Пятница, 16 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право (Страница 12)

Йĕркене пăснă

Коррупци тĕслĕхĕсем тупăнсах пыраççĕ. Иртнĕ çул республикăри прокуратура ĕçченĕсем коррупцие хирĕç калакан саккуна пăснă 4 пине яхăн тĕслĕхе тупса палăртнă. Ку йĕркесĕрлĕхе сирес тĕллевпе 1170 представлени çырнă, суда 57 ыйту тăратнă, 847 акта хирĕçленĕ. Саккун хуралçисен витĕмĕпе должноçри 1204 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă, 97-шне административлă майпа айăпланă, 21 тĕслĕх уголовлă

Подробнее

Пÿрне йĕрĕсем тăрăх

Федерацин 1998 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчи 128 номерлĕ «Раççей Федерацийĕнче патшалăх дактилоскопи регистрацине тăрасси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн, Раççей Федерацийĕн гражданĕсем хăйсен ирĕкĕпе дактилоскопи /çынна унăн пÿрнисен йĕрĕсенчен тĕпчесе палăртмалли меслет/ регистрацине тăма пултараççĕ. Чăваш Республикин ШĔМ халăха çапла тума сĕнет те. Чăваш Республикин ШĔМ пĕлтернĕ тăрăх, граждансен хăйсен ирĕкĕпе патшалăх дактилоскопи

Подробнее

Тав хутне тивĕçнĕ

Татьяна Тимофеева районти прокуратурăра тĕп специалист пулса 2018 çултанпа тăрăшать. Ĕçе пĕлсе тата тĕплĕн пурнăçлать вăл. Служба тивĕçне тĕслĕхлĕ туса пынăшăн, саккунлăха çирĕплетес ĕçре пысăк çитĕнÿсемпе палăрнăшăн Татьяна Витальевна Чăваш Республикин Прокурорĕн А.В.Фоминăн Тав хутне тивĕçнĕ. Е.ПЕТРОВА.

Подробнее

Тÿрĕ кăмăллă пул

Взятка парас-илес йăла обществăра тĕл пулсах тăрать. Вĕсене право хуралĕн органĕсем çине-çинех тупса палăртаççĕ. Шупашкарта пурăнакан 44 çулти арçынна шкул директорне взятка панăшăн айăпланă. Ăна Раççей Федерацийĕн уголовнăй кодексĕн 291 статйин 2 пайĕпе /должноçри çынна курăмлă виçепе взятка пани/ айăпланă, 200 пин тенкĕлĕх штрафланă. Пĕр районта вара ПАИ сотрудникне пĕчĕк взятка пама

Подробнее

Халăхпа тачă çыхăнура

Районти полици пайĕ çак кунсенче иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Çавна май полици пайĕн начальникĕнчен Илнур Минигалиевран эпир хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр. 2021 çулта район территорийĕнче 81 преступлени тунине регистрациленĕ, виçĕм çулхипе танлаштарсан вĕсен шучĕ 5 тĕслĕх таран /6,6 процент/ ÿснĕ. Преступленисене тишкерес пулсан, вĕсем çак тĕслĕхсенче ÿсни палăрнă:

Подробнее

«Контактсăр ултав»

Юлашки вăхăтра «контактсăр ултав» текен тĕслĕхсен шучĕ питĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать. Сăмах преступниксем çынсене курăнмасăрах, вĕсемпе тĕл пулмасăрах Интернет урлă, телефонпа шăнкăравласа, банк карттинчен укçа куçарма хистени е вăрлани, çапла майпа халăха улталани пирки пырать. 2021 çулта районта «контактсăр» мелпе улталассипе çыхăннă преступленисем 33,3 процент /6 тĕслĕхрен 8 таран/ ÿснĕ. Информаци

Подробнее

«Хĕрÿ лини» ĕçлет

Январĕн 21-мĕшĕнчен Елчĕк район прокуратуринче нумай хваттерлĕ çуртсене çут çанталăк газĕпе чăрмавсăр тивĕçтерессипе, муниципалитет тата патшалăх пулăшăвĕсене парассипе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслес енĕпе «Хĕрÿ лини» ĕçлет. Енчен те маларах асăннă ыйтусемпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулсан 2-59-05 номерлĕ телефонпа тунтикунран пуçласа эрнекунччен 9-18 сехетсенче шăнкăравлама ыйтатпăр. А.КУДРЯШОВ, район прокурорĕ, юстици советникĕ.

Подробнее

Юлиана – призер

Республикăра Раççей Федерацийĕн Прокуратурине туса хунăранпа 300 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче олимпиада иртнĕ. Малтанхи тапхăрта регионти 500 ытла вĕренекен Раççей патшалăхĕн, прокуратурин историне уçса парас тĕлĕшпе тест витĕр тухнă. Кунта палăрнисем иккĕмĕш пайĕнче куçăмлă майпа «300 çул – саккунлăх хуралĕнче» эссе çырнă. Юлашки тапхăрĕнче ăслăлăх тĕрĕслевне 27-н кăна хутшăнма

Подробнее

Терроризм – хăрушă тăшман

Мĕнле сыхланмалла çак инкекрен? Взрыв хатĕрĕсене террористсем çын йышлă çÿрекен е пурăнакан вырăнсенче хăварма пултараççĕ: транспортра, хваттерсен подъезчĕсенче, автовокзалсен çумĕнче тата ытти те. Вĕсем пакетсенче, сумкăсенче пулма пултараççĕ. Проводсем, сехет евĕр шаккакан е ытти иккĕлентерекен сасăсем халăха сисчĕвлентермелле. Енчен те шанчăксăр хатĕрсем асăрхасан çакăн пирки тÿрех право хуралĕн ĕçченĕсене пĕлтермелле. Террористсем час-часах халăхăн

Подробнее

Професси уявне паллă турĕç

Январĕн 12-мĕшĕнче прокуратура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне – Раççей прокуратурин ĕçченĕн кунне паллă турĕç. Архив докуменчĕсем упранса юлманран Елчĕк район прокуратуринче чи малтанхи çулсенче камсем ĕçлени паллă мар. Пур приказсене тишкерес пулсан 1958 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлас ĕçе И.И.Уткина шанни паллă. 1959 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнчен Г.Ф.Сыкова çирĕплетнĕ. Прокурор

Подробнее