Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > иземляки (Страница 3)

Мускаври çамрăк тренер

Артем Сусликов – Раççей спорт мастерĕ, йывăр атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕн 2 хут иккĕмĕш призерĕ, 10 хут ытла Мускав чемпионĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн, Мускав хула мэрĕн стипендиачĕ. РФ йывăр атлетика федерацийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. 2014 çултанпа çĕршывăн тĕп хулинчи 2-мĕш Олимп резервĕсен училищинче тренерта ĕçлет. Çамрăк специалистăн спортри кун-çулне унăн пĕрремĕш

Подробнее

Сăрă ăстин чун туртăмĕ

1990 çулсенче республикăри ÿнер куравĕсене хутшăнакансен ретĕнче Николай Лукиянов /псевдонимĕ Йĕсси Кули/ палăрать. Тăван тавралăхăн ансат кĕввисене пурнăçа çывăх кăтартнипе, тарăн туйăмпа тата ăшă кăмăлпа ÿкернипе уйрăлса тăнă унăн картинисем. Вĕсем асăрханмасăр юлман: 2000 çулта сăрă ăстине Чăваш ÿнерçисен пĕрлешĕвне илнĕ, ĕçĕсене регионри выставкăсенче кăтартма пуçланă, вăл шутра «Анлă Атăл» куравра

Подробнее

Тĕрлĕ жанрпа çырнă

Ф.Бурнашев /литературăри ячĕ – Фатхи Бурнаш/ Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Пикшик /халĕ Елчĕк районĕ/ ялĕнче çуралнă. Çемьере 11 ача çитĕннĕ пулин те, пурлăхпа укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсене пăхмасăр ашшĕ кашнине вĕрентме тăрăшнă. Фатхи тăхăр çул тултарсан ашшĕ ăна Хусанти «Мухаммадия» медресене вырнаçтарать, анчах вăл унта вĕренме пăрахса куçăмсăр майпа учительсен семинарине

Подробнее

Чăваш çи-пуçĕн маçтăрĕ

Зинаида Воронова пултарулăхпа илемлĕх тĕнчинче çĕнĕ çын мар. Вăл Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине, Мускаври халăх искусствин университетне, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. – Зинаида Ивановна, астăватпăр, эсир районта та ÿсĕмлĕ ĕçлеттĕрччĕ. Хĕрарăмсен «Варкăш» ансамбльне йĕркелесе ăна ăсталăх тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шая çĕклерĕр. Унсăр пуçне, эсир ертсе пынипех агитбригадăсен тата художество

Подробнее

Ÿркенменлĕх чапа кăларать

Кашни професси хăйне кура интереслĕ. Ÿркенмесен, кирек мĕнле ĕçе юратса, тĕплĕ пурнăçласан чапа тухма пулать. – Дояркăра çеç ĕçленĕскер, мĕн чапĕ-сумĕ пултăр унăн, – тенĕччĕ пĕррехинче пĕр хĕрарăм. Сумлăх хăй тĕллĕн килмест çав, чапа тухма та кашниех пултараймасть. Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ Зинаида Немцева /хĕр хушамачĕ – Обручкова/ нихăçан та чапшăн

Подробнее

Чăрмавсене çĕнтерсе

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче Геннадий Волков академикăн 80 çулхи юбилейне паллă тăваççĕ. Çак чаплă самант пулса иртнĕ хыççăн вăл хăйсене унăн вĕренекенĕ вырăнне хуракансене кăштах тытăнса юлма ыйтать. К.Портнов, Чăваш наци конгресĕ ячĕпе саламлама пынăскер /20 çула яхăн ĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ. Ред./, залран тухма васкамасть, хыçаларах, айккинерех çеç

Подробнее

Тĕлĕнмелле професси

Юрий Плющев кинооператор тата фотохудожник çинчен Интернет уçлăхĕнчен пĕлнĕччĕ. Вăл Елчĕкре çуралнине /1953 çулта/, Шупашкарта çитĕннине, Николай Никитин чăваш çыравçин ывăлĕ пулнине пĕлме те тÿр килчĕ. Вăл питĕ ĕçлĕ çын иккенне те чухларăм – часах çыхăнма май килмерĕ. Тав Турра, «Фейсбук» урлă кăштах сăмахласа илме пултартăм. – Кинооператор – пит сайра

Подробнее

«Ĕçле, вĕрен – ан ÿркен çеç»

Энтепе ялĕнче 1978 çулта çуралнă Сергей Павлов тăван ялти шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа питĕ туслă пулнă: чупассипе, тăршшĕне тата çÿллĕшне сикессипе пĕрре çеç мар районти ăмăртусенче мала тухнă, таврари ялсенчи Акатуйсенче çĕнтерсе тăнă. Çавăнпа та хăйĕн пуласлăхне спортпа çыхăнтарас тенинчен тĕлĕнмелли çук: шкул /1985-1996/ хыççăн каччă Теччĕри педагогика училищине вĕренме

Подробнее

Вăхăтпа тан утать

Зоя Аркадьевна Яковлева /Сапожникова/ – телережиссер, журналист, публицист, Чăваш Республикин массăллă информаци хатĕрĕсен професси ăстийĕ. Аслă Таяпа ялĕнче çуралнăскерĕн пултарулăх çулĕ чăваш телевиденийĕнчен пуçланнă. 1993-2011 çулсенче режиссерта ĕçлесе унăн ылтăн фондне чылай видеоматериалпа пуянлатса хăварнă. Наци телерадиокомпанине йĕркеленĕ тапхăрта вăл унта пĕрремĕш режиссерсенчен пĕри пулнă, паянхи вăхăта тивĕçтерекен, куракансем кăмăллакан «Ылтăн çÿпçерен»,

Подробнее

Çĕр çинчи ырă йĕр

Шăпа ăна иртĕхтермен. Ашшĕне астуман – пурнăçран ир уйрăлнă. Кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ, пуçарулăхĕ, йывăрлăха хăйĕн çине илесси – аслашшĕнчен. Сăпайлăхпа тараватлăхĕ – амăшĕнчен. Ĕçченлĕхĕ хăй çуралса ÿснĕ Кивĕ Арланкассинчи хастар çынсемпе юнашар туптаннă. Вăрçă пуçланнă çулхине Анатолий Димитриев 15-ре пулнă. Тепĕр икĕ çултан фронта тухса кайнă, Япони милитарисчĕсене хирĕç çапăçнă. Вăрçă хыççăн

Подробнее