Суббота, Июнь 6, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Алмантай» 10 çулта

«Алмантай» 10 çулта

Тăрăмри культура çуртĕнче «Алмантай» фольклор ушкăнне йĕркеленĕренпе 10 çул çитнине анлă паллă турĕç.

Евдокия Каширина пуçарса янă ушкăна ял хĕрарăмĕсем йышлăн çÿреççĕ. Вĕсем анатри чăвашсен авалхи юррисене шăрантарса республикăри тĕрлĕ конкурс-фестивальсене хастар хутшăнаççĕ. Ку енĕпе тивĕçнĕ дипломсемпе грамотăсем йышлă коллективăн.

Уява уçса ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов тухса калаçрĕ. Шкул ачисен, фольклор ушкăнĕсен юрри-ташши куракансене питĕ килĕшрĕ. Çавăн пекех «Сăпса йăви» сценкăри артистсем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Алексей Волков, Ольга Порфирьева, Валентина Петрова, Лидия Кучакова рольсене ăста вылянипе палăрчĕç.

Уяв программине «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Людмила Павлова ертсе пычĕ. Çакăн пек мероприятисем тăтăшах пулсан пит аванччĕ.

В.СОЛОВЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code