Понедельник, Январь 21, 2019
Главная > Общество и право > «Полици тата Хĕл Мучи»

«Полици тата Хĕл Мучи»

Декабрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 15-мĕшĕччен районта «Полици тата Хĕл Мучи» ятпа акци иртет.

Çак тапхăрта йĕрке хуралĕн тата Елчĕк халăхне социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем йывăр, тулли мар çемьесенче пулса ачасене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламлĕç, парнесемпе хавхалантарĕç.

Полици ĕçченĕсем çавăн пекех декабрĕн 14-мĕшĕнче пуçланнă «Подросток. Алкоголь. Табак» акцие те хастар хутшăнаççĕ, учетра тăракан çемьесенчи пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ, калаçусем йĕркелеççĕ. Елчĕк районĕнчи полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕнче паянхи кун 12 ăнăçсăр çемье учетра тăрать, вĕсенче 11 ача çитĕнет.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code