Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 14)

Тĕрĕслевсем пуçланĕç

Мартăн 15-мĕшĕнчен пуçласа майăн 20-мĕшĕччен çĕршыври шкулсенче Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсем (ВПР) иртĕç. Ăна 4-мĕш класра вĕренекенсен - виçĕ, 5-мĕшсен тăватă предметпа çырмалла пулĕ. 6-8 классенче икĕ предметпа (вырăс чĕлхипе математика) пурин те тĕрĕслеве хутшăнмалла, тепĕр икĕ предмета вара - суйламалла. 10-11 классем тĕрĕслев ĕçне мартăн 1-25-мĕшĕсенче ирттерĕç - хăш кунне

Подробнее

Алина — призер

Елчĕкри вăтам шкулти 9 "б" класри Ксения Воробьева, Алина Ильина, Алеся Колсанова тăван ен культурин предмечĕпе шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регион тапхăрне хутшăнма тивĕçнĕ. Тупăшăва хутшăннă 50 вĕренекенрен Алина Ильина призерсен йышне кĕме пултарнă. Ăна тăван чĕлхепе литературăна, тăван ен культурине чылай çул вĕрентекен Надежда Кушманова вĕрентет. Сăн ỹкерчĕкре: Алина хăйĕн

Подробнее

Ăс-хакăл вăййисенче

Шкулсенчи аслă классенче вĕренекенсем тĕрлĕ предмет олимпиадисенче регион шайĕнче те пысăк çитĕнỹсем тунине хăнăхнă ĕнтĕ эпир. Ăслăлăх конкурсĕсенче кĕçĕн классенче пĕлỹ илекенсем те çулсерен тăрăшулăх кăтартаççĕ. Ячĕ кăна урăхла вĕсен - "Ăс-хакăл вăййисем". Кăçал 3-4 классенчи ачасем хушшинче 27-мĕш хут йĕркеленĕ ăс-хакăл вăййисем 6 предметпа иртнĕ. Нихăш çул та пирĕн районти

Подробнее

Кăмăл туртăмне аталантарасчĕ

Юлашки вăхăтра шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентес ыйтăва тĕрлĕрен çавăрттарма – хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕнчен çак предмета хирĕçле шухăшсем те сисĕнме пуçларĕç. Кирек мĕнле наци çынни те хăйĕн тăван чĕлхине вĕренессине тĕпе хурать, пирĕн те çаплах пулмалла. Кунта урăхла шухăш пулма та пултараймасть. Шăкăрин юхса пыракан чĕлхемĕрĕн çÿпçи тарăн та иксĕлми, пин-пин сăмахпа пуянскерĕн,

Подробнее

Хусанкай сăввисене янратнă

Чăваш наци конгресĕн çамрăксен ĕçĕсен «Хастар» комитечĕ регионсем хушшинче иртнĕ, Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Кунта чи пахи – поэтăмăр çырнă сăвăсене илемлĕ вуласси. Онлайн-конкурса 18 çул тултарман ачасем хутшăннă: ача-пăча садне çÿрекенсем, шкулсенче вĕренекенсем. Тăватă ушкăнпа. Сăвă вулакансен пултарулăхне

Подробнее

Татьянăсен кунĕ асра юлĕ

Раççей студенчĕсен кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕренÿре пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă республикăри харсăр студентсене, шкул ачисене – Татьянăсене – савăнăçлă лару-тăрура стипендиат свидетельствине панă. 29 Татьяна йышĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Татьяна Чернова та пур. Пултаруллă вĕренекен шăпах çак кун çут тĕнчене килнĕрен Олег Алексеевич ăна асăнмалăх

Подробнее

«Ирхи апат директорпа»

акци районти шкулсенче çирĕп йăлана кĕнĕ. Çак кунсенче Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ ачисен апатланăвĕпе интересленнĕ. Чи малтанах апат пахалăхĕпе, блюдăсен температура режимĕпе, порцисен виçипе, менюпа килĕшÿллĕн апат хатĕрленипе, апатланмалли залти йĕркелĕхпе кăсăкланнă. – 1-4 классенче вĕренекенсене апат тÿлевсĕр çитереççĕ. Çавăн пекех сахал тупăшлă нумай ачаллă çемьере çитĕнекенсене тÿлевсĕр çитерессине йĕркеленĕ, –

Подробнее

Курнавăшсем çурма финалта

«Россия – страна возможностей» Президент платформин «Флагманы образования. Школа» Пĕтĕм Раççейри ăсталăх конкурсĕн çурма финалĕ Чулхулари Лобачевский ячĕллĕ патшалăх университечĕн Наци тĕпчевĕн площадкинче иртнĕ. Ăмăртура Атăлçи округĕнчи 47 команда хутшăннă. Проекта вĕренÿ тытăмĕн малашлăхри ертÿçисене тупса палăртас тата хатĕрлес тĕллеве тĕпе хурса йĕркеленĕ. Раççейри 36758 педагог унта хутшăнма заявка тăратнă. Конкурс

Подробнее

Юлиана – призер

Республикăра Раççей Федерацийĕн Прокуратурине туса хунăранпа 300 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче олимпиада иртнĕ. Малтанхи тапхăрта регионти 500 ытла вĕренекен Раççей патшалăхĕн, прокуратурин историне уçса парас тĕлĕшпе тест витĕр тухнă. Кунта палăрнисем иккĕмĕш пайĕнче куçăмлă майпа «300 çул – саккунлăх хуралĕнче» эссе çырнă. Юлашки тапхăрĕнче ăслăлăх тĕрĕслевне 27-н кăна хутшăнма

Подробнее

Пĕлĕве олимпиадăра тĕрĕслеççĕ

Шкулта предметсене мĕнле вĕреннине тĕрĕслесе хакламалли тĕп мелсенчен пĕри – Пĕтĕм Раççейри олимпиада. Унта шкул ачисем хăйсен вăй-халне, пĕлĕвне, ăс-хакăлне пур енлĕн кăтартма пултараççĕ. Предмет олимпиадин тĕп тĕллевĕ – çивĕч ăс-тăнлă тата тĕрлĕ енлĕ шухăшлакан чи вăйлă вĕренекенсене тупса палăртасси тата вĕсене малалла аталанма пулăшасси. Ноябрĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 16-мĕшĕччен районта Пĕтĕм

Подробнее