Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение (Страница 11)

Сăваплă ĕçре

Кăçал районти медицина ĕçченĕсем хăйсен професси уявне нихçанхинчен анлă паллă турĕç. Елчĕкри культура керменне паян çак сферăра ырми-канми вăй хуракан шурă халатлă тухтăрсемпе сестрасем, тирпейлỹçĕсем, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вун-вун çын пуçтарăнчĕ. Пурте ăшă кулăллă, савăк кăмăллă пулни тỹрех курăнчĕ. Пухăннисем чи малтанах районти тĕп больницăра тĕрлĕ вырăнта вăй

Подробнее

Конкурсра çĕнтернĕ

Кĕçĕн Таяпари фельдшерпа акушер пункчĕ Медицина ĕçченĕн кунне халалланă конкурсăн "Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ" номинацийĕнче çĕнтернĕ. ФАПра заведующи пулса Валентина Головина тăрăшать. Вăл сывлăх сыхлавĕн сферинче 37 çул ĕçлет, çав шутран 15 çул - ертỹçĕре. Валентина Петровна хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлекен ĕçчен, халăха вăл эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та

Подробнее

Асăрханни вырăнлă

Юлашки çулсенче халăх хушшинче халера е халер чирĕ пирки калаçнине илтмен. Анчах та çак амак лекмĕ тесе шантарса калаймăн. Вăл - ерекен чир. Çынсен организмне вибрионпа сиенленнĕ шыв урлă лекме пултарать. Çавăн пекех çумасăр çинĕ улма-çырла та, пахча çимĕç те чире пуçарса яракан çăлкуç пулса тăрас хăрушлăх пур. Тăвар лекнĕ

Подробнее

Профессие чунтан парăннă

Медицина ĕçченĕн профессийĕ обществăра пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Авалхи Грецин паллă философĕ Сократ каланă тăрăх, судья, педагог тата медицина ĕçченĕ хевтине çỹлтен илеççĕ. Енчен те ахаль çын урăх çын пурнăçне çăлать пулсассăн, ăна паттăр пек чыслаççĕ, награда параççĕ. Медицина ĕçченĕшĕн вара çын пурнăçне çăласси кулленхи йывăр ĕç пулса тăрать. Тĕрлĕ шайри

Подробнее

Шăл тухтăрĕсем маттур

Нумаях пулмасть виçĕ хутчен Елчĕкри тĕп больницăри стоматологи уйрăмне каймалла пулчĕ. Уйрăма пырса кĕрсен тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Пациентсене кĕтсе ларма та лайăх. Часах кабинета чĕнсе кĕртеççĕ. Ылтăн алăллă стоматологсем патĕнчен сипленсе тухнине те сисместĕн. Халĕ врачсем патне электронлă майпа çырăнма май пуррипе пушшех меллĕ. Районти шăл тухтăрĕсем пĕринчен тепри пысăк опытлă.

Подробнее

Ыйту-хурав

- Терапевта киле чĕнсен вăл мĕн вăхăт хушшинче килмелле? - 2021 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче йышăннă 323 №-лĕ Федераллă саккунăн 4 статйинче сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă тĕп шухăшсене çирĕплетнĕ. Çав шутра: граждансен сывлăх сыхлавĕнчи прависене тытса пырасси, çак правăсемпе çыхăннă патшалăх гарантийĕсемпе тивĕçтересси, медицина пулăшăвĕ панă чухне пациентсен интересĕсене мала хурасси, медицина пулăшăвĕн

Подробнее

Шупашкара — вертолетпа

"Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре санитари авиацийĕ активлă аталанса пырать. Ятарлă оборудованисемпе тивĕçтернĕ вертолетра вĕçев вăхăтĕнчех пациента реанимаци пулăшăвĕсемпе тивĕçтереççĕ. Çак кунсенче Елчĕке те санитари авиацийĕ çитнĕ. Вăл тĕп больницăн площадкине анса ларнă. Йывăр чирленĕ хĕрарăма вертолетпа республикăри кардиодиспансера илсе кайнă. - Елчĕкпе Шупашкар хушши çывăх мар. Вертолетпа вара 40 минутрах çитме

Подробнее

Ĕмĕре кĕскетес марччĕ

Майăн 31-мĕшĕнче - пирус туртнине хирĕç кĕрешмелли кун. Хальхи çамрăксем сигарета сиенсĕр тесе шутлаççĕ пулĕ. Мăкăрлантараççĕ те мăкăрлантараççĕ ăна. Çăвара кĕрекен никотин тĕтĕмĕ сывлăха хавшатни тахçанах пурне те паллă ĕнтĕ. Пируссем тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕрисем çине "легкий", теприсем çине "мягкий" тесе çырса хураççĕ. Хакĕсем те йỹнĕ мар вĕсен. Кĕсьене çỹхетни пĕрре, сиенĕ вара

Подробнее

Сывлăха хавшатать

Наркотиксемпе иртĕхсе пурăнни нихăçан та ырри патне илсе çитермест. Наркотиксен препарачĕсене тутанса пăхнине вилĕм патне пĕр утăм тунипех танлаштарма пулать. Вĕсемпе туслашса кайсан вара çын хăй ирĕкĕпе йышăннă чир кунран-кун ытларах та ытларах доза ыйтма пуçлать. Сахал дозăпа картне ларман пек туйăнать. Çапла вара, сывлăх - ерипен хавшаса, кĕсьери укçа сахаллансах

Подробнее

Ĕçпе çĕкленнĕ чăваш хĕрĕ

Ача-пăча çулĕсенче, шкулта вĕреннĕ вăхăтра эпир пурнăç çулне суйласа илес пирки ытларах чухне шутламастпăр та. Суйласа илнĕ професси кăмăла кайсан, пĕтĕм пурнăç ĕçĕ пулса тăрсан вара кăмăл çĕкленет. Маргарита Владимировна Фокина (Павлова) суйласа илнĕ ĕç те унăн пурнăç шăпи пулса тăчĕ. - Чирленĕ çынсене сыватасси - питĕ пархатарлă та сăваплă професси,

Подробнее