Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп тĕллев – халăха упрасси, çемьесене тĕрев парасси

Тĕп тĕллев – халăха упрасси, çемьесене тĕрев парасси

Февралĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин «Манеж» тĕп курав центрĕнче Федераци Канашĕн членĕсене, Патшалăх Думин депутачĕсене, Правительство членĕсене, кĕпĕрнаттăрсен корпусĕн, общество пĕрлешĕвĕсен, МИХсен представителĕсене хăй Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне çуллен яракан 15-мĕш Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Çырăва итлеме хутшăннă Чăваш Ен делегацийĕн йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Енри Обществăлла палатăн председателĕ Алексей Судленков пулнă.

Çырупа паллаштарасси пĕр сехет çурăна яхăн тăсăлнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ чи малтанах çĕршывăн паянхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ çине тĕп тимлĕх уйăрнине асăннă.

– …Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – май уйăхĕнче алă пусса çирĕплетнĕ Указ тата наци проекчĕсенче палăртнă тĕллевсем. Вĕсене халăхшăн, çĕршыври мĕн пур шайри граждансен пурнăç пахалăхне çĕнетес тĕллевпе йышăннă. Унти тĕллевсене пурнăçласа пырасси тĕп приоритет шутланать. Наци проектĕнче тĕллевсене комплекслă палăртнă. Çĕршыври граждансем пурнăç шайĕ ырă енне улшăнса пырасса тÿсĕмсĕррĕн кĕтеççĕ. Кашни çын паха улшăнусем пуласса ĕненет, – тесе пĕлтернĕ Владимир Путин.

Вăрах вăхăта йышăннă тĕллевсемпе паянах ĕçлесе пымаллине палăртнă çĕршыв ертÿçи: «…Тĕллевĕсем çăмăл мар пулсан та /Правительство енчен пысăк вăй хума тивет/ малаллах утăмламалла. Халăха улталаймăн. Икĕпитлĕхе, хăйне хисеплеменнине, тĕрĕсмарлăха çивĕч туять вăл. Уншăн чи кирли – пурнăçа пахалахлă тăвас, çемьесене пулăшас енĕпе пурнăçланă ĕçсем. Лару-тăрăва улăштарас енĕпе паянах тимлемелле. Çавна май ĕç тăвакан пур тытăмри влаçăн тĕп тĕллевĕ – ĕçе кал-кал, тĕллевлĕ йĕркелесси. Раççей Федерацийĕн кашни регионĕнче, мĕн пур муниципалитетра наци проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пынине пурин те лайăх курса тăмалла. Пирĕн обществăшăн, нумай нациллĕ халăхшăн çемье, ачасене çуратса йăха малалла тăсасси, аслă ăрăва хисеплесси тĕп вырăн йышăнать». Çакна палăртнă май халăха упрасси, çемьесене ?уйрăмах нумай ачаллисене тата сахал тупăшлисене/ пур енлĕн пулăшасси, аслă ăрурисене тĕрев парасси тĕп тĕллевсен шутĕнче пулмаллине асăннă. РФ Президенчĕ Çырура социаллă, пурăнмалли çурт-йĕр сферисенчи чăрмавсене татса парассипе, ача укçипе пенси тата ĕç укçи тÿлессипе, сывлăх сыхлавне çĕнетессипе, вĕренĕве аталантарассипе, çурт-йĕр строительствине ÿстерессипе, çĕршыв хÿтлĕхне ÿстерессипе çыхăннă тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те çивĕч çĕкленĕ, тĕллевсене пурнăçлас енĕпе палăртмалли çул-йĕр çинче чарăнса тăнă.

 

Хаклав

Ираида ВАСИЛЬЕВА, Елчĕк район пуçлăхĕ:

– Çемьесем çирĕп пулсан патшалăх та çирĕп. Çырура çемьесене, уйрăмах нумай ачаллисене, тĕрев парасси тĕп шухăш пулчĕ. Владимир Путин çĕршыври экономика аталанăвĕн лару-тăрăвне, патшалăхăн тупăшĕсем ÿснине тĕпе хурса 3-мĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралакан çемьесен ипотека кредичĕн 450 пин тенкине тÿрремĕн федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе саплаштармалли хушма пулăшу майĕ туса парас сĕнÿпе тухни шанăç кÿрет. Çак пулăшу майне кайранхи вăхăтпа – 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен шутласа ĕçе кĕртмеллине палăртрĕ вăл.

Ипотека кредитне çак пулăшу майĕпе тата Амăшĕн капиталĕпе саплаштарни çемьесемшĕн пысăк тĕрев пулнине шута илсен çĕршыври демографи лару-тăрăвĕ тата та ырă енне улшăнасса шанас килет.

Владимир НИКОЛАЕВ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учителĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ:

– Президент Çырăвĕ çĕршыв наци проекчĕсем çинче никĕсленекен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çулĕпе малалла талпăнассине тĕпе хунипе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Яланхиллех вĕренÿ тытăмне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă унта. Президент уйрăмах пултаруллă ачасене аталанма пулăшассине, вĕсене хавхалантарассине, яллă вырăнсенче пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивĕçтерессине, ачасем хушма пĕлÿ илессине анлăлатассине палăртса каларĕ. Çав вăхăтрах вĕренÿ учрежденийĕсене пысăк квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтересси тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине пĕлтерчĕ. 2020 çулта «Земство учителĕ» проект хута кайсан учитель профессине суйласа илес текенсен ĕмĕчĕсене туллин пурнăçлама май парĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code