Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право (Страница 5)

Пурнăç телейлĕ пултăр

Наркотике пула вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлса каякансем çулран-çул ỹссе пыни паллă. Апла пулсан та наркăмăшпа туслашма, хăйсен ĕмĕрĕсене кĕскетме тăрăшакансем пур. Минутлăх киленĕçшĕн çамрăксем хăйсен пурнăçне татаççĕ, преступлени çулĕ çине тăраççĕ, ашшĕ-амăшне хуйхăртаççĕ. Инкекрен асăрханас тесе наркомани сиенĕ пирки час-час калаçусем ирттеретпĕр вĕренекенсемпе. Ачасене пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме, çĕршыва юрăхлă

Подробнее

Ултав вăлтине ан çакланăр!

Информаципе телекоммуникаци хатĕрĕсемпе усă курса мошенниксем хăйсен усал шухăшĕсене тăтăшах пурнăçа кĕртеççĕ. Çакна кашниех пĕлет пулин те, вĕсен "вăлтине" çакланакансен йышĕ ỹссех пырать. Кăçалхи 5 уйăхра кăна республикăра ултавçăсемпе çыхăннă 1754 (иртнĕ çул - 1383) преступление регистрациленĕ. Çав шутран "банк тата право органĕсен сотрудникĕ" тесе шăнкăравланисем - 485 (218). Кỹнĕ сиен

Подробнее

Суту-илỹре тимлĕх кирлĕ

Юлашки вăхăтра çынсем Интернет уçлăхĕ урлă тавар туяннă е сутнă чухне улталанни, телефон урлă ют çынсемпе калаçса вĕсене банк карттисен вăрттăн кодне е ытти информацие пĕлтернипе укçи-тенкине çухатни, преступниксенчен асăрханмалли пирки час-час çыратпăр пулсан та, çынсем ют тĕслĕхе ăса илмесĕр çав-çавах улталанаççĕ. Ултавçăсен мелĕсем пирки эпир тăтăшах пĕлтерсе тăратпăр. Банк карточкине

Подробнее

Велосипеда упрар

Çуллахи вăхăтра велосипед çула тухмалли меллĕ транспорт. Çавăнпа та çак тапхăрта велосипед çухалнă тĕслĕхсем йышланаççĕ. Сăлтавĕ хуçисем тимсĕр пулнинче. Велосипедсене час-часах лавкка, кафе, тĕрлĕ предприяти-организаци умне тăратса хăварнă хыççăн час-час тимĕр ут "ураланать". Çавăнпа та йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем халăха тимлĕ пулма, хăйсен пурлăхĕшĕн яваплăха туйма, транспорт хатĕрне никамсăр пăрахса хăварасран асăрханма ыйтаççĕ.

Подробнее

Терроризма хирĕç — вĕрен

УФСБ пресс-службин сотрудникĕсем тĕп хулари пĕр аслă шкул никĕсĕ çинче терроризма хирĕçле вĕренỹ ирттернĕ. Оперативлă штаб хула çыннисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе мĕн тума пултарнине кăтартса панă - "террористла акта чарнă, преступниксене сиенсĕрлетнĕ…". Оперативлă штаб ертỹçи - Раççей ФСБн Чăваш Республикинчи управленийĕн начальникĕ Альберт Савинцев генерал-майор вĕренĕве лайăх хак панă, тĕллевсене тивĕçлĕ

Подробнее

Тытса чарнă

Майăн 15-мĕшĕнче Етĕрне округĕнче М-7 автоçул çинче Nissan Qashкai автомобиле тĕрĕсленĕ вăхăтра багажникре наркотик пуррине тупса палăртнă. Мускавра пурăнакан ют çĕршыв çынни - 24 çулти гражданин республика урлă пĕр килограмм синтетика наркотикĕ турттарса тухма тăни палăрнă.

Подробнее

Депутата тĕрĕслет

Прокуратура хăйĕн тăванĕнчен бюджет укçи-тенки шучĕпе çурт-йĕре тара илнĕ Çĕнĕ Шупашкарти депутата тĕрĕслет. Чăваш Ен прокуратурин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулхи октябрь уйăхĕнче асăннă депутат хăйĕн çывăх хурăнташĕнчен çурт арендăланă май йĕркене пăсни палăрнă.

Подробнее

Суя шăнкăрав

Юлашки вăхăтра "контактсăр ултав" текен тĕслĕхсен шучĕ питĕ пысăк хăвăртлăхпа ỹссе пырать. Сăмах преступниксем çынсене курăнмасăрах, вĕсемпе тĕл пулмасăрах Интернет урлă е телефонпа шăнкăравласа, банк карттинчен укçа куçарма хистени е вăрлани, çапла майпа халăха улталани пирки пырать. Кăçалхи I кварталта округра "контактсăр" мелпе улталассипе çыхăннă преступленисем 33,3 процент ỹснĕ. Вĕсене уçса парасси

Подробнее

Наркоманирен асăрханар

Елчĕкри полици пайĕ наркотик хатĕрĕсен, психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне тупса палăртассипе тата çынсен нуши çинче укçа-тенкĕ тăвакансен çулне пỹлессипе сахал мар ĕç пурнăçлать. Çавна май республикăра анчах мар, районта та "Мăкăнь" операци йĕркелеççĕ. Виçĕ тапхăрпа иртет вăл. Асăннă операцие йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çулсеренех виçĕ тапхăрпа ирттереççĕ, çак хушăра рейдсем, халăх хушшинче

Подробнее

Шухăшлаттармаллах…

Округра Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви çумĕнчи саккуна хирĕçле сăра-эрех сутнине, спирт хутăшĕсемпе наркăмăшланса вилнине чакарассипе ĕçлекен ушкăн пулнă. Асăннă ыйту çивĕччисен шутĕнче. Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче кăна регионти Роспотребнадзор управленийĕ алкоголь продукцийĕпе наркăмăшланнине 155 тĕслĕх тупса палăртнă, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 8,4 процент ỹснĕ. Вĕсенчен 49 çыннăн пурнăçĕ

Подробнее