Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение (Страница 12)

Профессие чунтан парăннă

Медицина ĕçченĕн профессийĕ обществăра пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Авалхи Грецин паллă философĕ Сократ каланă тăрăх, судья, педагог тата медицина ĕçченĕ хевтине çỹлтен илеççĕ. Енчен те ахаль çын урăх çын пурнăçне çăлать пулсассăн, ăна паттăр пек чыслаççĕ, награда параççĕ. Медицина ĕçченĕшĕн вара çын пурнăçне çăласси кулленхи йывăр ĕç пулса тăрать. Тĕрлĕ шайри

Подробнее

Шăл тухтăрĕсем маттур

Нумаях пулмасть виçĕ хутчен Елчĕкри тĕп больницăри стоматологи уйрăмне каймалла пулчĕ. Уйрăма пырса кĕрсен тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Пациентсене кĕтсе ларма та лайăх. Часах кабинета чĕнсе кĕртеççĕ. Ылтăн алăллă стоматологсем патĕнчен сипленсе тухнине те сисместĕн. Халĕ врачсем патне электронлă майпа çырăнма май пуррипе пушшех меллĕ. Районти шăл тухтăрĕсем пĕринчен тепри пысăк опытлă.

Подробнее

Ыйту-хурав

- Терапевта киле чĕнсен вăл мĕн вăхăт хушшинче килмелле? - 2021 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче йышăннă 323 №-лĕ Федераллă саккунăн 4 статйинче сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă тĕп шухăшсене çирĕплетнĕ. Çав шутра: граждансен сывлăх сыхлавĕнчи прависене тытса пырасси, çак правăсемпе çыхăннă патшалăх гарантийĕсемпе тивĕçтересси, медицина пулăшăвĕ панă чухне пациентсен интересĕсене мала хурасси, медицина пулăшăвĕн

Подробнее

Шупашкара — вертолетпа

"Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре санитари авиацийĕ активлă аталанса пырать. Ятарлă оборудованисемпе тивĕçтернĕ вертолетра вĕçев вăхăтĕнчех пациента реанимаци пулăшăвĕсемпе тивĕçтереççĕ. Çак кунсенче Елчĕке те санитари авиацийĕ çитнĕ. Вăл тĕп больницăн площадкине анса ларнă. Йывăр чирленĕ хĕрарăма вертолетпа республикăри кардиодиспансера илсе кайнă. - Елчĕкпе Шупашкар хушши çывăх мар. Вертолетпа вара 40 минутрах çитме

Подробнее

Ĕмĕре кĕскетес марччĕ

Майăн 31-мĕшĕнче - пирус туртнине хирĕç кĕрешмелли кун. Хальхи çамрăксем сигарета сиенсĕр тесе шутлаççĕ пулĕ. Мăкăрлантараççĕ те мăкăрлантараççĕ ăна. Çăвара кĕрекен никотин тĕтĕмĕ сывлăха хавшатни тахçанах пурне те паллă ĕнтĕ. Пируссем тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕрисем çине "легкий", теприсем çине "мягкий" тесе çырса хураççĕ. Хакĕсем те йỹнĕ мар вĕсен. Кĕсьене çỹхетни пĕрре, сиенĕ вара

Подробнее

Сывлăха хавшатать

Наркотиксемпе иртĕхсе пурăнни нихăçан та ырри патне илсе çитермест. Наркотиксен препарачĕсене тутанса пăхнине вилĕм патне пĕр утăм тунипех танлаштарма пулать. Вĕсемпе туслашса кайсан вара çын хăй ирĕкĕпе йышăннă чир кунран-кун ытларах та ытларах доза ыйтма пуçлать. Сахал дозăпа картне ларман пек туйăнать. Çапла вара, сывлăх - ерипен хавшаса, кĕсьери укçа сахаллансах

Подробнее

Ĕçпе çĕкленнĕ чăваш хĕрĕ

Ача-пăча çулĕсенче, шкулта вĕреннĕ вăхăтра эпир пурнăç çулне суйласа илес пирки ытларах чухне шутламастпăр та. Суйласа илнĕ професси кăмăла кайсан, пĕтĕм пурнăç ĕçĕ пулса тăрсан вара кăмăл çĕкленет. Маргарита Владимировна Фокина (Павлова) суйласа илнĕ ĕç те унăн пурнăç шăпи пулса тăчĕ. - Чирленĕ çынсене сыватасси - питĕ пархатарлă та сăваплă професси,

Подробнее

Тухтăр пулма ачаран ĕмĕтленнĕ

Шупашкарти медицина катастрофисен тата васкавлă пулăшун республикăри центрĕ 2018 çултанпа хăйсен ĕçченĕсем хушшинче "Пурнăç йĕрки: васкавлă пулăшăвăн профессионалĕсем" конкурс ирттерет. Унăн кăçалхи çĕнтерỹçи - Светлана Падуева. Васкавлă медицина пулăшăвĕн врачĕ Светлана Падуева Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1991 çулта вăтам шкул пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. 1997

Подробнее

Ăшă сăмах та эмел евĕр

"Тухтăрсем чирлисене эмелпе анчах мар, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ", - больницăра пулнă май çынсем çапла каланине час-час илтме пулать. Елчĕкри терапи уйрăмĕнче тăрăшакан ырă кăмăллă сиплевçĕсем пирки паянхи сăмахăм. Уйрăма Алина Васильева терапевт тухтăр ертсе пырать. Кунта 7 медсестра, 1 аслă сестра, 4 санитарка вăй хураççĕ. Кашниех вĕсем ĕçре пысăк опыт

Подробнее

Асăрханни пĕлтерĕшлĕ

Пурте эпир иммунодефицит вирусĕн чирĕсем пирки илтнĕ ĕнтĕ. Тепĕр чухне ВИЧ/СПИД чирĕсемпе çыхăннă ыйтусем пире пырса тивмеççĕ пек туйăнаççĕ. Чăннипех те çапла-ши çакă? Иммунодефицит вирусĕ Раççей тата ун тулашĕнче чи хăрушă эпидеми шайне çитнĕ. Çавна май халăха ăнлантарса парассине, çак чире тишкерессине сывлăх хуралĕн ĕçченĕсем тĕп вырăна хуратпăр. Мĕн пытармалли, ВИЧ/СПИДпа

Подробнее