Вторник, Июнь 25, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чиртен асăрханмалла

Чиртен асăрханмалла

Пыйтланасси уйрăмах ачасем хушшинче сарăлнă. Вĕсем пĕр-пĕринпе ытларах хутшăннăран, пыйтă пĕринчен теприне ерет, чир сарăлать.

Чир мĕнле палăрать-ха? Чи малтанах ача пуçне хыçма пуçлать. Кунран-кун кĕçĕтни ÿссех пырать. Пыйтă çын юнĕпе тăранать, çамрăк ама 8-10 кун хушшинче çăмарта сапать. Çавна май вĕсем пысăк хăвăртлăхпа аталанаççĕ, çынна канăçсăрлантараççĕ.

Пыйтăран сипленме, вĕсене вĕлерме ятарлă шампуньсем, лосьонсем пулăшаççĕ. Вĕсемпе пĕр хутчен çеç усă курни çителĕксĕр, мĕншĕн тесессĕн юлнă пыйтă çăмартисенчен çĕннисем тухма пултараççĕ, чир тепĕр хутчен вăй илес хăрушлăх та пур. Çемьере профилактика мероприятийĕсем ирттермеллине те асра тытмалла. Тумтире, çывăракан вырăн таврашне, ал шăллисене пĕтĕмпех вĕри шывпа çумалла, турасене тасатмалла. Килти кавирсене, матрассене те пылесоспа тасатмалла.

Чиртен асăрханса ют çыннăн япалисемпе усă курмалла мар, ашшĕ-амăшĕн ачасене санитарипе гигиена правилисене мĕн пĕчĕкрен пăхăнма хăнăхтармалла.

И.УБАСЕВА,
эпидемиолог тухтăрăн пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code