Вторник, 21 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 132)

Финанс пĕлĕвĕсен урокĕсем

1-9-мĕш классенче иртеççĕ. Аса илтеретпĕр, çак вĕренỹ çулĕнчен пуçласа Раççейри шкул программине финанс пĕлĕвĕн урокĕсене кĕртнĕ. Пуçламăш шкулта финанс пĕлĕвĕн пайĕсем "Математика", "Окружающий мир" предмечĕсенче, 5-9 классенче "Обществознани", "Математика" тата "Географи" предмечĕсенче пулаççĕ. Пĕрремĕш класран пуçласа шкул ачисене интернетри хăрушсăрлăх правилисене, çавăн пекех çемьен тупăш пайĕпе тăкакĕсене тишкерме, харпăр хăйĕн финанс планне

Подробнее

Ĕç условине лайăхлатаççĕ

"Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пациентсене пĕрремĕш пулăшу паракан учрежденисене çĕнетсе хăтлăлатасси тĕп задачăсен йышĕнче тăрать. Çак программăна пурнăçланă май районти икĕ врач амбулаторине юсанă. Чи малтанах Патреккелти амбулатори çĕнелсе илемленнĕ. Çак кунсенче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи врач амбулаторийĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Чỹречесене улăштарнă, ăшă тытăмне тĕпрен çĕнетнĕ, йывăç урай вырăнне кафель

Подробнее

Патшалăх пулăшать

Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем патшалăх субсидийĕсене тивĕçеççĕ. Пулăшăва республикăри 49 çын илнĕ ĕнтĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, субсидие хушма хуçалăх тытакан, професси тупăшĕнчен налук тỹлекен илме пултарать. Укçа-тенке ăçта яма пулать-ха? Акă вĕсен тĕп енĕсем: ирĕкре çитĕннĕ пахча çимĕçе сутма (тоннăшăн 2000 тенкĕ);çĕр улми вырнаçтарма (тоннăшăн 3000 тенкĕ);сĕтлĕ ĕне тытма

Подробнее

Инженер та, комбайнер та…

Елчĕк тăрăхĕн тĕп пуянлăхĕ - алла çăкăр илес тесе хуçалăхсен уйĕсенче ырми-канми вăй хуракан пултаруллă ĕçченĕсем. Акционерсен "Прогресс" хупă обществинче тăрăшакан Валерий Куприянов тĕп инженер çураки тата вырма тапхăрĕсенче трактор, комбайн штурвалĕсен умне ларать. 1988 çултанпа вăл çак ĕçсенче. Шаннă тивĕçе яланах тĕплĕн пурнăçланипе палăрса тăрать, пĕрле ĕçлекенсене ырă тĕслĕх кăтартать. 2014

Подробнее

Пулăшу кỹреççĕ

Чăваш Енĕн Украинăна командировкăна каякан ОМОН сотрудникĕсене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу питĕ кирлĕ. Район территорийĕнче ĕçлекен организацисем, предпринимательсем, уйрăм çынсем вĕсен нушине ăнланса вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Черетлĕ пулăшăва хальхинче Ильяпа Леонид Григорьевсем, Вадимпа Артем Черновсем уйăрнă. Чи малтан кирлĕ апат-çимĕç - минераллă шыв, тĕрлĕ напиток, кĕрпе, макарон, тушенка,

Подробнее

Астăвăм урокĕ

Пĕтĕм çĕршывĕпе иртнĕ "Çĕнтерỹ диктантне" çапла хаклас килет. Ăна Елчĕкри вăтам шкулта та çỹллĕ шайра йĕркелерĕç. "Единая Россия" партин патриотла акцийĕ Иккĕмĕш тĕнче вăрçин историне тĕпчес ĕçе çамрăксене явăçтарассипе, вĕсен патриотла туйăмне çăклессипе çыхăннă. Унта хутшăннисене асăннă çыру ĕçĕ мăн асаттесен паттăрлăхĕ çинчен çĕнĕ информаци пĕлме те май парать. Диктант тест майĕпе

Подробнее

Хĕл тапхăрне хатĕр-и?

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Канашлăва кĕрхи ĕçсене мĕнле пурнăçласа пынине тишкернинчен пуçларĕç. Уй-хирти лару-тăрупа райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Горшкова паллаштарчĕ. Çитĕннĕ тыр-пула алла илме аграрисене кăçал

Подробнее

«Раççей ялĕ» — çирĕп тĕрев

"Единая Россия" парти пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрекен "Раççей ялĕ" проект ял территорийĕсене комплекслă аталантарма май панипе пĕрлех агропромышленность комплексĕнчи тĕрлĕ формăллă хуçалăхсене çирĕплетме, ял хуçалăхне аталантарма, социаллă пурнăçпа культура, экономика сферисене тĕревлеме, пуçаруллă проекта аталантарма, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, çул-йĕр тума тата ытти майсем парать. 2021 çулта Чăваш Енри ялсене аталантарма мĕнпур

Подробнее

Килĕшỹре пурăнсан

Пĕр-пĕр яла командировкăна кайсан хамăн ума лартнă тĕллеве пурнăçланипе пĕрлех харсăр та пултаруллă çемьесемпе паллашассинчен нихăçан та пăрăнса иртместĕп. Вĕсемпе тĕл пулса калаçсан чун-чĕре епле хăпартланса кайнине, вĕсен ỹсĕмĕсемпе, ĕç-хĕлĕпе, мăшăрсем пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланнине курса хавхалансан кăмăл çĕкленет, пурнăç илемĕн вĕçĕ-хĕрри çуккине туятăн. Епле маттурсем пурăнаççĕ-ха пирĕн тăрăхра! Анатри

Подробнее

Чи малтанах — кил ăшшине упракан

Елчĕкри "Меридиан" суту-илỹ çуртĕнче лавккасемсĕр пуçне тĕрлĕ кантурсем вырнаçнă. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикин Елчĕк нотариат округĕн ĕç пỹлĕмĕ. Районти пĕртен-пĕр нотариуспа Руфина Воронцовăпа çывăхрах паллашас, чуна уçса калаçас тесе ăна хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр. - Руфина Георгиевна, питĕ хăйне евĕрлĕ, илемлĕ, час-часах тĕл пулман ят санăн? - Аттене СССР халăх артистки Руфина

Подробнее