Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 31)

Канура та, спортра та…

Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Курнавăшри уйрăмĕн членĕсем хăйсем валли уяв йĕркеленĕ. Пирваях вĕсем шкулти историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче пулса курнă. Мĕн пытармалли, хăшĕ-пĕри çак ялта пурăнса та паллашман унпа. Курса тĕлĕнмелли, ăс-хакăла пуянлатмалли нумай музейра. Елена Смирнова экскурсовод аваллăхран паянхи пурнăçа илсе çитернĕ куравра. Кунта тĕрлĕ вăрçа, ялти паттăрсен кун-çулне

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Малтисем Шупашкарта Раççей спорт мастерĕн Владимир Сименĕн парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри кире пуканçăсен XIII уçă ăмăртăвĕ иртнĕ. Елчĕксем, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Федоров ертсе пынипе, яланхи пекех ăнăçлă кĕрешнĕ. Хăйсен виçисенче Давид Портнов, Матвейпа Дарья Петровсем, София Соловьева, Кирилл Сергеев, Тарас Пупин пĕрремĕш вырăна йышăннă. Пилĕк атлет призерсен

Подробнее

Пăвара палăрнă

Тутарстанри Пăва хулинче СССР тава тивĕçлĕ, Тутар Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Сабирзян Нафикова асăнса йĕлтĕрçĕсен округри ăмăртăвĕ иртнĕ. Утмăл ытла спортсмен йышĕнче Хусансем те пулнă. Елчĕксем вĕсен хушшинче пачах та аптăраман. 18-40 çулсенчи йĕлтĕрçĕсенчен Аслă Таяпари Даниил Медведев чемпион наградисене тивĕçнĕ. Роман Ильинпа (Елчĕк шкулĕ) Артем Ловкин (Çирĕклĕ Шăхаль) 15-17 çулсенчи

Подробнее

Хула чемпионатĕнче

пирĕн округ кире пуканçисем чылаййăн палăрнă. Шупашкарта республикăри округсенчи спортсменсемпе пĕрле аякри Ямало-Ненец автономи округĕн атлечĕсем те ăмăртнă - пĕтĕмпе 100 яхăн. Елчĕксенчен пьедесталăн çỹлти картлашки çине хăйсен виçисенче Давид Портнов, Матвей Петров, Илья Московский, Наталия Мартынова (Елчĕк шкулĕ), Тарас Пупин (Çĕнĕ Пăва), Камилла Скворцова (Патреккел) хăпарнă.

Подробнее

Спартакиада иртнĕ

"Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕнче "хĕрỹ точкăсенче" пулнă ветерансен, вĕсен çемйисен республика шайĕнчи саккăрмĕш спартакиадине Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри тата ытти округсенчи, Шупашкарти спорт ушкăнĕсем пуçтарăннă. Тĕл пулу сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырса спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче тĕрĕсленме май панисĕр пуçне пĕрле пухăнса чунтан калаçма, иртнине аса илме тата

Подробнее

Сунарçăсен ăмăртăвĕнче

Лаш Таяпари акар йытăсен питомникĕн ертỹçи Леонид Князев тата округри сунарçăсем йĕркеленипе пĕр тăван Князевсен призĕсене çĕнсе илессишĕн сунарçăсен биатлонĕ иртнĕ. Унта республикăри округсенчи тата кỹршĕллĕ регионсенчи сунарçăсем хутшăннă. Тупăшура командăсенчи 3-шер спортсмен 1500 метрлă дистанцине харпăр хăйĕн пăшалĕпе тухнă, мишене 3 хутчен персе ытларах очко пухассишĕн кĕрешнĕ. Пуринчен малтисем

Подробнее

Пулăçа асăнса

Патреккел ялĕнче пурăннă пулăçа тата сунарçăна Николай Алексеевич Петрова халалласа пулăçсен ăмăртăвĕ иртрĕ. "Прогресс" хуçалăхăн садĕнчи кỹлĕре иртнĕ ăмăртăва пулă тытма юратакан Патреккелĕнчи, кỹршĕ ялсенчи тата районсенчи пулăçсем чылаййăн пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ конкурсра тупăшрĕç вĕсем. "Чи нумай пулă тытакан" номинацире Михаил Клементьев, "Чи пысăк пулă тытакан" номинацире Николай Петров (Патреккел) çĕнтерчĕç. Чи

Подробнее

Ăмăртусенче

ЯЛ ВĂЙЙИСЕМ Красноармейскинче республикăри ял спортсменĕсен вăййисенче Елчĕксем те вăй виçнĕ, 4-мĕш пулнă. Уйрăммăн - механизаторсен 3 енлĕ тупăшăвĕнче Кĕçĕн Таяпари Бориспа Вадим Головинсем çĕнтерỹçĕ ята, çемьесен ăмăртăвĕнче Елчĕкри Портновсем 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. МАС-РЕСТЛИНГ Чăваш Ен чемпионачĕ ЧПУн спорт комплексĕнче иртнĕ. 80 кг çитичченхи виçере Семен Львов (Шăмалак), Павел Окружнов (Чăваш Тăрăмĕ) бронза

Подробнее

Ушкăнпа старта тухса ярăнтăмăр савăнса

Шăматкун çĕршывĕпех "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2023" массăллă чупу иртрĕ. Çав кун Елчĕк шкулĕ çумĕнчи стадион-площадка та сывă пурнăç йĕркине парăннисен хаваслă сасси-куллипе тулчĕ. Старта тухиччен йĕлтĕрçĕсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова саламларĕç, ăнăçлă чупу, савăк кăмăл-туйăм сунчĕç. Массăллă чупăва кашни çулах ертỹçĕсем хутшăнаççĕ.

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Раççей Кубокĕнче Грозный хулинче иртнĕ йывăр атлетсен Раççей Кубокĕнче Елчĕк хĕрĕсене ăннă. Шупашкарти 3-мĕш Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче вĕренекен РФ спорт мастерĕсем - П.Андреева (Кавал) тата Л.Мышова (Иноходова, Аслă Пăла Тимеш) ылтăн тата бронза медальсене çĕнсе илнĕ. Полина хăйĕн виçе категорийĕнче икĕ енлĕ кĕрешỹре 175 килограмлă штангăна парăнтарнă. Любовь 120 килограмм çинче

Подробнее