Понедельник, 16 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 935)

Бюджета çирĕплетнĕ

Ĕнер Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă. Пухăва район пуçлăхĕ - районти Депутатсен пухăвĕн ертỹçи И.Васильева ертсе пынă. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 11 ыйтăва пăхса тухнă. Пĕрремĕш ыйтупа вĕсем Елчĕк районĕн

Подробнее

Çĕнĕ çула лайăх кăмăлпа кĕтсе илер

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура кулленхи ыйтусене татса парасси пирки сăмах пуçарчĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - район территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕ пирки пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Александр Сайкин тухса калаçрĕ. Вăл Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче

Подробнее

Спектакльсен фестивалĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче юлашки вăхăтра лартнă спектакльсен фестивалĕ иртнĕ. Мероприятие театра йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă. Вăл театрăн пĕрремĕш ĕçĕпе - Александр Островский пьеси тăрăх лартнă "Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн" спектакльпе уçăлнă. Ун умĕн сцена çинче театрăн илемлĕх ертỹçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев,

Подробнее

Тавах, тухтăр! Тавах, медсестра!

"Медицина - манăн чун юратнă ĕç" проектпа килĕшỹллĕн, республикăра "Тавах, тухтăр! Тавах, медсестра!" ятпа акци пырать. Çавна май кашни çыннăн медицина ĕçченĕсене тав тума май пур. Çапла тăвас тесен граждансем поликлиникăпа стационарсенче вырнаçтарнă ятарлă ешчĕксене тав çырăвĕсем хăварма е ырă сăмахсене medicina@cap.ru электронлă адреспа ярса пама пултараççĕ.

Подробнее

Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

Олимпиадăсем иртеççĕ Шкул ачисем çулсеренех хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне предметсен олимпиадисенче туптаççĕ. Хальхи вăхăтра шăпах вĕренекенсен муниципалитет шайĕнчи олимпиадисем иртеççĕ. Кăçал вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне 21 предметпа тĕрĕслеççĕ. Олимпиадăсем Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта иртеççĕ. Хальлĕхе 14 предметпа иртнĕ те ĕнтĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх, çĕнтерỹçĕсемпе призерсем ытларах

Подробнее

Виктория Романова — дипломант

Санкт-Петербург хулинче "ARTIS" премин номинанчĕсене итленĕ. Çак премие тĕнче шайĕнче искусствăн тĕрлĕ тĕсĕсенче пысăк ỹсĕмсем тăвакан ачасене тата вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшакан преподавательсене параççĕ. Çĕнтерỹçĕсем Пĕтĕм Раççейри е халăхсем хушшинчи "Эпĕ пултаратăп" фестиваль-конкурс проектăн лауреачĕсем пулса тăраççĕ. Лауреатсен йышне Елчĕкри искусство шкулĕнче Ольга Архипова преподаватель патĕнче ăсталăха туптакан 9 çулхи Виктория

Подробнее

Пултарулăх конкурсĕ

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак çынсен пултарулăх конкурсĕ иртнĕ. Унта пурнăçа юратакан, тĕрлĕ енлĕ ăсталăхпа палăракан ăшă чунлă çынсем хутшăннă. Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Елена Сафронова, Элекçей Тимешри Даниил Еремеев хăйсен ал ĕçĕсене курава тăратнă. Яманчỹрелĕнчи Надежда Сергеева чăваш халăх юррисене юрлама ăста. Патреккелĕнчи Максим Никитин Типшĕм Сашук пултарулăхĕпе

Подробнее

Сывлăх — чи хаклă пуянлăх

"Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче çын татăлма пĕлмест. "Сывлăх" ушкăна çỹрекенсем тĕрлĕ ялсенчи ватăсемпе туслă çыхăну тытаççĕ. Нумаях пулмасть эпир Çĕнĕ Пăвари, Кĕçĕн Таяпари волейбол вăййине юратакансемпе пĕр площадкăра тĕл пултăмăр. Уйрăмах Кĕçĕн Таяпари Анатолий тата Виталий Головинсем, Владимир Матвеев, Петр Трофимов, Александр Ефимов спортпа туслă. Вĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса

Подробнее

Вĕсене манмаççĕ

Аслă Елчĕкре ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республика турнирĕ иртнĕ. Ăна районти кĕрешỹсенче пĕрре мар çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ Валерий Петровичпа Валерий Георгиевич Черновсене, Юрий Орехова асăнса йĕркеленĕ. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый, Аслă Елчĕк ял пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, Чăваш Наци конгресĕн спорт енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Виталий Васильев тата спорт тусĕсем

Подробнее

Çамрăк штангистсем пĕрремĕш

Иртнĕ шăматкун 2003 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасемпе хĕр ачасем йывăр атлетсен республикăри "Шанчăк кубокĕ" турнира хутшăннă. Ăна Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Ю.М.Николаева асăнса кăçал тăваттăмĕш хут ирттернĕ. Турнирта пирĕн районăн çамрăк штангисчĕсем ăнăçлă ăмăртнă. Елчĕксем 1886 очко пухса пĕрремĕш вырăна тухнă. Хăйсен виçисенче А.Кисилев (Елчĕк), А.Панкратов

Подробнее