Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 326)

В Чувашии вакцинироваться от коронавируса смогут все желающие

15 января Глава Чувашии Олег Николаев провел очередное заседание регионального оперативного штаба по предупреждению распространения коронавирусной инфекции. Министр здравоохранения Чувашии Владимир Степанов рассказал, что в республике открылась запись на вакцинацию от коронавируса для всех желающих.   Сделать прививку теперь смогут не только врачи, педагоги, социальные работники и волонтеры, но и все, кто старше 18 лет. Для

Подробнее

Халăх интересĕсене хÿтĕлеççĕ

Прокуратура ĕçченĕн кунне районти прокуратура ĕçченĕсем тулли кăмăлпа, тивĕçлĕ ĕçпе кĕтсе илчĕç. Тĕп вырăнта – гаждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хÿтĕлесси. 2020 çулта  прокуратура работникĕсем саккуна пăснă 1157 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă. Йĕркене пăхăнман тĕслĕхсене пĕтерес тĕллевпе саккуна хирĕçле 151 нормативлă право актне хирĕçленĕ. Граждансен тата патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе

Подробнее

Сумлă награда

Иртнĕ çул Чăваш Ен хăйĕн паллă юбилейне – Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявларĕ. Çавна май ятарлă медальпе республикăри хисеплĕ çынсене чысласси ырă йăлана кĕчĕ. Çĕнĕ çул умĕн район пуçлăхĕ Алина Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕнче, унта пурăнакансене кăмăл-сипет, патриот воспитанийĕ парассинче сулмаклă утăмсем тăвакан

Подробнее

Активлă ялкорсем

Январĕн 13-мĕшĕнче Раççей, ыран республикăра Чăваш пичечĕн кунне паллă тăватпăр. Çак уявсемпе эпир хамăрăн вулакансене, пирĕнпе тачă çыхăну тытакан ялти корреспондентсене, пичет ĕçĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешĕмĕрсене ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр. Эпир, районти журналистсем, кăçал 89 çул тултаракан хаçатăмăрта районăн экономикăпа социаллă пурнăçĕпе, унăн мухтавлă та пултаруллă, сумлă çыннисемпе

Подробнее

Сумлă та пархатарлă кун-çул

Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Ильич Евполов Октябрь Революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Ленин орденĕсен кавалерĕ, тĕрлĕрен медальсемпе Тав хучĕсен шучĕ те çук унăн... Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлă «Слава» колхозăн Çĕнĕ Эйпеç ялĕнчи пĕрремĕш комплекслă бригадине нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Владимир Евполовпа тĕл пулса калаçни иртнĕ ырă вăхăтри

Подробнее

Ăста алăра ĕç вĕçленмест

Хĕллехи сивĕ кунсене уйрăмах кăмăллать Элекçей Тимешри Борис Пятаков ĕç ветеранĕ. Каçхине урамри юпасем çинче çутăсем çутма пуçласан тумланать те хĕл илемĕпе, сывлăшĕпе киленме васкать вăл. Тăван ял урамĕсемпе кăкăр тулли сывласа утать те утать çитмĕлти арçын. Иртнĕ çулсенче ял Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче уйрăмах йăлтăр-ялтăр çутăсемпе илемлĕччĕ, кăçал

Подробнее

Йăнăшсенчен вĕренмелле те

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ 2021 çулхи пĕрремĕш анлă канашлăва пĕтĕмлетÿсемпе çыхăнтарчĕ. Çĕнĕ çула кĕнĕ май иртнине хакласа тишкересси çĕнĕлĕх мар. Районта пĕлтĕр тĕрлĕ проект-программăна ĕçе кĕртнĕ. Лайăххине малашне те тĕпе хурса аталантарса пымалла. Çав вăхăтрах Леонард Левый тунă йăнăшсенчен вĕренмеллине

Подробнее

Çĕнĕ ят

Чăваш Енĕн цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн тивĕçĕсене Кристина Майнина пурнăçлама тытăннă. Кристина Андреевна 1985 çулта Сыктывкар хулинче çуралнă. Сыктывкар патшалăх университетĕнче – «маркетинг», унтан «хушма информатика» специальноçсене алла илнĕ. 2019 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа Коми Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Цифра аталанăвĕн, çыхăну, массăллă коммуникацисемпе реклама управленийĕн ертÿçинче ĕçленĕ.

Подробнее

Чи лайăх медсестра

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви шурă халатлисен ĕç-хĕлне тишкерсе çулсерен тĕрлĕ енлĕ конкурссем йĕркелет. 2020 çула медсестрасене халалланă май Çĕнĕ Пăвари участок больницинчи Полина Миронова медицина сестри /сăн ÿкерчĕкре/ «Ятарлă медицина тата фармаци пĕлĕвĕллĕ чи лайăх специалист» конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Çулталăк вĕçĕнче ăна республикăри медицина сестрисен конференцийĕнче пĕтĕмлетнĕ. Полина Михайловна «Участокри

Подробнее

Вăкăр çулне Юлиана уçнă

ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем кăçалхи пĕрремĕш тĕпренчĕке – Юлиана Астраханцевăна регистрациленĕ. Çĕнĕ Пăвари Геннадипе Анна Астраханцевсен виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ январĕн 2-мĕшĕнче кун çути курнă. Ун хыççăнах районти чи çамрăк гражданинсем – Тимур Ложков /Энтепе/, Богдан Смолин /Аслă Елчĕк/ тата Артем Смирнов /Аслă Пăла Тимеш/ çут тĕнчене килнĕ. Кăçал 21 çын çĕре кĕнĕ. Январьте туй-çăнăхта

Подробнее