Суббота, 18 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 119)

Пĕрлĕхре — пирĕн вăй

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ - çĕршывăн чи çамрăк уявĕсенчен пĕри, ăна 2005 çулта паллă тума пуçланă. Пысăкран та пысăк, нумай нациллĕ тата нумай тĕнлĕ çĕршывăмăршăн çак уяв уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вăл пĕтĕмĕшле тĕллевсем тавра чăмăртанмалли халăх пĕрлĕхĕн идейине - çĕр çинчи тăнăçлăха, Тăван çĕршыв ырлăхĕпе чечекленĕвне сăнарлать. Пирĕн халăх тăватçĕр çул каяллах Тăван çĕршывăмăрăн

Подробнее

Ватăлма шутламасть тыл ветеранĕ

1932 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Тăрăм ялĕнче кун çути курнă Анна Егоровна Албутова (Анюк аппа). Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Вĕсем хăйсен 8 ачине йĕркеллĕ пăхса ỹстерес тесе вăй-халне пĕрре те шеллемен. Ялти шкулта пилĕк класс кăна вĕренме тивнĕ хĕр ачан. Вăрçă пуçланни унăн мĕнпур ĕмĕтне çапса хуçнă. Урăх шкула каяйман

Подробнее

Николай Петрова асăнса

Çулсеренех районта Николай Викторович Петрова асăнса сĕтел çи теннисла выляссипе уçă чемпионат иртет. Шăпах иртнĕ кану кунĕсенче çак вăййа юратакансем А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен "Улăп" спорт çуртне пуçтарăннă. Спортсменсене "Улăп" ФОК директорĕ Иван Егоров, Николай Викторовичăн кĕрỹшĕ Дмитрий Савинов (вăл Елчĕк çамрăкĕсен фончĕн представителĕ) тата ыттисем саламланă, Н.Петрова ырăпа аса

Подробнее

Ĕмĕтсем — малаллах

Курнавăш ялĕн хастарĕ Николай Гладков - вырăнти "Нива" агрофирма" ООО директорĕ, пĕр вăхăтрах хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçне те тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма май тупать. Кăçал çанталăк условийĕсене пула çур аки, вырма ĕçĕсем каярахри вăхăта юлнă пулсан та "Нива" агрофирма" ОООри тыр-пул ăстисем 700 гектар çинче акса хăварнă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши

Подробнее

Районта сенатор пулнă

Октябрĕн 24-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн сенаторĕ Николай Владимиров пулнă. Вăл чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулса калаçнă. Унтан ертỹçĕсем Елчĕкри вăтам шкулпа юнашар вырнаçнă стадион-площадкăна çитсе курнă, вăтам шкулти 250 вырăнлăх столовăя хута ярас енĕпе тăрăшакан строительсемпе курнăçнă. "Партнер" ООО строителĕсем объекта кăçалхи май

Подробнее

Чăвашсен Чĕмпĕрти аваллăхĕн ытамĕнче

Чылайранпа кайса курма ĕмĕтленнĕ шухăш-тĕллеве иртнĕ эрнере пурнăçа кĕртрĕмĕр. Яланах çапла çаврăнăçуллă пулмалла та: ĕмĕте нумай вăхăт шухăшра тытса тăмалла мар, çийĕнчех пурнăçлама майне-шывне тупмалла. Юпа уйăхĕ яланхиллех хăйне евĕрлĕ илемлĕ çанталăкпа савăнтарать. Эпир çула тухнă кун сулхăн та ăмăр пулчĕ. Хĕвел хура пĕлĕтсем айне пытаннăччĕ пулин те сивĕ çумăр çуса

Подробнее

Район пурнăçĕ

Алексей Петров - фестивальте Шупашкарта Паллă ентешсен çулталăкне халалланă "Ентешсен çăлтăрлăхĕ" фестиваль иртнĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă опера юрăçисем тата уява йыхравланă Ульяновскри патшалăхăн вĕрсе каламалли оркестр (вĕсен йышĕнче Чăваш Енре çуралнă çамрăк музыкантсем пур) хутшăннă. Халăхсем хушшинчи виççĕмĕш фестивале килнисене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Тав хучĕсем парса чысланă. Вĕсен йышĕнче

Подробнее

Чĕмсĕр чикĕ паттăрĕсене

Паян, октябрĕн 28-мĕшĕнче, Хусан тата Сăр хỹтĕлев чиккисене тăвакансене асăнатпăр. Çак куна паллă тăвасси хỹтĕлев чиккисене 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчен тума пуçланипе çыхăннă. Ку ĕç 1942 çулхи январĕн 21-мĕшĕччен тăсăлнă. ЧР патшалăх истори архивĕнче çакă паллă. 1941 çулхи кĕркунне çĕршыв ертỹлĕхĕ Сăр тата Хусан чиккисен оборона линийĕсем тума йышăннă. Вĕсен пĕтĕмĕшле

Подробнее

Кашни çемьене — вăхăтлă пулăшу

Мобилизациленнисен, хăйсен ирĕкĕпе тата контракт мелĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем валли федераци шайĕнче палăртнă çăмăллăхсемсĕр пуçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çирĕплетнисем те пур. Çак шута ачасене шкулта икĕ хутчен тỹлевсĕр вĕри апат çитерни, садике, хушма вĕрентỹ заведенийĕсене, спорт учрежденийĕсене çỹренĕшĕн тивекен тỹлевсенчен хăтарни, пĕчĕклетнĕ процентлă ипотека, ЧР Пуçлăхĕн

Подробнее

Ялавсенче — истори

Редакцине çак кунсенче Кушкăра пурăнакан Илья Матвеевич Трофимов кĕрсе тухрĕ. Хастар та типтерлĕ ватă хăйĕн архивĕнче упранакан икĕ ялав илсе килнĕ. - Кĕçех Комсомол çуралнă кун çитет. Комсомол юхăмĕ пирĕн вăхăтри яш-хĕрсен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлчĕ. Çамрăклăха хаваслă та усăллă ирттерме, пурнăçра хамăрăн вырăна тупма пулăшрĕ вăл, - аса илет çав çулсене

Подробнее