теннис енĕпе округра çулталăкра пĕр ăмăрту иртет. Николай Викторович Петрова асăнса йĕркеленет вăл.
Турнира 11 ушкăнра йĕркеленĕ май, командăсен йышĕнче Кĕçĕн Таяпа территори пайĕ çĕнтернĕ. Елчĕксемпе Курнавăшсем — призерсем. Чи çамрăк вылякан — 9 çулти Кирилл Гаврушов, чи асли — 82-ри Петр Козлов. Теннис вăййин аксакалĕ хăйĕнчен чылай кĕçĕнрех спортсменсемпе тупăшса 2-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарнă. Иккĕшне те вĕсене ятарлă парнесемпе чысланă.

