Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 481)

Çепĕç воспитательсем

Шăмалакри «Ромашка» ача садĕнче анлă тавра курăмлă, ачасене юратакан çепĕç воспитательсем ĕçлеççĕ. Ирина Воронова коллективра чи опытли. Вăл шăпăрлансемпе 32 çул ĕçлет. Унран кăштах çеç каярах ĕçлеме килнĕ Луиза Денисова вара виçĕ теçетке çул кунта пĕр улшăнмасăр тăрăшать. Людмила Львован ĕç стажĕ те çуллен ÿссе пырать: 10 çул ытла вăл пĕчĕкскерсене

Подробнее

«Хĕрÿ точкăсене» хутшăннă

Кивĕ Арланкасси ялĕ районăн кăнтăр енчи лаптăкĕнче вырнаçнă. Тавралăх тĕлĕнмелле илемлĕ кунта – пырса кĕнĕ çĕрте кÿлĕ, пĕчĕк хыр вăрманĕ. Ялта паянхи кун 94 хуçалăх шутланать. «Победа» колхоз ферминче ĕмĕрĕпе ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Мария Владимировна Веникова пирки сăмахăм. Тăрăшуллă ĕçшĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ сумлă ята тивĕçнĕ

Подробнее

Чăвашсен çĕр пин тĕрĕ

Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Тĕрĕ тĕнчинче» курав йĕркеленĕ. Пирĕн халăхăн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ. Чăваш халăх искусстви пуян та нумай енлĕ. Унăн тĕп тĕслĕхĕсенчен пĕри – тĕрĕ эрешĕ. Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян. Вăл ытти халăхăннинчен чылай енĕпе уйрăлса тăрать. Ĕлĕкхи

Подробнее

Сахал тупăшлă-и?

Сахал тупăшлă çемьесем çинчен сăмах пынă чухне халăхра тĕрлĕ калаçу çуралать. Асăннă ушкăна камсем кĕреççĕ-ха? Енчен те çемьере кашни çынна тивĕçекен вăтам тупăш Чăваш Республикинче пурăнмалли чи пĕчĕк виçе шайĕнчен пĕчĕккĕ пулсан /паянхи кун вăл виçе 8657 тенкĕпе танлашать/ çемьене сахал тупăшлă тесе йышăнаççĕ. Çемьен тупăшне шутланă май юлашки виçĕ уйăхри пур

Подробнее

Юмах сапăрлăха хăнăхтарать

Пирĕн асаттесемпе асаннесем тăван халăх пурнăçĕн илемне, ăс-хакăлне, сăпайлăхне, ĕçченлĕхне ăруран ăрăва çитересшĕн тăрăшнă. Чăваш халăхĕ мĕн авалтан ачисене те тĕрлĕ мелпе ĕçченлĕхе хăнăхтарнă. Чи витĕмлĕ мел – юмах урлă вĕрентнĕ ăсталăх. Апла пулсан чăваш юмахĕн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Юмах пулăшнипе ачасене мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршыва юратма, илемлĕхе туйма, пĕр-пĕринпе туслă

Подробнее

Вырăссенчен вĕренсе пынă

Турхан Яккăвĕ Теччĕ уесĕнчи Курнавăш вулăсĕнчи Турхан ялĕнче 1874 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи Пелепей уесĕнче тата ытти çĕрте учительте ĕçленĕ. Поэт пек вăл 1896 çулта палăрнă. Унăн çăлтăрĕ чăваш литературин тÿпинче М.Федоровăн «Арçури» классикăлла поэми хыççăнах курăннă. Вунă çулта темиçе теçетке сăвă хăварнă вăл. Çавна та палăртса хăвармалла

Подробнее

Цифрăллă телекурав: тÿлевсĕр, пахалăхлă, меллĕ

2019 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республики те, çĕршыври ытти регионсем пекех ,пĕтĕмпех цифра телевиденийĕ çине куçать. Çак проекта пула республикăри ялсенче те федерацин 20 каналне тÿлевсĕр пăхма май пулĕ. Телекуравăн çĕнĕ тапхăрне куçасси çинчен ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов каласа панă: – «Цифра» çине куçасси

Подробнее

Нумай ачаллă çемьесене – ятарлă удостоверени

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттерекен черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç. Канашлу çемьесене нумай ачаллă пулнине çирĕплетекен удостоверени панинчен пуçланчĕ. Çак хисеплĕ документа район администрацийĕн пуçлăхĕн аллинчен 3-шер ачаллă Наталийăпа Сергей Вершковсем /Патреккел/ тата Екатеринăпа Виктор Цыгановсем /Тип Тимеш/

Подробнее

«Туслăх хĕлхемĕнче»

Районта черетлĕ хут «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ. Унта 1-4 классенче вĕренекен 95 шкул ачи хутшăнчĕ. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – шкул ачисене тăван чĕлхен илемне туйма хăнăхтарасси, авалхи йăла-йĕркене упрама вĕрентесси. Вĕренекенсем тăватă номинацире тупăшрĕç. «Сăмах илемĕ» номинацире Ю.Герасимова /Шăмалак, 2 кл./, А.Носова /Кивĕ Эйпеç, 2 кл./, А.Усанова /Елчĕк, 1 кл./, П.Чернов

Подробнее

Марафон старт илнĕ

Мартăн 15-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче çулсерен иртекен «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ старт илнĕ. Акци уçăлнă ятпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. Сăваплă мероприятин тĕп тĕллевĕ – ачалăха хÿтĕлесси тата пулăшасси. Республикăри çак ыр кăмăллăх марафонне пуçласа 1995 çулта йĕркеленĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ чăнласах та анлă. – «Ачалăх ячĕпе,

Подробнее