Четверг, 15 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение (Страница 29)

Çивĕч куçлă, ăслă пуçлă

Мĕн ĕлĕкренех çапла каланă лайăх куракан тата таврари лару-тăрăва тĕрĕс хаклакан çынна. Шăпах çав каларăша час-часах аса илет Елчĕкри тĕп сыватмăшри куç тухтăрĕ Алевтина Альбертовна Ястребова. Вăл Вăрнар районĕнче йышлă çемьере ÿснĕ. Апппăшĕсем пĕрин хыççăн тепри учитель пулас ĕмĕтпе хулана кайнăран, аллине аттестат илсен, килтисене хăй педагогика институтĕнче вĕренес кăмăллă пулнине

Подробнее

Ĕçне чунтан парăннă

Районти тĕп больницăри инфекци кабинетне юлашки тапхăрта чирлисем йышлăн килме пуçлани палăрмаллах сисĕнчĕ. Коронавирус инфекцийĕ çакланман-ши тесе шикленнĕрен кăштах ÿсĕрме пуçласанах, температура хăпарсанах тухтăрсем патне каятпăр. Инфекци кабинетĕнчи йышăнура çамрăк тухтăрсем улшăнса кăна тăраççĕ. Кашнийĕшĕ пациентсемпе ăшшăн калаçать, тĕплĕ тĕрĕслет. Лариса Шакова медицина сестри вара врач хушнипе кашни пациентран тĕрлĕ

Подробнее

Пĕчĕк çеç микроб пулсан та…

Туберкулез мĕн тери хăрушă пулнине Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци пĕтĕмлетĕвĕсем те аван çирĕплетеççĕ. Тĕнчере çуллен 1 млн çын туберкулез чирĕнчен вилет. Туберкулеза пуçарса яраканĕ – пĕчĕк çеç микроб, ăна микроскопсăр та курма çук. Чире ертме тата аталантарма туберкулезăн пĕр пĕчĕк бактерийĕ те çителĕклĕ. Вăл çыннăн пĕр органне те хĕрхенсе тăмасть.

Подробнее

Чиртен сыхланар

ВИЧ/СПИД чирĕ пирки ĕлĕкхи çынсем илтмен те. Халĕ вара вăл чи хăрушă чирсенчен пĕри шутланса тăрать. Пирĕн районта пĕтĕмпе чирлĕ 50 çынна регистрациленĕ. Вĕсенчен 7-шĕ вилнĕ. Хальхи вăхăтра вара районта ВИЧ-инфекциллĕ 31 çын диспансер учетĕнче тăрать. Вăл йышра ачасем çук. Уйрăмах ВИЧ-инфекциллĕ çынсем Лаш Таяпа, Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль,

Подробнее

Тухтăрсем ĕç вырăнĕсене çитеççĕ

Федерацин «Демографи» наци проекчĕн «Общество сывлăхне çирĕплетесси» проектне пурнăçласа чир-чĕртен сыхланма, вăхăтра сипленме вĕрентес тĕллевпе республикăра предприятисенчи сывлăх кунĕсене ирттереççĕ. Вĕсене ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви тата Хĕрарăмсен союзĕ йĕркелет. Проект тĕллевĕ – сахăр диабечĕпе, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе, онкологипе, ыттипе çыхăннисене профилактикăласси, вĕсен сăлтавĕсене халăха ăнлантарасси. Тухтăрсен пĕр ушкăнĕ «ТехмашХолдинг» компани сотрудникĕсемпе

Подробнее

В марте в Чувашию может поступить 40 тысяч доз вакцины от коронавируса

Об этом сообщил Глава Чувашии Олег Николаев, подводя итоги работы за месяц. В феврале в Чувашию поступило 33 тысячи доз вакцины, хотя предполагалось больше. «Популярность вакцинации растёт с каждым днем. 24 тысячи жителей Чувашии привились от коронавируса, а более 9 тысяч уже двумя компонентами. Мы ожидаем, что разрыв в поставках будет устранен,

Подробнее

«Хĕрлĕ зонăра» ĕç лăпланмасть

Кирек мĕнле чир-чĕр те çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Юлашки çулсенче ÿпке шыççи пирки ытларах та ытларах калаçнине, ăна пула ентешсем вăхăтсăр çĕре кĕнине илтсенех кирек камăн чун-чĕри те çÿçенсе илет пулĕ. Аслă ÿсĕмрисене кăна мар, çамрăксене те шеллемест хăрушă чир. Кăшăлвирусне пула тем самантра сисмесĕрех ÿпке пневмонийĕ пуçланса каять. Патăрьелĕнчи

Подробнее

Вăрăм ĕмĕрлĕ пуласчĕ

Çут тĕнче епле илемлĕ, пурăнас та пурăнас килет, сывлăх çеç пултăр. Çавăнпах телевизорпа тухтăрсем ăнлантарса панине час-часах курма-пăхма тăрăшатăп. Ман пекки нумай иккен, уйрăмах хĕрарăмсем вăрăм ĕмĕрлĕ пуласшăн. Александр Мясников тухтăр каланисем асран тухмаççĕ. Нумаях пулмасть вăл тĕрĕс ÿкме вĕрентрĕ. – Халь хĕлле ура шуса кайсан шăмăсене хуçма пулать, кайран вырăн çинче

Подробнее

Сывлăхшăн тăрăшаççĕ

Хальхи вăхăтра, коронавирус чирĕ алхаснă вăхăтра уйрăмах, аптекăсенчен çын татăлма пĕлмест. Вĕсенчен чылайăшĕ çĕнĕ инфекцирен сипленнĕ чухне усă курма сĕнекен препаратсене, грипп тата ОРВИрен хăтăлма пулăшакан эмелсене туянасшăн. Марина Скворцовăпа Альбина Айметова вара уйрăмах антибиотиксен ушкăнĕнчи тата вируса хирĕçле эмелсене сутнă чухне питех те асăрхануллă пулма тăрăшаççĕ. Вĕсем малтан тухтăр

Подробнее

Чĕр нушаран сывă юлтăм…

Хальччен хаçата çырса курманччĕ. КОВИДпа тертленсе куртăм та – чăтаймарăм. Питĕ асăрхаттарас килет ыттисене те. Пирĕн, ялтисен, хамăра уяма нихăçан та вăхăт çук вĕт. Ялан таçта васкатпăр, ăшталанатпăр. Ĕç-пуç ырана юласран хăратпăр-и? Эпĕ те ытлашши «харсăрлантăм» пулĕ çав. Кил таврашĕнче аппалансах ÿслĕк пуçланчĕ, ÿт температури хайхи 38,5-рен те иртрĕ. Вăй-хал çук, апат

Подробнее