Среда, Октябрь 16, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Ачасем – Интернетра

Ачасем – Интернетра

 

Ачасем Интернетпа çыхăннă чух вĕсене асăрхаса тăратăр-и? Сиенлĕ сайтсене кĕмеççĕ-и вĕсем?

Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче пулнă май çак ыйтăва час-часах хускататăп. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра кĕçĕннисем сиенлĕ сайтсене кĕрсе аслисенчен хур тÿснĕ, е вĕсене хăратса хĕсĕрленĕ тĕслĕхсем республикăра пĕрре анчах мар пулчĕç. Уйрăмах çамрăк хĕр ачасем инкек тÿсрĕç усал шухăшлă çынсенчен. Страницăна çамрăк каччăсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарса преступниксем çурма çарамас сăн ÿкерчĕксем ярса пама хистенĕ, кайран вĕсене ыттисене кăтартассипе хăратнă.

Çитĕнекен ăрушăн йăлтах интереслĕ. Çарамас арçынсемпе хĕрарăмсен сăн ÿкерчĕкĕсемлĕ, усала вĕрентекен, терроризмпа экстремизм шухăшĕсене саракан информацисемлĕ сайтсене те кĕме пултараççĕ вĕсем. Çавăнпа та иккĕленÿллĕ сетьсене кĕни, палламан çынсемпе çыхăну тытни пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарни пирки каласа ăнлантармалла, ачан компьютер умĕнче е телефонпа ларас вăхăтне чикĕлемелле.

Л.ЕГОРОВА,
полицин районти пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code