Кросăн тăсăмĕ пултăр
Пĕтĕм Раççейри "Нацисен кросĕ" чупу 2004 çултанпа иртет. Сывă пурнăç йĕркине мала хуракансен çулталăкри чи массăллă ăмăртăвĕ пирĕн округра та çĕр-çĕр çынна пуçтарать. Елчĕкри тĕп лапамра хальхинче ăна эрнекун йĕркелерĕç. Çанталăк пĕлтĕрхи пекех пухăннисен майлă пулчĕ: сывлăш температури 21 градуспа танлашрĕ. Культура ĕçченĕсен юрри-кĕвви те хушма вăй пачĕ-тĕр, çемĕпе хăшĕ-пĕри хусканусем
Подробнее
