Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăмакасене юсавлă тытăр

Кăмакасене юсавлă тытăр

Кил-çуртра пушар тухни — калама çук пысăк инкек. Вăрă хăйне кирлине анчах илет пулсан, пушар ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха самантрах кĕле çавăрать.

Пушарсем чылай чухне граждансем кăмака хутнă чух асăрханусăр тата кăмакасем юсавсăр пулнипе пулаççĕ. Сăлтавĕсем кăмакасене тата тĕтĕм çулĕсене тĕрĕс мар купаланинче е вырнаçтарнинче, вăхăт иртнĕ май кирпĕчсем пусăрăннăран е тĕрлĕ енне куçнăран, тăм тĕпреннĕрен пулнă шăтăксенчен вут-çулăм тухнинче. Юлашки вăхăтра кăмакаран тухакан тĕтĕм валли асбестоцемент мăр-йисемпе усă курма пуçларăмăр. Чылай чух вĕрине тÿсеймесĕр çак мăрьен строительство хутăшĕ тĕпренсе пĕтет, çавна пула çулăм çывăхри конструкцисене хыпса илме пултарать.

Пушар тĕрĕс вырнаçтарнă кăмакаран та тухма пултарать. Вутта бензин е керосин, ытти хăвăрт тивсе илекен хатĕрсемпе усă курса тивертме пачах юрамасть. Кăмакана хутса ярсан ăна асăрхасах тăмаллине, çул çитмен ачасене кăмака хутма ирĕк пама юраманнине асрах тытар. Кăмака умне кăвар ÿкменрен 0,5х0,7 метр çунман материал вырнаçтарни, çывăха тумтир, çунакан ытти хатĕр çакса хурасран, сĕтел-пукан вырнаçтарасран асăрханни те инкекрен упрать. Хутас умĕн кăмакана тĕплĕн тĕрĕслемелле, юсавсăр пулсан юсамалла, тĕтĕм çулĕсене тасатмалла. Мăрьене тата стенасене шуратни тĕтĕм тухакан вырăнсене палăртма пулăшать. Мăрье çумне çулçă, пăчкă кĕрпи, çулăм тивсе илме пултаракан ытти япала хурар мар.

Пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнни инкекрен упрать.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code