Вторник, 24 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 61)

«Чăмăртан, манăн халăх»

Каш кашларĕ, ах, хура вăрман,Вăрманçăсем пуртă кăларсан.Тĕрлĕ йывăç - ватти, çамрăкки,Пурччĕ хурăн, юман йывăççи.Ỹкрĕç, пĕтрĕç çамрăк йывăçсем.Эх! çаралчĕç вĕсен речĕсем.Пурăнса та курайман вĕсем,Ыттисемшĕн пуç хуракансем… Вырсарникун Елчĕкри культура керменĕнче иртнĕ ыркăмăллăх концертне ертсе пыракан çак йĕркесенчен пуçларĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Демократиллĕ Афганистан Республикинче, Çурчĕç Кавказра, халĕ, акă, Украинăри ятарлă çар

Подробнее

«Тỹрĕ лини» иртет

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин декабрĕн 14-мĕшĕнче (кĕçнерникун) 12 сехетре "Тỹрĕ лини" ирттерет. Ăна йăлана кĕнĕ пысăк пресс-конференципе пĕрлештереççĕ. Волонтерсем колл-центрта ыйтусене йышăнма пуçланă ĕнтĕ - вĕсен шучĕ 250 пинрен те иртнĕ. Ытларах газификаципе, социаллă тỹлевпе, тулашри политикăпа çыхăннисем интереслентереççĕ çĕршывра пурăнакансене. "Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ - Владимир Путинпа" ятпа иртекен "Тỹрĕ линие"

Подробнее

Депутатсем канашларĕç

Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, округ администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ. Пуху ĕçне Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Павлова

Подробнее

Манăн вĕренекенсем

Шкулта виçĕ теçеткене яхăн çул ĕçлерĕм, тĕрлĕ ашшĕ-амăшне, тĕрлĕ вĕренекене куртăм. Эпĕ вĕрентнĕ ачасем хушшинче наука докторĕсемпе кандидатсем, аспирантсем пур, çавăн пекех аслă шкула каймасăр çĕршывшăн усăллă тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансем те чылаййăн. Вĕсене пурне те хам çуратнă ачасем пек çывăха хуратăп, вĕсем сывлăхлă пулнипе, çитĕнỹсем тунипе савăнатăп, нуша-хуйхăра та вĕсемпе пĕрлех

Подробнее

Пахалăхлă вăрлăх — тухăç никĕсĕ

2024 çул валли çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн округĕпе илсен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварма пурĕ 3990 тонна вăрлăх кирлĕ. Декабрĕн 6-мĕшĕ тĕлне 4072 тонна (102 процент) вăрлăха инспекцире тĕрĕслеттернĕ. Çав шутран 2304 тонна (57 процент) акма юрăхлă кондицие ларнă. Вăрлăхсене алласа кондицие лартассипе, çав шутра вĕсене улăштарса çĕнетессипе "Яманчурино"

Подробнее

Лайăх çын çинчен калас килет

Раиса Петровна Кудрявцева хăй ячĕпе палăртса калакан тав сăмахĕсене час-часах тивĕçет. Ĕçчен, ăшă кăмăллă Рая Кудрявцева 1960 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче Кушкăри Петрпа Юлия Рыбкинсен çемйинче çуралнă. Пилĕк пĕр тăван ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ, ашшĕпе амăшне килти хуçалăхри ĕçсене тума пулăшнисĕр пуçне, çуллахи каникулсен вăхăтĕнче колхозра тăрăшнă. Амăшĕпе пĕрле çум çумланă, хăмла татнă,

Подробнее

Çĕнтерỹ патне çул хывнă…

Вăрçă ачисем. Ачалăх курман вĕсем. Ылханлă вăрçа пула ир çитĕнме, аслисемпе пĕрле ĕçлесе тыла çирĕплетме тивнĕ. Манăн вулакана вăрçă ачипе -Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Николай Петрович Петровпа паллаштарас килет. Николай Петров 1934 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкулта 7 класс таран вĕреннĕ, анчах та çăмăл мар пурнăçа пула малалла вĕренме кайман.

Подробнее

Чи пĕлтерĕшлĕ уяв

Раççей Федерацийĕн Конституцине 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм халăх сасăлавĕпе йышăннă. Вăл Раççей патшалăх уявĕсенчен чи пĕлтерĕшли шутланать. Конституци - Раççейĕн мĕн пур право тытăмĕн шăнăрĕ пулса тăрать, ытти саккунсен шухăшĕпе пĕлтерĕшне палăртать. Ăна йышăннăранпа документа хăш-пĕр тỹрлетỹсем кĕртнĕ. 1990 çулсенче Раççей Конституцийĕ политикăн икĕ кризисне чăтса ирттернĕ. Çĕршыв историйĕнче пĕтĕмпе

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Волейбол Кỹкеçре Чăваш Республикин патшалăх тата хăй тытăмлăх органĕсен спартакиадин программипе килĕшỹллĕн волейбол ăмăртăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн чысне унта Анатолий Скворцов, Алексей Мартышкин, Николай Ефимов, Анна Медведева, Анна Симакова, Петр Смирнов хỹтĕленĕ. Шупашкар, Элĕк округĕсен командисене мала ярса вĕсем 3-мĕш вырăн йышăннă. 4-мĕш - Куславккасем. Округри волейбол турнирĕнче шкул

Подробнее

Маттур аннесене — сум та мухтав, çĕршывăн чысĕ, пысăк тавĕ!

Ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллă тăвакан Аннесен кунĕ умĕн округри хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсен пуçарăвĕпе пулса иртнĕ черетлĕ мероприяти те нумайлăха асра юласса пĕлсе тăратпăр. Елчĕкри культура керменĕнче çапса хĕснĕ чухнехи пекех - çын нумай, ура çинче тăрса концерт куракансем те чылаййăн пулчĕç. Малти ретсенчи сумлă вырăнсене Украинăри ятарлă çар

Подробнее