Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 120)

Чăн-чăн арçын çемье тĕрекĕ…

Атте тенĕ чухне анне яланах юнашар. Ку вăл пурнăç саккунĕ. Юпа уйăхĕ кĕр варри пулнине систерсе куллен çумăр пĕрĕхтерет. Уяр кун пулсанах унпа усă курса ял çынни пахчари юлашки ĕçсене вĕçлеме тăрăшать. Тябуковсен çемйи те кану кунĕнче иртенпех пахчара тăрмашать. Пăралукка хĕрринче пурăннăран ыттисенчен ытларах та харсăрланма тивет вĕсен. Мĕн тесен

Подробнее

Пĕрле, пĕр шухăшлă пулмалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура кун йĕркине малтан кĕртнĕ ыйтусене - ЗАГС пайĕн 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсем тата кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи отчетлă тапхăрта ял тăрăхĕсенче бюджета тултарнин тĕп виçисем çинчен - сỹтсе явма тытăниччен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн

Подробнее

«Хĕрỹ лини» уçăлнă

Раççей Федерацийĕн Следстви комитетĕнче Донецк, Луганск Республикисенчен тата Украинăран куçса килекен беженецсем валли "хĕрỹ лини" ĕçлеме пуçланă. Нумай каналлă телефон линийĕ (8-800-100-12-60) талăкĕпе ĕçлет. Куçса килекен граждансем сасăпа пĕлтернĕ хыççăн 6 цифра çине пусмалла. Следстви комитечĕн Председателĕ А.И.Бастрыкин йышăнăвĕпе йĕркеленнĕ "хĕрỹ лини" беженецсене кирлĕ консультаци илме, тĕрлĕ ыйтусене татса пама тата

Подробнее

Кĕр мăнтăрĕ тăрантарать

Сентябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 9-мĕшĕсенче республикăри хуласемпе район центрĕсенче "Кĕр парни" ярмăрккă ĕçленĕ. Çапла майпа çынсем кăçал иртнĕ çулхипе танлаштарсан 150 тонна продукци ытларах туяннă. Çавна май республикăра 50 суту-илỹ лапамĕ йĕркеленĕ. Пахча çимĕçе, улма-çырлана, аш-какая, сĕт-турăха фермерсем, аграрисем хăйсем сутнă. Кăçал вара суту-илỹ тума уйрăм хушма хуçалăх тытакансем те хутшăннă. Ял

Подробнее

Призывниксене ямĕç

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2022 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчи 691 номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн, ноябрĕн 1-мĕшĕнчен черетлĕ призыв кампанийĕ пуçланать. Призывниксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕн спецопераци ирттерессипе тата уйрăммăн мобилизаци тăвассипе çыхăннă ыйтусем сиксе тухма пултараççĕ. Граждансен шикленĕвне сирсе çакна пĕлтеретĕп: призывăн мероприятийĕсем Украинăра иртекен ятарлă çар операцийĕпе ниепле те çыхăнса тăмаççĕ. Призыв кампанийĕ малтанхи евĕрех

Подробнее

Донецк специалисчĕсене пулăшĕç

Чăваш Ене Донецк тата Торез электротехника завочĕсен специалисчĕсем килнĕ. Вĕсем кунта квалификацие ỹстерĕç тата çĕнĕ продукци хатĕрлеме вĕренĕç. "Донецкри икĕ заводăн специалисчĕсем Шупашкарти электроаппарат заводĕнче 3 эрне пĕлĕвне тарăнлатнă. Çакă вĕсене электротехника хатĕрĕсен производствине вырнаçтарма май парĕ. Çав хатĕрсем ирĕке кăларнă территорисене çĕкленĕ май кирлĕ пулĕç", - тесе палăртнă ЧР промышленность

Подробнее

Салтаксем валли — çăм нуски

Ырă ĕç пархатарлă. Теприн нушине хăйĕнни евĕр ăнланса май çитнĕ таран пулăшма ăнтăлакансем пысăк хисепре. Патреккел ялĕнче пурăнакан Елизавета Доброхотова Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма мобилизациленĕ районти граждансем валли 13 мăшăр çăм нуски пачĕ. - Ку шăматкун çамрăксене ăсатса ярассине пĕлтĕм те, ачасем валли çыхнисене те парса яратăп. Тепре çыхăп-ха. Ман пысăках

Подробнее

Патшалăх пулăшăвĕ

Çĕр çыннине пулăшма тĕрлĕ субсиди уйăраççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене туса илнĕ тата сутнă чухнехи тăкаксене саплаштарма патшалăх пулăшу парать. Кăçал тыр-пул тухăçĕ пысăк. Хуçалăхсем 1 млн тонна яхăн тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан икĕ хут нумайрах. Паллах, тухăç пысăк пулни тырă хакне чакарать. Çакă вара фермерсемпе хуçалăхсен тупăшне пĕчĕклетет.

Подробнее

Паттăрлăх урокĕ паттăр пулма хистетĕр

Вĕренỹ учрежденийĕсенче Паттăрлăх урокĕсем ирттересси йăлара. Халĕ, çĕршывăн мирлĕ пурнăçне, никама пăхăнманлăхне упраса хăварассинче хăрушлăх тухса тăнă тапхăрта, пирĕн тата та вăйлă пулмалла. Кушкă шкулĕнчи педагогсем Тăван çĕршыв темине çĕклесе, тĕрлĕ çулсенче унăн мăнаçлăхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçнă тата çапăçакан хăюллă салтаксене ырă тĕслĕх вырăнне хурса кашни эрнерех политинформаци, класс сехечĕсем ирттереççĕ. Паянхи

Подробнее

«Ылтăн кĕркунне — 2022» курав

Мускав облаçĕнче пулса иртнĕ "Ылтăн кĕркунне - 2022" куравран Чăваш Ен делегацийĕ 51 медальпе, çав шутран 41-шĕ ылтăн, таврăннă. Чăваш Ен РФ Ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев алă пуснă Тав хутне тата медале тивĕçнĕ. Раççей шайĕнче иртнĕ курав туса илнĕ продукцие хаклама çеç мар, тĕрлĕ семинар-канашлăва хутшăнма, ĕçлĕ тĕл пулусем йĕркелеме,

Подробнее