Среда, 25 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 70)

Нихăçан манăçми тапхăр

Çын пурнăçĕнчи чи асра юлакан тапхăр - ачалăх. Иртен çулсем малаллах шултраланса пырсан та, çав вăхăт таппи сỹнмест - аса илỹсенче тăтăшах каялла таврăнать. Паллах, ачалăх мĕн пур вăхăтрисен те пĕрешкел килмест. Унта историри тĕрлĕ пулăм витĕмĕ те пурах. Пирĕн, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче пĕр шухăшсăр чупса çỹренисен, вăл хăйне

Подробнее

Ырă тĕслĕх

"Тăван тăварпа пиçнĕ", - тетчĕ юратнă анне. Çакна паянхи кун та лайăх астуса пурăнатăп. Каларăш витĕмлĕхне тете çинчен çырса кăтартнипе çирĕплетес тетĕп. Иван Петров Лаш Таяпара çуралнă, иртнĕ кунсенче 65 çул тултарчĕ. Патăрьелĕнчи тата Куславккари интернат-шкулсене пĕтернĕ. Лайăх паллăсемлĕ аттестат хуçи Шупашкарти планпа экономика техникумне те çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ. Ачаранпах спортпа

Подробнее

Яваплăх ỹсет

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăснăшăн мотоблок водителĕсене явап тыттарĕç. ЧР Патшалăх Канашĕ федераци саккунне улшăнусем кĕртме ыйтать. Хальччен мотоблок водителĕсем çуран çỹрекенсем пек шутланнă. Вĕсене йĕркене пăснăшăн явап тыттарма ирĕк пулман. ЧР Шалти ĕçсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çак транспортпа пулнă аварисен йышĕ çулленех ỹссе пырать. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра пилĕк инкек пулнă. Вĕсенче икĕ

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Портновсем - 3-мĕш Шупашкарти "Олимпийский" стадионта "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн 85-мĕш хут çăмăл атлетсен эстафети иртнĕ. Икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, СССР летчик-космонавтне А.Г.Николаева асăнса йĕркеленĕ ăмăртура Елчĕк округĕн командисем те тĕрлĕ ушкăнра вăй виçнĕ. Яланхиллех ăнăçлисен йышĕнче - Портновсен çемйи. 8-14 çулсенчи ачасемлĕ командăсен хушшинче Денис Владимирович, Елена Николаевна

Подробнее

Професси ăсталăхне куллен ỹстерсе

Педагогика ĕçченĕсен йăлана кĕнĕ августри анлă конференцийĕ иртнине пĕтĕмлетмелли, малашнехи çул-йĕре палăртса тишкермелли, умри çивĕч ыйтусене çĕклемелли, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçламалли ырă пулăм пулса тăрать. Педагогсем малтанах Елчĕкри вăтам шкул никĕсĕ çинче предметсен секци занятийĕсенче пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашнă. Тĕп мероприяти Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче иртрĕ. Кунта коллективсем ятарлă

Подробнее

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тỹpĕ эфир йĕpкелесе округра пурăнакансен ыйтăвĕceм çине хуравланă. Ыйтусем ытларах "Пуçару бюджечĕ" программăпа çыхăннисем пулнă. Тỹpĕ эфир Чăваш Республикин регионне ертсе пыракан центр йĕpкеленипе иртнĕ. Асăннă центртан пĕлтернĕ тăpăx, çyлталăк пуçланнăpaнпа округ халăxĕнчен 70 ытла ыйту килнĕ. Вĕceн пысăк пайĕ çул-йĕpe тивĕçлĕ тытса тăрассипе,

Подробнее

Ача-пăча площадкисем, шыв башни…

Августăн 28-мĕшĕнче - Успени кунĕнче (Турă Амăшĕ Таса хĕр Мария тепĕр тĕнчене куçнине палăртни) Патреккелсем ял уявне паллă турĕç. Уявра кашниех чун-чĕререн савăнма тата кăмăлтан канма пултарчĕ. Халăх чи малтанах кăçал ялта "Пуçару бюджечĕ" программăпа килĕшỹллĕн хута кайнă ача-пăча площадкине тата шыв башнине уçма хутшăнчĕ. Пуçтарăннисене округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ -

Подробнее

Документсене йышăнаççĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн тĕрлĕ сферăра уйрăмах палăрнă çамрăксенчен ятарлă стипендие тивĕçме документсем йышăнма пуçланă. Çулталăклăх стипендие 14-35 çулсенчи яш-кĕрĕме - вĕренỹре, ăслăлăхра, производствăра, творчествăра, спортра, бизнесра, общество ĕçĕнче пысăк çитĕнỹсем тунисене уйăраççĕ. Документсене сентябрĕн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр округ администрацийĕн 2-мĕш хутри 15-мĕш кабинета тăратмалла. Тĕплĕнрех 2-50-72 номерлĕ телефонпа ыйтса

Подробнее

Орденсен кавалерĕ

Август уйăхĕнче патшалăх, парти тата общество деятелĕ Петр Николаевич Теплов çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Вăл Патреккел ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Елчĕкри вăтам шкула (1941), Муромри çыхăну çар училищине (1942), Ленинградри партин аслă шкулне (1964) пĕтернĕ. П.Теплов мĕн пурнăç тăршшĕпе яваплă должноçсенче вăй хунă: 1949-1954

Подробнее

Анна аппа 90 çулта

Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Анна Петровна Егорова 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак ятпа ăна Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн администрацийĕн ĕçченĕсем саламланă, Владимир Путин Президентăн салам открыткине çитернĕ. Вăрăм ĕмĕр утса тухнă ырă кăмăллă хĕрарăмăн ачалăхĕ çăмăл пулман. Çав çулсенчи ытти вăрçă ачисем пекех вăл нушине те, выçлăхне те самай тỹссе

Подробнее