Среда, 25 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 72)

Спорт хыпарĕсем

ГТО: регионта… Элĕкре республикăри çемье командисем вăй виçнĕ. ГТО фестивалĕнчен Елчĕкри Портновсем нихăш çул та медальсемсĕр таврăнман. Хальхинче вара, 11 командăна хыçала хăварса, кубокпа килнĕ: абсолютлă çĕнтерỹçĕсем! Уйрăммăн илсен, 8-11 çулсенчи ачасен хушшинче Артурпа никам та танлашайман. Амăшĕ - Елена Николаевна, ашшĕ - Денис Владимирович тата аслашшĕ - Владимир Павлович пурте хăйсен йышĕнче

Подробнее

Олег Николаев: «Елчĕксем ĕçлеме пĕлеççĕ»

Августăн 11-мĕшĕнче Елчĕк муниципалитет округĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулчĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР вĕренỹ министрĕ Дмитрий Захаров, ЧР Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов хутшăннă

Подробнее

Хваттерсем панă

Юнкун Елчĕк муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта, тĕпрен илсен, калаçу Чăваш Республикинчи вĕренỹ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлени, "Пушкин картти" федераци проектне муниципалитет тата хула округĕсенче пурнăçлани, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри чăрмавсемпе тĕллевсем çинчен пулнă. Информкуна хутшăннă округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй

Подробнее

Манăçмасть Геройăн ячĕ

Августăн 15-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Александр Филиппович Беляев (1908-1943) çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. А.Беляев Елчĕк ялĕнче кун çути курнă. Ульяновскри чăваш педагогика техникумне, офицерсен курсне, Мускаври Фрунзе ячĕллĕ çар академине пĕтернĕ. Хĕрлĕ Çар ретĕнче 1929 çултанпа. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 57-мĕш армин 41-мĕш гварди стрелковăй дивизийĕн штаб начальникĕ, командир тивĕçĕсене пурнăçлакан

Подробнее

Округ пурнăçĕ

Алексей Данилова - Президент премийĕ Раççейри Наставникпа педагог çулталăкĕнче çĕршыври 1250 вĕрентекене укçан хавхалантарнă. Конкурс тăрăх суйласа илнĕ йыша Чăваш Енĕн 11 представителĕ кĕме пултарнă. Унтан та ытларах палăртма кăмăллă: Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине тивĕçнисен хушшинче Елчĕкри вăтам шкулти физикăпа астрономи учителĕ Алексей Данилов та пур. Унăн вĕренекенĕсем çулсерен регион шайĕнчи предмет

Подробнее

Пурнăç çулран-çул хăтлăланать

Граждансен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе наци проекчĕсем валли сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Республикăра наци проекчĕсене пурнăçлама 2019-2024 çулсенче 83,7 миллиард тенкĕ ĕçе кĕртмелле. "Пуçару бюджечĕ" программа республикăра 2017 çулта вăя кĕнĕ. 2020 çулта ăна çĕршыв Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе яллă вырăна комплекслă аталантаракан патшалăх программине кĕртнĕ. Халăх пуçарăвĕпе юлашки 6 çулта

Подробнее

Пỹлĕм уçнă

Округ центрĕнчен аякра вырнаçнă Каркалар ялĕнче клуб тахçанах çук ĕнтĕ. Çапах та çынсен пушă вăхăта усăллă ирттерес, пĕрле пуçтарăнса калаçас туртăм юлнах. Халĕ ĕнтĕ ĕмĕтленни пурнăçланнă: фельдшерпа акушер пункчĕн 50 тăваткал метра яхăн йышăнакан пĕр пỹлĕмĕ ял çыннисен "аллинче". Унта ушкăнпа юрă-ташă вĕренме, ал ĕçĕ тума, хаçат-журнал вулама майсем çителĕклĕ. Пỹлĕме уçма

Подробнее

Унра вăй-хал иксĕлми

Шкул мĕн пĕчĕкрен кашни ачана вĕренме çеç мар, ĕçлеме, пурнăçа юратма вĕрентет. Халĕ, çулсем иртнĕ майăн, иртнĕ тапхăра каялла "тавăратăн", пĕр коллективра тăрăшнисене аса илетĕн… Тăрăм ялĕнче пурăнакан Венера Петрова (хĕр чухнехи хушамачĕ Ефремова) çинчен кĕскен çырса пĕлтерес тетĕп. Вăл 70 çул каялла Шупашкар округĕнчи Янăш ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Мамăшри

Подробнее

Пăла тăрăх юрă кайрĕ ян та ян!

Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, çывăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ỹссе çунат сарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Кирек ăçта тĕпленсе пурăнатпăр пулсан та, тăван ял пур пĕрех хăйĕн ытамне туртать. Унта эсĕ çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа, пысăк хавхаланупа пырса кĕретĕн… Шăматкун Курнавăш территори пайĕнче Шупашкарти "Елчĕксен ентешлĕхĕ" обществăлла организаци йĕркеленĕ

Подробнее

Ухутана чунтан парăннăскер

Лаш Таяпа территори пайĕнчи акар йытăсен питомникĕ пирки илтмен çын сахал. Çак кунсенче эпир унăн ертỹçипе Леонид Князевпа тĕл пултăмăр. Леонид Васильевич пире ăшшăн кĕтсе илчĕ, питомник пирки каласа пачĕ, кунти чĕр чунсене, кайăк-кĕшĕксене кăтартрĕ. Лашасем те сахал мар питомникре. Пурин пирки те тĕплĕн, сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр пысăк ĕмĕт-тĕллевлĕ,

Подробнее