Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 288)

Шывсăр пурнăç-и?

Шыв пур-и? Пур. Унăн пĕлтерĕшне вăл çук чухне çеç туйса илетпĕр. Елчĕк ялĕнче виçĕ кун шыв пулмарĕ. Октябрь урамĕнче пăрăх шăтнă пулнă иккен. Халăх шывлă пулас тесе «Прогресс» хуçалăхăн автопаркне, пусăллă уйрăм çынсем патне, «Радуга» лавкка хыçĕнчи çăл куçа çÿрерĕç. Ку капла-ха. Комсомольская урамĕнчи 12-мĕш çуртри хăш-пĕр хваттерсенче вара ăшă пăрăхĕсем

Подробнее

Инкекрен сыхлар

Кашни çулах çул çинче миллионшар авари пулать. Вĕсенче пиншер ача вилет, суранланать. Аварисем ачасен хăйсен айăпĕпе те сахал мар пулаççĕ: çул çинче е çул айккинче выляççĕ, палăртман вырăнтан каçаççĕ, транспорт хатĕрĕ çине тĕрĕс мар лараççĕ е тухаççĕ. Çакăнта эпир, воспитательсем те, профилактика ĕçне çителĕксĕр йĕркелетпĕр пулĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ те

Подробнее

Ямăт укçана юратсан

Шупашкарти нумай хваттерлĕ çурт управляющине коррупци преступленийĕшĕн айăпланă. Следстви органĕсем пухнă материалсене суд управляющине айăпламашкăн çителĕклĕ тесе хакланă – арçынна УК 204 статйипе /коммерци енĕпе сутăнни/ айăпласа условнăй майпа 2 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăннă, 800 пин тенкĕлĕх штрафланă. Çавăн пекех вăл икĕ çул ертÿçĕ должноçĕсене йышăнаймĕ. Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх, Шупашкарти

Подробнее

Çамрăка айăпланă

Сăмахсемпе Интернет уçлăхĕнче те асăрхануллă пулмалла. Хулара пурăннă çамрăка суд РФ УК 280 статйин 2 пайĕпе /экстремистла ĕçсем пуçарма чĕнни/ айăпласа приговор палăртнă. Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх каччă социаллă сетьри пысăк ушкăнăн администраторĕн правипе усă курнă май обществăшăн хăрушă ĕç тунă – тĕрлĕ халăхăн прависемпе ирĕкне пăснă анчах мар, Интернетпа

Подробнее

Çĕпĕр чирĕнчен сыхланар!

Елчĕк районĕнче иртнĕ çул выльăха усал чир ернĕ, территорие карантина илнĕ тĕслĕх пулман. Африка чуми, уртаракан чир, Çĕпĕр чирĕ, кайăк-кĕшĕк грипĕ тата ытти те Елчĕк тăрăхне чикĕ урлă каçайман. Паянхи куна районти ветспециалистсем хуçалăхсенче Çĕпĕр чирĕнчен сыхлав прививкисем тăваççĕ. Çĕпĕр чирĕ /Сибирская язва/ – выльăх-чĕрлĕхпе çыннăн уйрăмах хăрушă инфекциллĕ чирĕ шутланать.

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Раççей призерĕсем Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Мускавра регбол вăййин Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче пирĕн ентешсем – Александр Лапшин /Элпуç/, Сергей Скворцов /Акчел/, Владимир Петрушкин /Аслă Елчĕк/ та вăй виçнĕ. Çивĕч иртнĕ тĕл пулусенче команда йышĕнче пысăк ăсталăхпа хастарлăх кăтартса вĕсем кĕмĕл медальлĕ пулса тăнă. Çирĕклĕ Шăхальсем çĕнтернĕ Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче

Подробнее

«Хĕрлĕ зонăра» ĕç лăпланмасть

Кирек мĕнле чир-чĕр те çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Юлашки çулсенче ÿпке шыççи пирки ытларах та ытларах калаçнине, ăна пула ентешсем вăхăтсăр çĕре кĕнине илтсенех кирек камăн чун-чĕри те çÿçенсе илет пулĕ. Аслă ÿсĕмрисене кăна мар, çамрăксене те шеллемест хăрушă чир. Кăшăлвирусне пула тем самантра сисмесĕрех ÿпке пневмонийĕ пуçланса каять. Патăрьелĕнчи

Подробнее

Пĕчĕк процентпа

Агропредприятисене цифрăлама тата тавара маркировкăламалли оборудовани туянма, çав ĕçсемпе çыхăннă ытти тĕллеве пурнăçлама çулталăкра 1-5 процент хушса кĕске хушăра тавăрмалли çăмăллăхлă кредит уйăрма йышăннă. Çакăн пирки РФ Ял хуçалăх министерстви ятарлă хушура çирĕплетнĕ. Çулталăкра 5 процент таран хушса тÿлемелли кредита лабораторире тĕпчев ирттерме тăпра илмелли тата уй-хир чиккине палăртмалли ятарлă оборудовани

Подробнее

Район кун-çулĕ упранать

301 çул каялла çак кун 1 Петĕр патша «Тĕп регламент тата устав» указа алă пусса çирĕплетнĕ. Унта патшалăх учрежденийĕсен докуменчĕсене архива упрама памаллине тата архивсен çак документсене шута илсе пымаллине палăртнă. Районта архив ĕçĕ-хĕлĕ 1936 çулта пуçланса кайнă. Майăн 26-мĕшĕнче шăпах 85 çул çитет. Архивра 1928 çултан пуçласа паянхи кунчченхи документсем

Подробнее

Пĕтĕм Раççейри акци

Мартăн 13-мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулта пĕтĕм Раççейри «Ашшĕ-амăшĕн патшалăхăн пĕрлехи экзаменне памалли пĕрлехи кун» акци старт илет. Унта 11 класран вĕренсе тухакансен, çавăн пекех районти шкулсенче вĕренекен ытти ашшĕ-амăшĕ те, кăмăлне кура хутшăнма пултараççĕ. Вырăс чĕлхипе иртекен экзаменра шкул пĕтерекенсен ашшĕ-амăшĕн ывăл-хĕрĕпе улшăнма май пур: вĕсем ППЭ мĕнле иртнине хăйсен куçĕсемпе

Подробнее