Пятница, 17 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 482)

«Шурă туя» клуба – 10 çул

Районти тĕп библиотека никĕсĕ çинче куç курманнисене пĕрлештерсе тăракан «Шурă туя» клуб йĕркеленнĕренпе 10 çул çитнине халалласа асра юлмалли тĕл пулу йĕркелесе ирттернĕ. Çак тапхăрти ĕçсене пĕтĕмлетекен конференцие куç курманнисен Чăваш Республикинчи обществин председателĕ Ю.Сергеев ертсе пынă, инвалидсене хумхантаракан, вĕсене татса парассипе çыхăннă ыйтусем тавра чарăнса тăнă. Куç курманнисен обществин Елчĕк

Подробнее

Ĕнесене пĕтĕлентернин усси

Ăратлă тата пысăк продуктивлă мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне ÿстермелли чи тухăçлă мел – ĕне выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерни. Çак ĕçе районти ветеринари станцийĕн никĕсĕ çинче çирĕпленнĕ 3 пунктра /Елчĕкри ветеринари станцийĕ, Кĕçĕн Таяпари ветеринари участокĕ, Курнавăшри ветеринарин сиплев участокĕ/ йĕркелесе пыраççĕ. Сĕт туса илесси, тĕпрен илсен, ĕнесен ăратлăхĕнчен килет. Пахалăхлă тата

Подробнее

Хăрушлăх кăларса тăратакан чир

Туберкулез – ерекен чир. Ăна пуçарса яраканни туберкулез патакки шутланать. Вируса нимĕç бактериологĕ Роберт Кох 1882 çулта тупса палăртнă. Чир ытларах чухне пĕр çынран теприне сывлăш урлă ерет. Туберкулезпа чирлĕ çын ÿсĕрнĕ, апчху тунă, кулнă, калаçнă чухне сурчăкпа сĕлекен вĕтĕ тумламĕсем йĕри-таврана 2 метртан пуçласа 9 метр таран сарăлаççĕ, сывлăшра

Подробнее

Тăлăхсемшĕн – тăван анне

Ял çыннин пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче хресчен выçлăхпа нушаланнă. Шăпах çак йывăр вăхăтра 1933 çулхи çĕртме уйăхĕнче Лаврентьевсен çемйинче Александра çут тĕнчене килнĕ. Пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă вĕсем. Иккĕшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Миша тетĕшĕ 30 çула çитсен пурнăçран уйрăлнă. Матĕрне аппăшĕпе Саня ашшĕ-амăшĕн тĕревĕ пулса

Подробнее

Çепĕç воспитательсем

Шăмалакри «Ромашка» ача садĕнче анлă тавра курăмлă, ачасене юратакан çепĕç воспитательсем ĕçлеççĕ. Ирина Воронова коллективра чи опытли. Вăл шăпăрлансемпе 32 çул ĕçлет. Унран кăштах çеç каярах ĕçлеме килнĕ Луиза Денисова вара виçĕ теçетке çул кунта пĕр улшăнмасăр тăрăшать. Людмила Львован ĕç стажĕ те çуллен ÿссе пырать: 10 çул ытла вăл пĕчĕкскерсене

Подробнее

«Хĕрÿ точкăсене» хутшăннă

Кивĕ Арланкасси ялĕ районăн кăнтăр енчи лаптăкĕнче вырнаçнă. Тавралăх тĕлĕнмелле илемлĕ кунта – пырса кĕнĕ çĕрте кÿлĕ, пĕчĕк хыр вăрманĕ. Ялта паянхи кун 94 хуçалăх шутланать. «Победа» колхоз ферминче ĕмĕрĕпе ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Мария Владимировна Веникова пирки сăмахăм. Тăрăшуллă ĕçшĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ сумлă ята тивĕçнĕ

Подробнее

Чăвашсен çĕр пин тĕрĕ

Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Тĕрĕ тĕнчинче» курав йĕркеленĕ. Пирĕн халăхăн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ. Чăваш халăх искусстви пуян та нумай енлĕ. Унăн тĕп тĕслĕхĕсенчен пĕри – тĕрĕ эрешĕ. Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян. Вăл ытти халăхăннинчен чылай енĕпе уйрăлса тăрать. Ĕлĕкхи

Подробнее

Сахал тупăшлă-и?

Сахал тупăшлă çемьесем çинчен сăмах пынă чухне халăхра тĕрлĕ калаçу çуралать. Асăннă ушкăна камсем кĕреççĕ-ха? Енчен те çемьере кашни çынна тивĕçекен вăтам тупăш Чăваш Республикинче пурăнмалли чи пĕчĕк виçе шайĕнчен пĕчĕккĕ пулсан /паянхи кун вăл виçе 8657 тенкĕпе танлашать/ çемьене сахал тупăшлă тесе йышăнаççĕ. Çемьен тупăшне шутланă май юлашки виçĕ уйăхри пур

Подробнее

Юмах сапăрлăха хăнăхтарать

Пирĕн асаттесемпе асаннесем тăван халăх пурнăçĕн илемне, ăс-хакăлне, сăпайлăхне, ĕçченлĕхне ăруран ăрăва çитересшĕн тăрăшнă. Чăваш халăхĕ мĕн авалтан ачисене те тĕрлĕ мелпе ĕçченлĕхе хăнăхтарнă. Чи витĕмлĕ мел – юмах урлă вĕрентнĕ ăсталăх. Апла пулсан чăваш юмахĕн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Юмах пулăшнипе ачасене мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршыва юратма, илемлĕхе туйма, пĕр-пĕринпе туслă

Подробнее

Вырăссенчен вĕренсе пынă

Турхан Яккăвĕ Теччĕ уесĕнчи Курнавăш вулăсĕнчи Турхан ялĕнче 1874 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи Пелепей уесĕнче тата ытти çĕрте учительте ĕçленĕ. Поэт пек вăл 1896 çулта палăрнă. Унăн çăлтăрĕ чăваш литературин тÿпинче М.Федоровăн «Арçури» классикăлла поэми хыççăнах курăннă. Вунă çулта темиçе теçетке сăвă хăварнă вăл. Çавна та палăртса хăвармалла

Подробнее