Четверг, 9 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 654)

2018 çул — Иван Яковлев çулталăкĕ

Çитес çул чăваш халăх патриархĕ çуралнăранпа 170 çул çитет. Çавна май Чăваш Республики 2018 çула Иван Яковлевич Яковлев çулталăкĕ тесе йышăнасшăн. Республика Пуçлăхĕн Указĕн проектне ЧР культура министерстви хатĕрленĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕ - Атăлçи тата Урал тăрăхĕнчи халăхсен вĕренỹ тытăмне йĕркелеме пысăк вăй кĕртнĕ, чăваш алфавитне тунă пархатарлă çыннăн ятне ĕмĕрлĕхе

Подробнее

Предпринимательсен ыйту нумай

Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова саламланă. Предпринимательсене патшалăх енчен пулăшу парассипе çыхăннă ыйтусемпе республикăри бизнес-инкубаторăн пай начальникĕ Мария Костина паллаштарнă. "Çавра сĕтел" хушшинчи калаçура ял хуçалăхĕнчи патшалăх пулăшăвĕн тĕсĕсем, промышленность аталанăвĕпе инвестици ĕç-хĕлне хывакан фондсем пирки

Подробнее

Экскурсире пулчĕç

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче пулса курчĕ. Ачасем музейри экспонатсемпе, район 90 çул тултарнине халалласа йĕркеленĕ "Елчĕк енĕн сăнĕсем" сăн ỹкерчĕксен куравĕпе кăсăкланса паллашрĕç. С.СТЕПАНОВА.

Подробнее

Гашиш сутма хатĕрленнĕ

Вун сакăр тата вун тăхăр çулсенчи икĕ каччă Шупашкарти пĕр вăрттăн вырăнта тепĕр арçын хурса хăварнă 55 грамм гашиша илнĕ те тепĕр кунне йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен аллине çакланнă. Çамрăксем "вăрттăн вырăна" наркотик хурса хăварнă çынпа Интернет урлă паллашнă тата çыхăннă. Каччăсем хăйсем те Çĕнĕ Шупашкарти пĕр çурт умĕнче наркотик пытарса

Подробнее

Пыл пахалăхлă пултăр

Раççейри пыла тĕпченĕ те... Çак пылак çимĕç рационра тивĕçлĕ вырăн йышăннăран юлашки çулсенче Россельхознадзор ăна ятарлă мониторинг тĕпчевне кĕртет. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пыл пахалăхĕ пирки тĕплĕнрех пĕлме пулать. "Хăшне туянмалла?" - ыйту тухса тăрать ку чухне. Россельхознадзорăн "Пĕтĕм Раççейри выльăх эмелĕсен тата апачĕн пахалăхĕн тата стандартизацийĕн патшалăх центрĕ" юлашки çулсенче Раççейри

Подробнее

Парăмĕсем ỹссе кайнă

Ăшăпа тивĕçтерессипе ĕçлекен организацисене кăлтăксăр ĕçлеттересси - социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри. Шăпах çак сăмахсене палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Коммуналлă технологи" ОООн пухăнса кайнă парăмĕсен сăлтавне тата йывăр лару-тăруран тухас ыйтусене сỹтсе явма пуçтарăннă канашлăва уçнă май. Канашлăва республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен, Чăваш Республикин Прокуратурин, Чăваш Республикин ШĔМĕн,

Подробнее

Йỹнĕ те, меллĕ те

Район хаçатне яланах юратса вулатăп, ăна тăтăшах çырăнса илетĕп. Редакци "Елчĕк ен" хаçата 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулта районти тĕп больница çывăхĕнчи Надежда Герасимова уйрăм предпринимателĕн "Для Вас" лавккинчен илсе тăма май туса панăшăн чунтан хĕпĕртерĕм. Пире, тĕп больницăран инçе мар пурăнакансене, ăна çак лавккаран илсе тăма питĕ меллĕ. Ял

Подробнее

П.Петрушкин призĕшĕн

Аслă Елчĕкре П.Н.Петрушкин спорт мастерĕн кандидачĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн çамрăк спортсменсем хушшинче кире пуканĕ йăтассипе районти ăмăрту иртнĕ. Унта шкулсенчи 100 ытла вĕренекен тупăшнă. Ăмăртăва уçса республикăри спорт ветеранĕсен председателĕ Василий Шоркин, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Галина Адюкова, ăмăрту йĕркелỹçи Петр Петрушкин, "Улăп" спорт комплексĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов

Подробнее

Елчĕк штангисчĕсем пĕрремĕш

Вăрнар поселокĕнче 1999 çулта çуралнă тата çамрăкрах йывăр атлетсем республикăра мала тухассишĕн ăмăртнă. Унта сакăр команда хутшăннă. Ăмăртура Александр Портнов тата Виталий Марков тренерсен воспитанникĕсем пысăк çитĕнỹсем тунă. 53 кг виçере Алина Панкратова (Кивĕ Эйпеç) икĕ енлĕ кĕрешỹре 150 кг йăтса Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Хăйсен виçисенче Полина Андреева (Кавал),

Подробнее

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев октябрĕн 24-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсемпе ирттернĕ пресс-конференцие республикăн кăçалхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетни тата умри тĕллевсене палăртни тесе хаклама пулать. 2 сехет те 26 минута тăсăлнă тĕл пулура виçĕ теçеткене яхăн журналист хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене хускатнă, хăшĕсем икшер ыйту панине шута илсен Михаил Игнатьев

Подробнее