, апла тăк госпиталь пирки сăмах та çук. Хăвна ху укол тăватăн, бинтпа çыхатăн — пулчĕ те.
Разведкăри пĕр тапхăра гварди сержанчĕ уйрăмах манаймасть, «иккĕмĕш çуралнă кун» тет ун пирки.
Çав задание кайсан тăшман вĕсен каяллахи çулне пỹлсе хурать. Тĕтреллĕ çанталăк пулсан та çăлăнăçчĕ, вăл куна кĕтсе илеймен. Хăйсен командирĕпе икĕ уйăхран çеç çыхăнăва тухайнă, килтисемпе — 5 уйăхран.
— Пĕтĕм канăçа çухатнă эпир, — вăл пулăма халĕ те куççульпе куç умне кăларать амăшĕ. — Ывăлăм та, унăн командирĕ те тытмаççĕ телефонĕсене, нимĕнле сигнал та çук. Пĕринче вара офицерĕ: «Йĕркеллех», — терĕ. «Манăн ача сассине илтес килет, хăйĕнпе калаçтарăр», — тетĕп. Темиçе кунтан вăл Стаспа раципе калаçнине ярса пачĕ: «Эпĕ сывă. Пурне те юрататăп». Мартăн 8-мĕшĕччĕ ун чух.
Пилĕк уйăх — нуша тамăкĕнче. Дронсемпе вĕсем патне ĕçме-çиме ăсатаççĕ, анчах нацистсем кашнинчех çапса антарнă. Путвалта тăнăран çурт тăрринчи ирĕлсе анакан юр шывне ĕçсе тăнă. Шурлăхрине те тиркемен. Разведчик тивĕçне вара кунта та пурнăçланă вĕсем.
Вăхăт иртнĕ май тинех тĕтреллĕ куна кĕтсе илнĕ!
«Чуваш» хушма ятлă хỹтĕлевçĕн хăюлăхĕпе паттăрлăхне, ертсе пырас ăсталăхне тĕслĕх вырăнне хунине аслă офицерсен докладĕнчен пĕлме пулать: «…20.10.2025 г. в 9.00 было принято решение о начале движения РД «Чуваш». По команде командира отделения был открыт огонь из минометов по вскрытым огневым точкам ВСУ. Применены ФПВ дроны. Воздушная разведка подтвердила уничтожение ближайшей огневой точки. Командир группы отдал приказ на движение двойки разведчиков. Огонь огневых средств перенесен на следующие огневые точки. Разведывательный дозор начал движение по выбранному маршруту. В ходе движения дозор был обстрелян противником. Однако, огонь был издалека и неприцельным. В 10.47 РД «Чуваш» успешно добрался в указанный район, оборудовал НП и приступил к выполнению боевой задачи…»
Уйăх каялла 21 çул тултарнă çар çынни кăткăс лару-тăрура тивĕçлĕ йышăну тума пултарни вăл халех опытлисен шутне кĕни çинчен калать. Пуçаруллă, çирĕп кăмăллă, ырă тĕслĕхлĕ пулнăран подразделенире аслă офицерсем таранччен хисеплеççĕ те ăна. Ентеше наградисем тăрăх та хаклама майлă: IV степень Георгий хĕресĕ, Жуков (2025), «Красноармейска, Димитрова ирĕке кăларнăшăн», «Çапăçури паттăрлăхшăн» (2026) медальсем, «Штурмланăшăн» палăрту знакĕ. Асăннă паллăна пурте тивĕçеймеççĕ те.
Николай МАЛЫШКИН.
Кавал ялĕ.

