Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Портновсем — 3-мĕш

Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн 85-мĕш хут çăмăл атлетсен эстафети иртнĕ.

Икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, СССР летчик-космонавтне А.Г.Николаева асăнса йĕркеленĕ ăмăртура Елчĕк округĕн командисем те тĕрлĕ ушкăнра вăй виçнĕ. Яланхиллех ăнăçлисен йышĕнче — Портновсен çемйи. 8-14 çулсенчи ачасемлĕ командăсен хушшинче Денис Владимирович, Елена Николаевна тата вĕсен ывăлĕ Давид 3-мĕш вырăна тухса кубока тивĕçнĕ.

Ертỹçĕ тĕслĕхĕпе

Муниципалитет округĕн администрацийĕн пайĕсенче ĕçлекенсем ГТО нормативĕсене пурнăçласси малалла пырать.

Централизациленĕ бухгалтери хĕрĕсем хыççăн ĕçпе оборонăна хатĕррисен ретне финансистсем тăнă. Пай начальникĕ Ирина Теллина ертсе пынипе вĕсем хăйсене тестăн сакăр тĕсĕнче тĕрĕсленĕ.

Аслă Елчĕкри тата Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулсенче вара вĕренекенсене ГТО значокĕсене панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code