Пятница, 16 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Прививка тума вăхăт

Прививка тума вăхăт

Кашни çулах çанталăк сивĕтсен гриппа, шăннипе пулакан ытти чирпе аптракансен йышĕ ỹсет. Шел те, çынсем час-часах сывлăхĕпе тимлĕ мар, чир хăй тĕллĕнех иртессе шанаççĕ. Анчах сипленмесен чир шала кайма пултарать.

Сăмах паян грипп пирки пулĕ. Вăл — вирус пуçаракан çивĕч инфекци чирĕ. Вирус ялан улшăнса тăнипе палăрать, çавăнпа кашни çулах унăн çĕнĕ енĕпе тĕл пулатпăр.

Чиртен упранмалли чи лайăх меслет — профилактика. Витĕмлĕ хỹтлĕх мелĕсенчен пĕри — вакцинаци. Унри вирус организма грипп вирусне сарăлма тата клеткăсене сиенлеме чăрмантаракан антителасем туса кăларма хистет. Ку чире асăрхаттарма пулăшать, çапах та ерсен грипп çăмăлраххăн тата ытлашши кăтăкăсланмасăр иртет.

Эпидеми тапхăрĕ, тĕпрен илсен, кăçалхи декабрь вĕçĕ, çитес çулăн январь уйăхĕсенче лекни паллă. Çавăнпа вакцинацие кĕркунне пуçламăшĕнче тата варринче ирттерни вырăнлă. Эпидеми пуçлансан тунă прививкăн витĕмĕ пачах çук пулма пултарать. Вакцинаци ыйтăвĕпе участок тухтăрĕ патне каймалла. Кирлĕ пулсан тухтăрсене привика тума ĕç коллективĕсене те чĕнсе илме пулать. Çакă вăхăта та перекетлет, меллĕ те. Грипп сывлăхĕ çирĕп çынсене те шеллесе тăмасть. Çапах та ку тĕлĕшпе ватă çынсем, вăрах чирсемпе (астма, диабет, чĕре чирĕсем) аптракансем, ача кĕтекен хĕрарăмсем, пĕчĕк ачасем уйрăмах пысăк хăрушлăхра пулнине шута илсе чи малтан вĕсене тимлĕх уйăраççĕ.

Хăвăра, çемйĕре грипп тапхăрĕ вăхăтĕнче упрамалли ытти мел те пур. Чирленĕ çынпа хутшăнасран асăрханмалла. Май килмест пулсан сăмса-çăвара медицина маскипе хупласан аван. Пỹлĕмсене тăтăшрах уçăлтармалла, урай çумалла, тусана нỹрĕ татăкпа шăлмалла.

Иммунитета çирĕплетме поливитаминсем, аскорбин йỹçекĕ ĕçмелле. Рациона С витаминлă çимĕçсем — апельсин, йỹçĕтнĕ купăста, киви, шур çырли, лимон, мандарин, грейпфрут — кĕртмелле. Профилактика тĕллевĕпе апата кашни кун пĕр-икĕ шăл ыхра хушсан лайăх.

Чи кирли — организма çулталăк тăршшĕпех çирĕплетмелле. Çак ĕçе пуçăнма нихăçан та кая мар. Ку меслет организма грипп вирусĕ лекесрен чи вăйлă хỹтĕлекеннисенчен пĕри шутланать.

С.ПЕТРЯНКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code