Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Трактор» операци пуçланнă

«Трактор» операци пуçланнă

Чăваш Республикинчи Гостехнадзор инспекцийĕпе Шалти ĕçсен министерстви августăн 1-31-мĕшĕсенче «Трактор» операци ирттересси йăлана кĕнĕ.

Техника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне çынсен пурнăçĕпе пурлăх хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшасси, тăван çут çанталăка упрасси, регистраци туман техникăпа усă курассине чарса лартасси тата техосмотр пĕлтерĕшне ÿстересси – профилактика мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ.

«Трактор» операци вăхăтĕнче Гостехнадзорпа ГИБДД сотрудникĕсем усă куракан машинăсен юсавлăхне, вĕсем техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, хуçисене техникăпа çÿреме ирĕк панине, регистраци, эксплуатаци докуменчĕсене тĕрĕслеççĕ. Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене анчах мар, прицепсен юсавлăхне те шута илеççĕ.

Гостехнадзорăн Елчĕк районĕнчи инспекцийĕ тыр-пул пухса кĕртекен комбайнсемпе ытти ял хуçалăх машинисене те пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе тивĕçтересси, механизаторсене техника хăрушсăрлăхĕ тата ĕç сыхлавĕ енĕпе инструктаж парасси, техникăна çÿретме хăрушлăхсăр çул-йĕр йĕркелесе парасси çинчен те аса илтерет.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code