Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 220)

Çĕнĕ тÿлевсем

Кăçалхи апрель уйăхĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче сахал тупăшлă çемьесене пулăшасси çинчен пĕлтернĕччĕ. Çак шутра – ачана пĕччен çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕ, ача кĕтекен хĕрарăмсем тата шкул ачиллĕ çемьесем. Шкул ачиллĕ çемьесене хăçан тата епле майпа укçа парасси паллă мар. Указ тухасса кĕтетпĕр. Икĕ пособие тÿлессипе вара «Ачаллă граждансене патшалăх

Подробнее

40 çула яхăн

Çĕнĕ Эйпеçри фельдшерпа акушер пунктĕнче 19 çул ытла ĕçлет Тамара Матвеева. 2016 çулта хута янă çĕнĕ ФАПра медицина сестрине ĕçлеме, ял çыннисене пĕрремĕш пулăшу пама, профилактика мероприятийĕсем ирттерме мĕнпур услови пур. Тамара Петровна Пăва хулинчи медучилищĕне пĕтернĕ хыççăн тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Сывлăх сыхлавĕнче пуçтарнă опыт пĕчĕк мар – 40 çула

Подробнее

Хĕл хырăмĕ пысăк

Çанталăк кăçал уй-хир ĕçченĕсене утă-сенаж хатĕрлеме чăрмантармарĕ. «Яманчурино» ОООри уй-хир ĕçченĕсем сенаж валли уйăрнă нумай çул ÿсекен курăксене çулас ĕçе виçĕмкун вĕçленĕ. Эпир хуçалăх уй-хирĕнче пулнă вăхăтра кунта ĕç вĕресе тăратчĕ, курăкăн юлашки лаптăкĕсене çулатчĕç. Выльăх апачĕ хатĕрлесси çине çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать хуçалăх, çавна май Яманчÿрелсемпе Шăмалаксем çу каçа хĕрÿ ĕçре.

Подробнее

Çын ĕçĕпе илемлĕ

Ырă ĕçпе палăракан, пурнăçне тĕрĕс йĕркелесе пыракан, çемьере е çын çинче хăйне тивĕçлĕ тытакан сăпайлă та тăрăшуллă çынна халăх хисеплет. Валентина Албарцева Елчĕкри тĕп больницăри стоматологи уйрăмĕнче медсестра пулса ĕçлет. Çак ĕçе медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн вырнаçнă та вăл, унтанпа пĕр улшăнмасăр тăрăшса 30 çул иртсе кайнине сиссе те юлайман.

Подробнее

Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Çĕнĕ йышши хăватлă ял хуçалăх техникине тухăçлă ĕçлеттерме хăнăхса çитнĕ «Победа» ОООра нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулма тухнине çын курнă, ĕçе хăш вăхăтра вĕçленине вара курса та юлайман, тейĕн. Пикеннĕ ĕçе ытла хăвăрт – шутлă кунсенче, пысăк пахалăхпа пурнăçлама ĕлкĕрнĕрен çапла калани вырăнлах. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине пысăк тимлĕх

Подробнее

Çĕнĕ спектакль

Çĕнĕ спектакльÇак кунсенче Елчĕксем Владислав Николаевăн «Уйăпсем те шăнса хытрĕç» пьесине курса киленчĕç. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Халăхсен Туслăхĕ орденлĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ лартнă спектакльти ĕçсем Чăваш Енре Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă хĕрарăмсен ĕç паттăрлăхне, юратăвне уçăмлăн уçса параççĕ. Хумханмасăр ларма майĕ те çук: вăрçă вăхăтĕнчи ĕçсем чун-чĕрене

Подробнее

Хулаш – нумай сийлĕ палăк

Таяпа хулашĕнче иртекен черетлĕ археологин кăçалхи тĕпчевне июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçлани пирки маларах хаçатра пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче шырав-тĕпчев ĕçĕсем пыракан вырăнта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ, истори наукисен докторĕ Валерий Андреев профессор пулса археологсемпе

Подробнее

Пулăшусен шучĕ ÿснĕ

Июнĕн 1-мĕшĕнчен районти «Мои документы» центр «МВК Экоцентрăн» виçĕ пулăшăвне пама тытăннă. «Обращение с ТКО» пулăшăвĕпе тĕрлĕ енлĕ завяленисем йышăнаççĕ: лицевой счет уçассипе, тÿлевпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусемпе тата пурăнакан çынсен йышĕ улшăннипе. Специалистсем патне онлайн мелĕпе çырăнма та майсем пур. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8/83549/ 2-57-09. Çĕнĕлĕх ял çыннисен хытă каяшсен тÿлевĕпе çыхăннă ыйтăвĕсене

Подробнее

Вакцинацирен пăрăнар мар! Хăрушă коронавирус чирĕнчен мĕнле сыхланмалла? Хальхи вăхăтри пĕртен-пĕр мел вăл – вакцинаци туни. Вирусăн тата хăрушăрах Британи штамне республикăра тупса палăртни, пушшех, сыхлăха ÿстерме, асăрхануллă пулма хистет. Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне коронавирусран хÿтĕленсе районта 2201 çын /25 процент/ пĕрремĕш хут, 1805 çын /20 процент/ иккĕмĕш хут прививка тутарнă. Специалистсем

Подробнее

Тухтăр пулмах çуралнă

Районти тĕп больницăра ача-пăча тухтăрĕнче 32 çул ытла тăрăшакан Надежда Афанасьева Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ «Эпĕ – хĕрарăм» конкурсра «Эпĕ – тухтăр» номинацире тупăшать. Йышлă çемьере çуралса ÿснĕ хĕр ача шкулта лайăх вĕреннĕ. Уйрăмах биологипе хими предмечĕсене кăмăлланă. Хăйĕн тарăн пĕлĕвне пĕрре мар районти шкул ачисем хушшинчи олимпиадăсенче çирĕплетнĕ. Анлă

Подробнее