Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 9)

Пулас професси пирки

шутлама та вăхăт теççĕ Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта. Кăçал шкул пĕтерекенсен йышĕнче, тен, хими ăслăлăхне алла илес текен те пулĕ. Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕн представителĕсем профориентаци программипе килĕшỹллĕн усăллă тĕл пулу ирттернине шута илсен. 9-11 классенчи ачасем вĕренỹ заведенийĕ çинчен тулли информаципе пуянланнисĕр пуçне, хăйсене сăнавçă, тĕпчевçĕ ролĕнче

Подробнее

Пĕр-пĕрин ĕçри ăсталăхĕпе паллашрăмăр

Раççейри - Педагог тата наставник, Чăваш Енри - Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче пурнăçламалли тĕллевсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çитменнине, çак ĕçсене йĕркелесе пырасси тỹррĕнех вĕрентекенсем çине пырса тивнине лайăх ăнланатпăр. Çакна асра тытса иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул никĕсĕ çинче пулса иртнĕ биологипе хими, географипе экологи предмечĕсене вĕрентекенсен педагогика ăсталăхĕн фестивальне ирттертĕмĕр.

Подробнее

Паттăр ячĕпе

Елчĕкри вăтам шкулта патриотла ĕçсене анлă çул панă. Кунта тĕрлĕ акцисене активлă хутшăнасси, хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансемпе тĕл пулусем ирттересси, палăксен умне тирпейлĕхре тытса тăрасси тата ытти мероприяти кулленхи хăнăхнă ĕç пулса тăнă. Черетлĕ патриотла утăм астăвăмпа çыхăннă. Эрнекун Çар мухтавĕн кĕтесĕнче çак шкултан вĕренсе тухнă Александр Анатольевич Докторов ячĕпе Герой

Подробнее

Пĕр шкултан — 13 стипендиат

Тĕрлĕ сферăра тăрăшулăхпа тата пултарулăхпа палăракан районти çамрăксем çулсеренех Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçеççĕ. Стипенди яшсемпе хĕрсене хавхаланса вĕренме тата ĕçлеме, тĕрлĕ ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшать. - Кăçал стипендиатсен йышне пирĕн шкулти 13 вĕренекен кĕме пултарчĕ. Яшсемпе хĕрсем тĕрлĕ енлĕ пултаруллă, пĕринчен тепри харсăр: вĕренỹре, спортра малта, вĕсемех олимпиадăсен, тĕрлĕ конкурссен

Подробнее

Нихçанхинчен нумаййăн

Пултаруллă та яваплă, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем - çĕршыв пуласлăхĕ. Ăс-тăнĕпе, çаврăнăçулăхĕпе савăнтаракан маттур яш-кĕрĕмпе хĕр упраç сахал мар Елчĕк тăрăхĕнче. Вĕсем малашлăха çул хывас тĕллевпе мĕн ачаранах малалла ăнтăлаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2023 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче уйрăмах пултаруллă çамрăксене стипендипе хавхалантарма хушăва алă пуснă. Кăçал ăна курăмлă кăтартусем тунă

Подробнее

Медале тивĕçнĕ

Çĕршыв паттăрĕсен кунне халалласа Елчĕкри искусство шкулĕнче хăюлăх урокĕ иртрĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕк шкулĕнчи кадет класĕсенче вĕренекенсем, "Хĕрỹ точкăра" пулнă ветерансем, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен çемйисем хутшăнчĕç. Чи малтанах вĕсем район центрĕнчи тĕп лапамри палăксен умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Хăюлăх урокĕнче Леонард Левый, хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен

Подробнее

«Паттăр пулса çуралмаççĕ — паттăр пулса тăраççĕ»

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта "Паттăр пулса çуралмаççĕ - паттăр пулса тăраççĕ" ятпа тĕлпулу иртрĕ. Калаçăва учительсемпе вĕренекенсем тата çак шкултан вĕренсе тухнă Антон Долгов хутшăнчĕç. Антон Владимирович 2021 çулта Санкт-Петербургри Михайловски çар артиллери академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тỹрех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă. Калаçăвăн тĕп тĕллевĕ

Подробнее

«Хăрушсăр çулсем»

Районти шкулсенче вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри "Хăрушсăр çулсем" онлайн-олимпиадăна хутшăнаççĕ. Ноябрь уйăхĕнче "Учи.ру" платформа çинче иртекенскере 1-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. Олимпиадăна регистраци çак ссылкăпа уçăлать: https:ỸỸdorogi.uchi.ru. Интерактивлă заданисене пурнăçлама 60 минут параççĕ. - Эпир олимпиадăна хаваспах хутшăнтăмăр. Кунти ыйтусем çине тĕрĕс хуравлани пире пурнăçра та пулăшса пырĕ, çул-йĕрĕн правилисене пĕлме май парĕ, -

Подробнее

Пултаруллă хĕр ача

Районти яш-кĕрĕм Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен кунне тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Пĕрисем вĕренỹре, теприсем ĕçре пысăк ỹсĕмсем тăвас тесе малалла талпăнаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн 1999 çулхи августăн 23-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине çирĕплетесси" указĕпе килĕшỹллĕн вĕренỹре палăракан, пĕтĕм тĕнчери, пĕтĕм Раççейри, республикăри турнирсемпе смотрсенче, пултарулăх конкурсĕсенче, предмет олимпиадисенче çĕнтернĕ 25

Подробнее

Ашшĕ патĕнче

Ачасене ĕçе вĕрентессинче ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕ витĕмлĕ вырăн йышăнать. Çĕнĕ Пăва шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсем пĕр класри Данилăн ашшĕн Н.Горшковăн ĕç вырăнĕнче пулнă. Вăл шкулти мастерскойра тăрăшать. Николай Михайлович ачасене столяр ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, инструментсемпе ĕçлесе пăхма ирĕк панă. Вĕренекенсем усăллă тĕл пулупа кăмăллă юлнă. Сăн ỹкерчĕкре: вĕренекенсем Н. Горшковпа тата директорăн воспитани

Подробнее