Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 518)

Мастер-класс иртнĕ

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче ыр кăмăллăх концерчĕ иртрĕ. Унта эпир те, районти историпе тăван тавралăх музейĕн ĕçченĕсем, хутшăнтăмăр. Фойере ачасемпе пусма татăкĕсенчен пукане тума вĕрентекен мастер-класс йĕркелерĕмĕр. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасем хăйсен аллипе ăсталанă пуканесемшĕн питĕ савăнчĕç. С.Голубева заведующи ачасене пуканесен пĕлтерĕшне ăнлантарчĕ. «Чĕрĕ» урок хыççăн хăнасене

Подробнее

Чунра юрă шăрансан

Çĕнĕ Эйпеçри Виктория Романова çамрăк юрăçпа тĕл пулса калаçнăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Шăпчăк сассиллĕ хĕр ача çинчен вулакансене тÿрех пĕлтерме май килмерĕ. Унăн пултарулăхĕпе интересленсех тăратăп, маттурскерĕн çунатлă пуласлăхне, хитре, хăйне евĕрлĕ сассипе халăх юррисем шăрантарса Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче те палăрасса çав тери шанатăп. Лара-тăра пĕлменскер Кăçалхи ноябрь уйăхĕн

Подробнее

Апачĕ техĕмлĕ те тутлă

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти столовăйне кĕрсен чи малтанах апатлану залĕнчи тирпейлĕх куçа илĕртет, хăйне евĕрлĕ ăшăлăхпа хăтлăх кăчăк туртать, илемлĕ чÿрече каррисем, хитре тĕспе сăрланă стенасем, ултшар ача вырнаçакан вĕр-çĕнĕ сĕтел-пукан тата тутлă апат шăрши сăмсана кăтăклать. Шкулти 97 ачана Надежда Порфирьева поварпа ăна пулăшакан Валентина Николаева тутлă та

Подробнее

100-мĕш пепке – Семен

Районти ЗАГС пайĕнче районти 100-мĕш ачана регистрациленĕ. Пĕтĕм тĕнчери Аннесен кунĕнче Тĕмерти Салминсен çемйине «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ. Николайпа Наталия виççĕмĕш тĕпренчĕкне кун çути панăшăн çав тери телейлĕ. Аслă ывăлĕ, Олег, çиччĕре, Ольга хĕрĕ пилĕк çулта. ЗАГС пайĕн начальникĕ Н.Баймушкина çемьере иккĕмĕш ывăл, Семен, çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна панă май виçĕ ача

Подробнее

Икĕ чăваш

И.Я.Яковлева халалланă çулталăка анлăн паллă тăвать кăçал чăваш халăхĕ. Ун çуралнă кунне тăван шкулта – Тĕмерте кĕтсе илме тÿр килчĕ мана. Савăнăçлă ачасем Патриархăмăра аса илсе юрларĕç, сăвăсем каларĕç, унăн калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăсемпе паллаштарчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе анчах мар, ытти учительсемпе те чăвашсен пархатарлă ывăлĕн кăткăс кун-çулĕ, йывăр

Подробнее

Кашни ĕçĕн йĕрки пур

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлури кун йĕркинчи тĕп ыйту йăлара усă курнă хытă каяшсене пухса тирпейлесси тата ытти пирки те пулчĕ. Хĕрÿ калаçăва пикениччен район администрацийĕн пуçлăхĕ тăрăшса ĕçлекенсене чыслама ирĕк ыйтса илчĕ. Сăмах май, патшалăх тата муниципаллă пулăшу ĕçĕсемпе

Подробнее

Ват çын – тăват çын

Елчĕкре пурăнакан Мария Епифановна Грачева çитес çулхи март уйăхĕнче 93 тултарать. Апла пулин те вашават, çирĕп ăс-тăнлă вăл. Кашни кун 2,5 çухрăмран кая мар çуран утать. Район хаçатне вара пĕр йĕрке сиктермесĕр куçлăхсăрах вулать. Ĕç ветеранĕ, «Елчĕк ен» тусĕ, пĕр кунхине ирхи кÿлĕмех редакцие килсе çитрĕ. – 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулта

Подробнее

Ÿссен эсĕ кам пулан?

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти инженер класĕнче вĕренекенсем «Атăл çинчи МРСК» ПАОн /«Россети» ушкăна кĕрет/ «Чăвашэнерго» филиалĕн Кăнтăр производство уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ экскурсире пулса курчĕç, энергетиксен кулленхи ĕç-хĕлĕпе паллашма пултарчĕç. Раштавăн 22-мĕшĕнче паллă тăвакан професси уявĕ – Энергетик кунĕ умĕн энергокомпанин производство уйрăмĕсенче, РЭСсенче кашни

Подробнее

Тĕрлĕ ыйту тишкерчĕç

Ĕнер район администрацийĕн пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Ираида Васильева ертсе пычĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 10 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем Елчĕк район Уставне улшăнусем кĕртрĕç, ун хыççăн «Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕн официаллă йĕркепе ыйтса çырасси çинчен»

Подробнее

Ырă туни манăçмасть

Раççей Президенчĕн 2017 çулта çирĕплетнĕ Указĕпе килĕшÿллĕн декабрĕн 5-мĕшĕнче çулсерен ырă ĕç тăвакансен кунне паллă тума йышăннине асра тытса ял тăрăхĕсенче малтанхи кунсенчен тытăнсах тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесе ирттерессине тĕпе хучĕç. Ырă ĕç тăвакансен кунĕ Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тунипе те пĕр вăхăта килет. Çавна май Çĕнĕ Пăвари Зоя Шумилкина библиотекарь

Подробнее