Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 159)

«Вилĕмсĕр полк» парада тухать

Юлашки 2 çулта коронавирус чирĕ сарăлнине пула "Вилĕмсĕр полк" акцие онлайн мелпе йĕркеленĕ пулсан кăçал вăл майăн 9-мĕшĕнче - Çĕнтерỹ кунĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепех иртет. Ытти çулхисемпе танлаштарсан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсен сăн ỹкерчĕкĕсене кăна мар, ытти хирĕç тăрăва, Украинăри ятарлă çар операцие хутшăнса пуç хунисен, Сăрпа Хусан хỹтĕлев

Подробнее

Ача-пăча канăвĕ тимлĕхре

РФ Патшалăх Думин комитетĕнче ачасен туризмне, канăвне йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăнăн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Ĕç ушкăнĕн ертỹçи Алла Салаева палăртнă тăрăх, ачасен туризмне аталантарасси туризм отраслĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать. Пĕчĕккисен канăвĕн тата сывлăхне çирĕплетессин пахалăхне ỹстерес тесен ача-пăча туризмĕн сферинчи кадрсен квалификацине пысăклатмалла.

Подробнее

Атăл илемне кăтартĕç

РФ Патшалăх Думин Туризм комитечĕн депутачĕсем Чăваш Енре июнĕн 23-24-мĕшĕсенче "Шалти туризм ĕмĕрĕ: инфратытăм, мастер-план, экономика" çавра сĕтел ирттерме палăртнă. Сĕнĕве ЧР Пуçлăхĕ тата Правительстви, Тутарстан тата РФ.Туризм корпораци пĕрле хатĕрленĕ. Туризм инфратытăмĕ тата ăна йĕркелемелли патшалăх пулăшăвĕн мерисем - паянхи куншăн питех те пĕлтерĕшлĕ ыйтусем. Дискусси лапамĕнче федераци спикерĕсемпе эксперчĕсем

Подробнее

Хĕреслĕ çул çỹревре

Ачасене ырлăха хăнăхтарас, тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре Турă саккунĕсене вĕрентни пысăк вырăн йышăнать. Лаш Таяпа ялĕнчи Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан атте çакна лайăх ăнланать, çавна май ашшĕ-амăшĕ, шкулти педагогсем, "Улыбка" ача сачĕн воспитателĕсем пулăшнипе ачасене пĕчĕкрен кĕлĕсем калама вĕрентет, тĕн йĕркисене пăхăнма хăнăхтарать. Чиркỹ çумĕнчи вырсарни шкулне те

Подробнее

Халăхăн пуянлăхĕпе мăнаçлăхĕ

Патшалăх символĕсен кунĕ - халăх пĕрлĕхне тата республика территорийĕнче пурăнакан чăвашсемпе ытти наци çыннисен пĕршухăшлăхне, тăван кĕтес шăпишĕн яваплă пулнине палăртакан çутă уяв. Патшалăх символĕсем пирĕн республикăн хăйне евĕрлĕхне, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем улшăнми пулнине çирĕплетеççĕ, чăваш халăхĕн аваллăхĕпе хальхи пурнăçĕ çинчен пĕлме пулăшаççĕ, пуласлăхĕ пирки шухăшлама хистеççĕ. Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне

Подробнее

Сусăра пулăшнă

Чăваш Ен прокуратури граждансене эмелсемпе тивĕçтерес ĕç-хĕле еплерех йĕркеленине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев çакна палăртнă: Шупашкарта пурăнакан арçын, виççĕмĕш ушкăн инваличĕ, "Иммуноглобулин" препарата пурнăç тăршшĕпе патшалăхран илсе тăма тивĕçлĕскер, 2022 çулхи январь-март уйăхĕсенче ăна илеймен. Медицина учрежденийĕ заявка тăратнă пулин те республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерстви асăннă эмеле туянассине йĕркелемен, ăна унăн аналогĕпе те

Подробнее

Чĕмпĕрте пултăмăр

Чĕмпĕр облаçĕнчи Ульяновск районĕнчи Салмановкăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен регионсем хушшинчи "И.Я.Яковлев çуралнăранпа - 174 çул" ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Унта Елчĕк районĕнчи педагогсем те хутшăнчĕç. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелекенне чыслакан уява "Ульяновски районĕ" муниципалитет пĕрлĕхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горячев, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх

Подробнее

Халăхпа пурăнакан халсăр мар

Тăрăм ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн ĕçне Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх çинчен калакан саккунĕсемпе тата ял тăрăхĕн уставĕпе, вырăнти депутатсен пухăвĕн йышăнăвĕсемпе килĕшỹллĕн пурнăçласа пырать. Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн тăрăхри 6 ялта 560 хуçалăх шутланса тăрать. Халăх йышĕ - 1212. Вăл шутран арçынсем 604, хĕрарăмсем - 552. Ялсенче

Подробнее

Çĕр ĕçченĕ пĕлет: ăна уй-хир кĕтет

Районти аграрисем - ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, инженерипе агрономи службисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ака умĕн кашни çул пĕрле пухăнса йĕркелекен анлă канашлу хальхинче "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн никĕсĕ çинче иртнĕ. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пĕтĕмлетнĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов тухса

Подробнее

«Спутник -1» ООО халăхшăн ĕçлет

Район центрĕнчи уйрăм хуçалăхпа тата нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене сивĕ шывпа тивĕçтерессипе, канализаци тытăмне йĕркелесе пырассипе - каялла тухакан каяша уçласа илсе тасатассипе тимлекен, тĕрĕссипе каласан, çын нушине тивĕçтерекен Елчĕкри "Спутник-1" ОООн пысăках мар коллективĕ (8 çынна пĕрлештерсе тăрать) хăй çине пысăк яваплăх илнĕ. …Шывсăр, чăнах, пурнăç çук. Пĕр сехет анчах

Подробнее