Вторник, 24 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 56)

«Кашни çулах çырăнатăп»

"Елчĕк ен" хаçатра тĕрлĕ жанрпа çырнă материалсем кун çути кураççĕ. Вулакансен сăввисене те вырăн паратпăр унта. Юлашки вăхăтра Кĕçĕн Таяпари Зоя Ефремован хайлавĕсемпе те паллашнах вулакан. Вăл "Пурăнăç" псевдонимпа та çырать. Зоя Петровна Шупашкарти педагогика училищине, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ. Тĕрлĕ вырăнта - тăван хуçалăхра, шкулта, ача садĕнче,

Подробнее

Çын ĕçпе телейлĕ

Кашни çынах, çĕр çине килсен, хăйĕн телейне тупма тăрăшать. Ăна ăçта тата мĕнле курни çынран хăйĕнчен килет. Манăн геройăм вара ăна ачасене ăс парса, вĕрентсе, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнинче курать. Шăпах 50 çул каялла кăрлач уйăхĕнче Кушкăри Илья Федоровичпа Ирина Николаевна Трофимовсен туслă çемйинче 3-мĕш ача, Аня кун çути курнă.

Подробнее

Аса илỹсем…

2023 çул Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн Педагогпа наставник çулталăкĕ пулнă май, хальхи вăхăтра пĕтĕм çĕршыв вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнчи улшăнусене пĕтĕмлетет. Чăнах та, хăш-пĕр патшалăхсем санкцисем лартнине, ятарлă çар операцийĕ пынине пăхмасăр, çĕршывра çамрăксене тивĕçлĕ пĕлỹ парассипе нумай ĕç туса ирттернĕ. Ку шута çĕнĕ ача сачĕсемпе шкулсем уçни те, çамрăксене ытларах

Подробнее

Информаци кунĕ

Январĕн 17-мĕшĕнче (юнкун) республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Çав кун, 11 сехетре, Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн пĕчĕк залĕнче Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕн çумĕ Антон Андреевич Ширшов граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнать. Маларах 2-53-81 номерлĕ телефонпа çырăнма пулать.

Подробнее

Округ пурнăçĕ

"Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ "Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕсем çинчен" калакан саккунпа килĕшỹллĕн округра пурăнакансен пĕр йышне удостоверенисем панă. Çĕнĕ çул умĕнхи "парнене" "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн водителĕ Венямин Иванов, Елчĕкри тĕп больницăри Раиса Патшина санитарка, Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн заведующийĕ Светлана Понкратьева тивĕçнĕ. "2024 çулхи пĕрремĕш вулакан" акци ирттернĕ Çĕнĕ Пăвари библиотекăра. Вăл ята

Подробнее

Хисеплĕ скульптор

Пирĕн республикăра пĕтĕм халăх пĕлекен скульпторсем вуннăран ытла мар. 1970 çулсенче хăйĕн сумлă ĕçĕсемпе Мускаври В.Суриков ячĕллĕ çĕршывĕпе паллă ỹнер институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ỹнерпе графика факультетĕнче преподавательте ĕçленĕ ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ксенофонтов уйрăмах палăрнă. Унăн малтанхи ĕçĕсенчен пĕри - пирĕн тĕп

Подробнее

Пултаруллисене — черетлĕ хавхалантару

Елчĕк тăрăхĕнче пултаруллă та яваплă, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем йышлă. Ăс-тăнĕпе, çаврăнăçулăхĕпе савăнтаракан активлă яш-кĕрĕмпе хĕр упраç округ, республика шайĕнчи конкурссене, проектсене хастар хутшăнаççĕ. Çулталăк тăршшĕпе ĕçре мала тухассишĕн, малашлăха çул хывас тĕллевпе мĕн ачаранах малалла ăнтăлаççĕ. Тăрăшнин усси пурах. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2023 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче уйрăмах пултаруллă çамрăксене

Подробнее

Чăваш Енре — 2-мĕш

Хĕрлĕ Чутай ялĕнче Раççей футбол союзĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн 2008-2009 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче мини-футбол енĕпе иккĕмĕш тапхăрти вăйăсем иртнĕ. 17 команда тăватă ушкăна пайланса вылянă. Елчĕкри вăтам шкул команди хăйĕн ушкăнĕнче Шупашкарти "Лицей №2" (1:0), "Хĕрлĕ Чутай шкулĕ" (3:0), Сĕнтĕрвăрринчи "Гимназия №1" (3:0) командăсене çĕнтернĕ. Çурма финалта Пăрачкавсен малаллахи çулне

Подробнее

Филологсем тĕл пулчĕç

Иртнĕ çулăн юлашеи кунĕсенче Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул никĕсĕ çинче филологсен - ют чĕлхе тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен округри фестивалĕ пулса иртрĕ. Ăна, паллах, Раççейри Педагогпа наставник тата Чăваш Енри телейлĕ Ачалăх çулталăкне халалларăмăр. Ытти чухне те хăтлăхĕпе илĕртекен çутă шкул коридорне, Çĕнĕ çул уявĕ те çывхарнине шута илсе, тата

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Сывă пурнăç йĕркине мала хурса… Çĕнĕ çул каникулĕ те сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕ. Вăл тĕрлĕ спорт мероприятийĕсемпе пуян пулчĕ. Çав шутран икĕ дисциплинăпа кăна 3-шер ăмăрту иртнĕ. Унсăр пуçне округ тулашĕнчисене те хутшăннă. Нумайăшĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хăй пулнă май, организаторсемпе спортсменсене сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пынăшăн, çынсене

Подробнее